Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Юрă сăмахĕсем манăçсан та... Анфиса Смелова аса килет

Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнче тăратăп. Ăна 1980 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнă. Амăшĕпе салтак сăнарĕ урлă Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăха кăтартнă. Çакăнтах сÿнми çулăм ялкăшать. Çамрăк мăшăр çĕнтерÿшĕн вăй-халне, пурнăçне шеллемен йăх-несĕле хисеплесе туйра палăк умне чечек çыххисем хурасси йăлара. Монумент çинчи амăшĕн сăнарне Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисткине Анфиса Смеловăна пăхса ăсталанине пĕлетĕр-и? Ун чухне скульптор ятарласа Мускава чĕнсе илнĕ ăна. Çи-пуçа театртан тата тавра пĕлÿ музейĕнчен илнĕ.

«Пĕрмай çĕклесе тăнăран алă ывăннăччĕ...» - каласа кăтартнă вăл кайран ĕçтешĕсене. РФ халăх артистки Нина Яковлева çав вăхăта аса илтерсе паллă çак вырăнта ăна сăн ÿкерме палăртнă, анчах шухăшланине пурнăçа кĕртме ĕлкĕреймен. Анфиса Смеловăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пурăннă пулсан çак кунсенче 75 çул тултаратчĕ вăл.

Етĕрне районĕнчи Ирçе хĕрĕ А.В.Луначарский ячĕллĕ Мускав патшалăх театр искусствин институтĕнче вĕреннĕ, унтан К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 33 çул ĕçленĕ. Унăн сăнарĕсем - Нонка Амăшĕ /«Нонка юратăвĕ», Г.Терентьев/, Зана /«Вĕр, вăштăр çил», Я.Райнис/, Лисук /«Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт», В.Яковлев/, Маруç /«Юратупа кавăн», И.Стаднюк/, Марийка /«Салтак арăмĕ», Н.Анкилов/, Валерия /«Хĕвел ÿкнĕ хырлăх», Л.Моисеев/, Улемпи /«Салтак амăшĕ», В.Синичкин/, Пинерпи /«Айтар», П.Осипов/... - яланлăхах куракансен асĕнче юлĕç. Сăмах май, вăл Николай Айзман ĕçĕ тăрăх лартнă «Кай, кай Ивана» спектакльти Вĕçелис сăнарĕпе 24 çул /!/ сцена çине тухнă. Çак ĕçпе артистсем нумай хулапа яла çитсе килнĕ. Кирек ăçта та тăвăллăн алă çупса йышăннă ăна.

Тăван театрта ун ячĕпе стенд йĕркеленĕ. «Çавна курмасăр ун çинчен статья çырма пулать-и вара?» - терĕç ят-сум çĕнсе илнĕ тантăшĕсем. Чăнах, çакăнти сăн ÿкерчĕксем урлă Анфиса Смеловăн пултарулăх çулне йĕрлеме пулать. Чун витĕр кăларнă нумай сăнар куç умне тухса тăрать.

Пултарулăх çулĕн пуçламăшĕ

Артистсем хатĕрлекен тăрăхра çуралнă Анфиса Ивановна. Вăл çитĕннĕ вăхăтра Ирçе ялĕнче драма кружокĕ ĕçленĕ. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ Петр Васильев сцена çине тĕрлĕ спектакль кăларма вăй çитернĕ. «Айтар», «Судра», «Кай, кай Ивана»... ĕçсемпе артистсем куракансене тĕлĕнтернĕ те, тыткăнланă та. Анфиса Смеловăпа Анатолий Большаков хăйсен пурнăçне театрпа çыхăнтарнă. Григорий Петров та, Галина Мурзина та, Станислав Яковлев та... ятарлă пĕлÿ илнĕ пулсассăн ним мар пысăк сцена çине тухма пултарнă. Вĕсем хăйсемех çи-пуç çĕленĕ, декораци хатĕрленĕ.

1964 çулта Петр Васильев ертсе пыракан драма кружокне халăх театрĕ ят пама палăртнă. Анчах режиссер хытах чирленĕ те хаклавçăсене чĕнсе илеймен. Кайран, Петр Васильевич пурнăçран уйрăлсан та, Ирçесем нумай спектакль кăтартнă.

Ирçе ялĕн мухтавĕ

Çав тăрăхри тавра пĕлÿ музейĕ ятлă-сумлă ентешсен кун-çулĕпе паллаштарать. Унта Анфиса Ивановна çинчен çырни те пур. «Шупашкарта пурăннă чухне драма театрĕнчен тухма пĕлмен. Качча тухнă ялта Анфиса Смеловăна курсан мĕнешкел савăннăччĕ. Шкула тĕл пулăва чĕннĕ ăна. Пĕрре чăваш çи-пуçĕн, тĕрĕ-эрешĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа кăтартнăччĕ вăл», - аса илет музей йĕркелÿçи, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Зоя Никифорова. Тăван тăрăх çинчен энциклопеди кăларма тĕв тунăскер артисткăпа çыхăннă кашни пулăма асра тытать. «Ялта пурăнас килет. Кунта сывлăш мĕнешкел уçă», - тетчĕ», - палăртать Зоя Нестеровна. Анфиса Смелова тăван килĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечек çитĕнтернĕ. Çак илемпе иртен-çÿрен чарăнса тăрсах киленнĕ.

Ирçесем юрлама-ташлама ăста. Ушкăнпа концерт йĕркелесе куракансен кăмăлне тупаççĕ вĕсем. Хăйсен пултарулăхĕпе паллаштармашкăн ăçта кăна çитмен-ши вырăнти артистсем?

«Анфиса Смеловăн аппăшĕ Манефа Ивановна та уçă саслăччĕ. Сцена çинче юрлани уншăн та чун киленĕçĕ пулнă», - сÿтĕлет аса илÿ çăмхи. Пĕрре 3-мĕш бригадăра пурăнакан юрă-ташă ăстисем сумлă ентешне юбилейпе саламламашкăн Шупашкара килсе çитнĕ.

Парне пама юратнă

Анфиса Ивановна 4 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăл нихăçан та пуç усса ларман. Çак тĕнчене килнĕшĕн чунран савăнма пĕлнĕ.

70 çулти юбилейне, тĕслĕхрен, артистка пысăк йышпа паллă тунă. Дискра çырăнса юлнă хăш-пĕр самант çинче чарăнса тăрас килет. «Манăн артиста вĕренмешкĕн Мускава каймалла пулса тухрĕ. Нухратсăр çула тухаймăн. «Артист ĕçĕ - ĕç-и вăл?» - терĕ атте-анне. Вĕсем мана укçа памарĕç. Эпĕ аптăраса тăмарăм, вĕрентекенрен Евгения Васильевнăран 25 тенкĕ кивçен илтĕм. Килти пĕтĕм укçана пĕрене хушшинче упратчĕç. Никамран ыйтмасăрах 50 тенкĕ илсе чикрĕм. Анне çакна сисрĕ те шăпăрпа ăса вĕрентрĕ мана», - пытармасть Анфиса Ивановна. Çапах кайран ашшĕпе амăшĕн кăмăлĕ çемçелнĕ. Пил парсах Мускава ăсатнă ăна.

Аппăшĕн пурнăçĕ çинчен шăллĕне Николай Ивановича калаçтартăм. «Анфиса 16 çул тултарсан тин çуралнă эпĕ. Аслисен пĕчĕккине пăхмалла пулнă ĕнтĕ. Манефăпа иккĕшĕн улаха тухас килнĕ. Хăйсем каласа кăтартнă тăрăх - мана хуçалăх сумкине чиксе пĕрле илсе кайнă», - чăнах, пĕрре те аптăраса тăман аппăшĕсем. Кайран пулас артистка Мускавран парне илсе килнине аса илчĕ вăл. Ун чухне хĕм кăларакан самолет ялта урăх никамăн та пулман. Гастрольсенчен асăнмалăх мĕн чухлĕ япала илсе килнĕ тата. Унăн парнисене - савăт-сапаран пуçласа куллен усă курмалли техника таранчченех - типтерлĕ тытаççĕ Андреевсем.

Николай Иванович 35 çулта мăшăрланнă. Шкул хыççăн Шупашкарта аппăшĕпе пĕрле пурăннă вăл. «Анфиса Ивановна шăллĕне вун-вун кĕпе парнелени тĕлĕнтернĕччĕ мана», - калаçăва хутшăнать кинĕ Нина Николаевна. Артистка кулленхи пурнăçра нумай пулăшса пынă ăна.

Анфиса Смелова çĕр ĕçне юратнă. Кăмпа вырăнĕсене лайăх пĕлнĕ. Кашни çулах хĕлĕпе çимелĕх помидорпа хĕрен хутăшĕ хатĕрленĕ вăл. Тăванĕсем çаплипех унăн рецепчĕпе усă кураççĕ. Сăр хĕрринчи ялта çуралнăскер пулă çиме юратнă. Хăй те пушă вăхăт тупăнсанах вăлтапа шыв хĕрринче ларнă.

Ашшĕпе амăшĕ Иван Андреевичпа Наталья Никитична пĕр ялтан тепĕр яла çитекен артистсене хапăлласа кĕтсе илнĕ. Сĕтел хатĕрленĕ, мунча хутнă.

Анфиса Ивановна пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Татьяна та спектакльсенчи ача сăнарĕсене калăпланă. Кукамăшĕ виçĕ мăнукне те ура çине тăма пулăшнă.

Йыш çынни

ЧАССР тава тивĕçлĕ артистки çинчен ĕçтешĕсем каласа кăтартаççĕ.

Валерий ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ, тĕп режиссер:

- Пултаруллăччĕ, хĕрÿллĕччĕ, тăрăшуллăччĕ Анфиса Ивановна. Мускавра хавхаланса вĕренчĕ. Камитре те, драмăра та вылянă. Пирĕн репертуарта юрă-ташăллă спектакль нумай. Вĕсенче кашнинчех Анфиса Ивановнăна роль панă. Турă ăна тĕлĕнмелле сасă парнеленипе çыхăнтарас килет çакна. Вăл хăватлă кăна мар, тĕрĕс юрлама пĕлетчĕ, ыттисене ертсе пыратчĕ.

«Салтак арăмĕ» спектакльте Марийкăна вылятчĕ вăл. Çĕпĕр авторĕ çак ĕçе хăй те килсе курнăччĕ. Тĕп роле калăплакана çав тери килĕштернĕччĕ хăна. Ун чухне ырă та ăшă сăмахсем каласа хавхалантарса хăварнăччĕ.

Сцена çинче ыттисене хĕртсе яма пултарнипе палăрса тăратчĕ вăл. Çамрăксем те унран нумай вĕреннĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан театра тăтăш килетчĕ. Вăл нихăçан та йышран айккинче юлман.

Малтан театрта 4 сасăпа юрлаттăмăр. Çур çĕр иртсен те гастрольтен юрă шăрантарса таврăнаттăмăр. Кашнинчех Анфиса Ивановна пуçласа яратчĕ. Чăвашла та, вырăсла та çав тери хитре юрлатчĕ.

Нина ГРИГОРЬЕВА, РФ халăх артистки:

- Мускаврах пĕр çемьери пек пурăннă. Вăл, манран çур çул маларах вĕренме кайнăскер, алăран çавăтсах çÿретчĕ. Хăйĕнчен ниçта та хăварман. «Лашипе тихи» тетчĕç пирĕн пирки. Пĕррехинче иксĕмĕр пахалăхлă та хитре пĕрешкел сумка та илнĕччĕ.

Гастрольте арçынсемпе танах волейболла, футболла вылятчĕ е пулă тытатчĕ. Вăл вăрçăннине те, нăйкăшнине те курман.

Пĕрре грим пÿлĕмне кĕрсен укçа выртнине курах кайрăм. Тÿрех Анфиса патне шăнкăравларăм. Вăл укçана нуски ăшне чикнĕ пулнă. Улăштарса тăхăннă вăхăтра нухрат урайне тухса ÿкнĕ.

Нина ЯКОВЛЕВА, РФ халăх артистки:

- Анфиса çÿллĕччĕ, яштакаччĕ, тĕлĕнмелле илемлĕччĕ. Ырăпа кăна асра юлнă вăл.

Туслă пурăннă. 70 çулти юбилейĕнчи сăн ÿкерчĕксемшĕн хĕпĕртенĕччĕ тантăшăм.

Халĕ гастрольтен таврăннă вăхăтра юрă пуçлатпăр та... хăш чухне сăмахĕсене аса илейместпĕр. «Эх, Анфиса çук çав пирĕн йышра», - калаçатпăр пăшăрханса. Вăл сыпăнтарса яратчĕ.

Чăваш халăх артистки Анна Кутузова шурă шупăрлă, шурă тутăрлă Анфиса Смеловăна Мускава каякан пуйăсра пĕрремĕш хут курнă. Чăваш хĕрĕн хитрелĕхĕ ăна çеç мар, ыттисене те тыткăнланă.

РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов амăшĕ юрланă юрăсене пĕлнĕшĕн çав тери хисепленĕ Анфиса Ивановнăна.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.