Халăх асĕнче çырăнса юлнă уяв

1 Пуш, 2014

Иртнĕ вырсарни кун виçĕ уяв пĕрле килчĕ - Çăварни, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ тата пирĕн çĕр-шыв команди пĕрремĕш вырăн йышăнни. Спортăн пысăк уявĕ халăх асĕнче чылайлăха çырăнса юлчĕ. Пысăк çĕнтерÿ Раççей çыннисен кăмăлне çĕклерĕ.

Нарăсăн 24-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин XXII хĕллехи Олимп вăййисен чемпионĕсемпе тата призерĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсене патшалăх наградисем парса чысларĕ.

Раççей пĕрлештернĕ команди 13 ылтăн, 11 кĕмĕл тата 9 бронза выляса илсе пĕрремĕш вырăна тухрĕ Олимпиадăра. Çĕр-шыв ылтăн медальсен йышĕпе çеç мар, выляса илнĕ мĕн пур награда хисепĕпе те пĕрремĕш вырăнта.

Малтанхи эрнере Раççей 7-мĕшчĕ, кайран 4-мĕшне çитрĕмĕр. Чылай пăшăрхантăмăр, кулянтăмăр. «Çĕнтереймеççĕ, пултараймаççĕ пирĕннисем», - кĕрлесе тăратчĕ таврара. Шăмат кунпа вырсарни кун вара кĕтмен пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Пирĕн атлетсем нихăçан та мала тухма пултарайман çĕрте те наградăсене тивĕçрĕç. Александр Смышляев тăрăшнипех фристайлта çĕнтертĕмĕр. Вăл бронзăна тивĕçрĕ. Бобслей енĕпе Александр Зубкова тата Алексей Воеводăна çитекенни пулмарĕ те. Ахальтен мар Зубков Раççей ялавне йăтса тухма тивĕçрĕ.

Çунапа ярăнса Альберт Демченко икĕ «кĕмĕл» çĕнсе илчĕ. Вăл Олимпиадăра 7-мĕш хут Раççей чысне хÿтĕлерĕ.

Сноубордистсем питĕ савăнтарчĕç. Раççей историйĕнче кун пекки - пĕрремĕш хут. Сноуборд-кросра Николай Олюнин кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Вик Уайлд сноубордист Олимпиадăра икĕ ылтăн медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Паллах, мăшăрĕ те хавхалантарчĕ спортсмена. Алена Заварзина çав кун, суранне пăхмасăрах, спортăн çак тĕсĕнчех бронза илейрĕ. Вĕсем - пĕр дисциплинăра тата пĕр Олимпиадăра медальсем çĕнсе илнипе хĕллехи вăйăсен историне кĕрсе юлнă иккĕмĕш çемье.

Елена Никитина скелетонра «бронзăллă» пулчĕ. Сăмах май, спорт ку тĕсĕнче пирĕн хĕрарăмсем пĕрремĕш хут пьедестал çине хăпарса курчĕç.

Алексей Волков, Евгений Устюгов, Дмитрий Малышко, Антон Шипулин биатлонистсем эстафетăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Арçынсен команди 1988 çултанпа «ылтăн» илмен!

Хĕллехи вăйăсен юлашки кунĕнче 50 километрлă дистанцие парăнтарса пьедесталăн виçĕ картлашкине те Раççей спортсменĕсем йышăнни те историре халĕччен пулман! Чăннипех те савăнтарчĕç! Александр Легков, Максим Вылегжанин тата Илья Черноусов финиша пĕрин хыççăн тепри çитсе тĕлĕнтерчĕç.

Халĕччен шорт-трек мĕн иккенне лайăх пĕлмен пулсан малашне нихăçан та манса каймăпăр. Йăрă спортсмен Виктор Ан пĕтĕм кураканăн чун-чĕрине тыткăнларĕ. Вăл пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине виçĕ хутчен хăпарчĕ. Виктор 2012 çулччен Корея Республикин чысне хÿтĕленĕ. 2012 çулта Раççей командин йышне кĕнĕ. 2006 çулта Туринра виçĕ ылтăн медаль илнĕ. Çапла майпа Ан Олимп чемпионĕн ятне иккĕмĕш хут тивĕçрĕ.

Раççей скелетонисчĕ Александр Третьяков та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вăл Раççей командин пухмачне тепĕр ылтăн медальпе пуянлатрĕ. Спортăн çак тĕсĕнче пирĕн çĕр-шыв спортсменĕсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнакан халĕччен пулман. Ванкуверта вăл «бронзăна» тивĕçнĕччĕ.

Аделина Сотникова та çĕр-шыв историйĕнче пĕрремĕш хут «ылтăн» илчĕ. Унччен маларах спортăн çак тĕсĕнче тупăшса хĕр-хĕрарăм хушшинче пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине никам та хăпарайман.

* * *

Ылтăн медаль çĕнсе илнĕ спортсменсене федераци бюджетĕнчен 4 миллион тенкĕ, «кĕмĕлшĕн» 2,5 миллион тенкĕ, «бронзăшăн» 1,7 миллион тенкĕ уйăрĕç.

Кĕçнерни кун Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев спортсменсене автомобильсем панă çĕре хутшăнчĕ. Паркра 44 шурă урхамах. Ылтăншăн - GL, кĕмĕлшĕн - ML, бронзăшăн - GLK модель «Мерседес-Бенц» автомобильсен уççисене пачĕç.

Аделина Сотникова фигуристка автошкула çырăнма та ĕлкĕрни, çитес вăхăтра экзамен ăнăçлă тытса водитель правине илме пултарасси пирки пĕлтерчĕ. АПШра çуралса ÿснĕ Раççей спортсменĕ Вик Уайлд та парнешĕн питĕ хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Унăн мăшăрĕ те çакнашкалах машинăна тивĕçнĕ. Икĕ автомобильпе мĕн тăвасси пирки хальлĕхе шухăшламан-ха вĕсем. «Пĕрне пирĕншĕн нумай тăрăшнă Аленăн амăшне паратпăр пуль, теприне хамăр валли хăварăпăр», - терĕ çĕнтерÿçĕ.

Кашни автомобилĕн алăкĕпе капочĕ çине Раççей пĕрлештернĕ командин тата фондăн символикине ÿкернĕ. Номер паллисем çинче - автомобиль хуçин ячĕ.

* * *

Пуш уйăхĕн 7-16-мĕшĕсенче Сочире Паралимп вăййисем иртĕç. Унта 45 çĕр-шывран 1650 ытла спортсмен хутшăнĕ.

Ытлари кун Инçет Хĕвел тухăç федераци округĕнче паралимп çулăмне çутрĕç те ĕнтĕ. Раççейри 8 федераци округĕнче 1,5 пин çын çулăм йăтса чупĕ. Эстафета тапхăрĕсенчен пĕри Аслă Британири Сток-Мандевиль хулинче иртĕ. Сток-Мандевиль Паралимп вăййисене пуçарнă çĕр-шыв шутланать.

* * *

Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ 5 кун Сочире пулса килчĕ. Вĕсем Олимп паркĕнче иртнĕ концертсене хутшăннă. Сочи халăхĕ, спорт ăмăртăвĕсене курма килнисемпе хăнасем чăваш халăх юрри-ташшине мĕнле йышăнни кăсăклантарнăран ансамбль ертÿçипе Лилия Прокопьевăпа çыхăнтăмăр.

- Пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Концерт программин йĕркине хатĕрлесе хунăччĕ. Çитнĕ каçхинех сцена çине тухрăмăр. Куракана чăваш халăх юрри-ташши тыткăна илчĕ. Чăтса тăраймарĕç, пирĕнпе пĕрле вĕсем те авкаланма-хуçкаланма пуçларĕç. Халăх тăвăллăн алă çупни, пĕрле савăнни халĕ те куç умĕнчех. Ютран килнĕ хăнасене уйрăмах чăваш костюмĕсем килĕшрĕç, тыта-тыта пăхаççĕ. Кунне 2-3 вырăнта концерт йĕркелерĕмĕр. Олимп паркĕнче кăна мар, ăмăртусем хыççăн та курма килнисене хамăр юрă-ташăпа савăнтартăмăр. Хавхаланса, хаваслă кăмăлпа таврăнтăмăр Сочирен, - кăмăл-туйăмĕпе паллаштарчĕ Лилия Вавиловна.

Фольклорпа эстрада ансамблĕн артисчĕсен аккредитаци пулманран пĕр-пĕр ăмăртăва кĕрсе курма май килмен. Концертсене хутшăннă май Сочипе паллашма та вăхăт юлман. Хула, Олимп обьекчĕсене çитсе курма пĕр кун уйăрнă. Артистсем хаваспах канатпа ярăннă, уçăлса çÿренĕ. Çав вăхăтра хăшĕ-пĕри аякран та пулин ăмăрту та курайнă.

Сочирен тулли кăмăлпа таврăннă ушкăн тепĕр 4 çултан Корейăна каяс шухăш-ĕмĕтлĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.