Ларма хĕр

1 Пуш, 2014

Несĕлсен Ырă йăли-йĕркине упрама тăрăшать чăваш хĕрарăмĕ. Ал ĕç ăсталăхне çамрăксене те хăнăхтарать. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем çак тĕллевпе «Улах» уяв ирттернĕ.

Çуллахи пĕр шăрăх кун шурă Шупашкарта Атăл хĕррипе утаттăм. Тавралăха сăнама юрататăп эпĕ. Акă савăнăçлă ача-пăча шавласа иртрĕ умран. Леререх хĕрсемпе каччăсем шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Чăваш академи театрĕ умĕнче сак çинче пĕр кинемейпе çамрăк пике кăмăллăн пуплесе лараççĕ. Эпĕ вĕсен çывăхне пырса тăтăм, калаçăва хутшăнтăм: «Ларма хĕрсем пекех эсир». Куçăма илĕртекен чипер пике кинемей еннелле çаврăнчĕ: «Мĕне пĕлтерет «ларма» тени?»

Кинемей сăмах ваклама юратакан çын пулчĕ. Эпĕ те вĕсен çумне пырса лартăм. Хăйĕн çамрăклăхне аса илчĕ пулас, каларĕ те каларĕ иртнĕ кунсем çинчен. Нуски çыхнă май малаллах тăсрĕ калаçăва.

- Эпĕ хулара ÿснĕ пулин те çамрăк чухне яла тăван-пĕлĕш патне тăтăш çÿреттĕм. Ларма та кайнă. Çăм арланă, нуски-чăлха çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ, пир тĕртнĕ, çип пĕтĕрнĕ, - пирĕн кăмăла хуçас мар тесе кинемей «Чĕкеç аппа ларма хĕр» сăмах майлашăвăн пĕлтерĕшне ăнлантарма тытăнчĕ.

- Ĕлĕк чăваш хĕрĕсем ларма çÿренĕ. Хĕл çитсен кĕнчеле арланă, çип пĕтĕрнĕ, тĕрĕ тĕрленĕ. Ал шăлли, пит шăлли, саппунпа тутăр тĕрлĕ эрешпе илемленнĕ. Ал ĕç тума улаха кÿршĕсем патне кайнă, ют ялти тăванĕсем патне те çÿренĕ. Ларма хĕрсене ăшшăн кĕтсе илнĕ, тутлă апат-çимĕçпе сăйланă. Каçхине улахсене илсе кайнă. Унта мăйăрпа хăналанă, хĕрсем пĕр-пĕрин тĕррисене ÿкерсе илнĕ, ĕçленĕ май юрă шăрантарнă, каччăсем вара купăс каласа ташлаттарнă. Яшсем ларма хĕрсене курма ятарласа пынă.

Тăван ялта нимех те мар-ха: пурне те паллатăн, пĕлетĕн. Ют яла ларма каяс пулсан лайăх шухăшламалла пулнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне ăс панă. Ларма каякан хĕрĕн ял чысне упрамалла пулнă. Апла тăк илемлĕ те шеп тумланмалла, хитре утмалла, йĕркеллĕ, сăпайлă калаçмалла, ĕçлемелле те. Ларма хĕре кăнтăрла килтен киле хăнана илсе çÿренĕ: паян - пĕр тăван патĕнче, ыран - теприн патĕнче. Çапла яш-кĕрĕме, ларма хĕрсене çичĕ сыпăк таран паллаштарнă. Аслисем, мăн асаттесемпе мăн асаннесем çапла тăванлăх туйăмне çирĕплетме тăрăшнă. Кÿршĕсем те хăнана илсе кайнă, сĕтел хушшине апата лартнă. Ларма хĕре килтех вĕрентнĕ: чавсаланса ан лар, яшкана тăкмасăр çи, кашăка тирпейлĕ тыт, ытлашши ан калаç, ваттисем каланине итле... Çапла тытма тăрăшнă та ларма хĕр хăйне. Ăна курма каччăсем те пынă-çке. Çăлран шыв ăсса килнĕ чух ларма хĕр уттине те сăнанă. Мăшăр витрепе е шыв çĕклемĕпе мĕнле утать, витрери шыв тăкăнмасть-и хĕрĕн?..

Ларма каякан хĕр хăйĕнпе пĕрле ĕç илнĕ. Çав ĕçе туса пĕтермесĕр каялла киле таврăнма юраман. Çавăнпа та çĕрĕпех ал ĕç тунă. Ют ялта нумаях пурăнас килмен. Ал ĕçне туса пĕтернĕ, киле кайма вăхăт. Тăванĕсем ларма хĕре ăшшăн кĕтсе илсе ăшшăн ăсатнă, тепĕр çул татах килме чĕннĕ. Пике тăван ялне çитсен тантăшĕсене хăй ют ялта илтнĕ, вĕреннĕ юрăсене юрласа кăтартнă, вĕрентнĕ, çĕнĕ тĕрĕсемпе, чĕнтĕрсемпе паллаштарнă. Ларма кайни усăсăр иртмен. Çавăнпа та ун чухне чăваш хĕрĕсем тĕрлеме те, çыхма та, пир тĕртме те ăста пулнă. Икшер арча, çÿпçе тулли пир-авăрпа качча кайнă. Ытла та ырă йăла пулнă чăвашăн. Ĕçченлĕхе, сăпайлăха кашни çемьерех вĕрентнĕ.

Самана улшăннă май ларма çÿресси те пурнăçран тухса пырать. Халь хĕрсем вĕренеççĕ, хулара ĕçлеççĕ. Час-часах çамрăксенчен ыйтатăн: «Ларма çÿретĕр-и?» Улах çинчен калама тытăнаççĕ, ларма çинчен пĕлмеççĕ те. Хăй вăхăчĕшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă вĕт-ха ларма. Халăх хушшинче хăвна мĕнле тытмалла, тăвана мĕнле хисеплемелле, ăна мĕнле йышăнмалла... Тăванлăх туйăмĕ çирĕпленнĕ унта, хĕрсем чыслăха упранă, ĕçе хăнăхнă тата ыт.те.

Ларма çÿренĕ кукамайсемпе асаннесем... Çавăнпах илемлĕ пулĕ вĕсем сырнă сурпансем, вĕсем тĕртнĕ пир-авăр, сак сармисем, кавирсем.

Илеме курма пĕлнех вĕсем!

Нумай аса илчĕ Чĕкеç аппа ĕлĕкхине. Эпĕ университет студенткипе кинемее чунтан-вартан ырлăх-сывлăх сунса сыв пуллашрăм.

Борис БОРИСОВ.

Элĕк районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.