Комментари хушас

1 Пуш, 2014

Çĕнтерес пултарулăх ăна юн шайĕнче куçнă

Совет тата Раççей спорт историйĕнче кун пекки пулманччĕ-ха - пирĕн çĕр-шыври пĕччен ярăнакан хĕрарăм фигуристсенчен ку таранччен никам та ылтăн медаль çĕнсе илмен. Историе çĕнĕ варкăш вĕртсе кĕртекенни вара 17 çулти хĕр пĕрчи Аделина Сотникова пулчĕ. Вăл, Чăваш Енри Улатăр районĕнче çуралнă Александр Кочетовăн мăнукĕн ачи, хăй пуринчен те маттурри, харсăрри, пултарулли пулнине тĕнче умĕнче ĕнентерме пултарчĕ. Çапла Аделина Сотникова Олимп чемпионкин титулне тивĕçрĕ.

Улатăр Аделинăна ас тăвать

...Çак фигуристка пăр арени çине тухсан Улатăрсем сенкер экран çумне çыпăçсах ларнине калама кирлех-ши? “Ав пирĕнни еплерех кастарать!” - тĕкнĕ вĕсем чавсисемпе пĕр-пĕрне. Комментатор пĕтĕмлетÿллĕ балсене пĕлтериччен ĕмĕр иртнĕ евĕр туйăннă ахăр...

Чиперкке Аделина пирки Улатăрсем “пирĕн” тесе ахальтен каламаççĕ. Ентеш вĕт çапах та - кунта унăн мăн кукашшĕ, Совет Союзĕн Георйĕ Александр Кочетов çуралнă. Кунтанах вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Çĕнтерÿпе те кунтах таврăннă. Чăн та, вăрçă ветеранĕ пурнăçран тахçанах уйрăлнă. Анчах паттăр ячĕ - вилĕмсĕр. Паян Чăваш Енри нумай урам тата вĕренÿ заведенийĕ Кочетов ячĕпе хисепленет.

- Кочетовсен ачисем тахçанах куçса кайнă. Аделина кукамăшĕ вара Сергиев Посад хулинче пурăнать, - пĕлтереççĕ Улатăрсем. - Аделина мăн кукашшĕне хывнине çирĕплетсех калама пулать: ав мĕнле паттăрлăхпа палăрчĕ вăл! Александр Кочетов вăрçа истребитель-летчик пулса хутшăннă. Тăшманăн 34 самолетне персе антарнă вăл, çапăçу тÿпине 488 хут вĕçсе хăпарнă. Аделина вара Олимпиадăра “ылтăн” çĕнсе илчĕ!

Улатăрта Кочетовсен, апла, Аделина Сотниковăн та, тăванĕсем паян та пурăнаççĕ: Анатолий Николаевич тата Любовь Александровна Федотовсем.

- Ман шухăшпа, Аделина Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ тĕлне маншăн, ывăлăмшăн Алексейшĕн тата Раççей пур арçыннишĕн тĕлĕнмелле пысăк парне турĕ, - тет Анатолий Федотов.

- Вăл халĕ хăй те тăна кĕрсе пĕтеймен-ха, мĕн “туса хунине” те ăнланса çитереймест-тĕр... Ыран - аттен ас тăвăм кунĕ. Вăл вара çакăн пек парнепе савăнтарчĕ, маттур. Тĕрĕссипе, вăл ача чухнех çакăн пекчĕ... йăлт хăй тума тăрăшатчĕ... çине тăма пĕлетчĕ... Тепĕр тесен, унăн камран тĕслĕх илмелли пур, - тет Аделина кукамăшĕ Адель Кочетова.

Олимп пулас чемпионкин кăмăлĕ мĕнле çирĕпленсе пынине те вăлах каласа кăтартнă.

- Мăнукăм тĕлĕнмелле çирĕп кăмăллă, чăтăмлă. Ас тăватăп-ха унпа, пĕчĕкскерпе, метрора пыратпăр. Вăл тĕлĕрет. Кирлĕ чарăнăва çитетпĕр те, ак хайхи, сиксе тăрать те хăех утать. Çак çулти ытти шăпăрлан пек кутăнлашмасть, макăрмасть, алла илме ыйтмасть... Аделина пăр çинче илемлĕ хусканусем туса ярăнма питĕ кăмăллать. Пĕтĕм вăхăт унтах иртет унăн. Çĕнĕ çулта пире савăнтарассишĕн пăр çине тухрĕ. Тепĕр чух шелленипе кăшт та пулин канма ыйтсан: “Мана никам та хистемест, манăн хамăн ярăнас килет, унсăр пултараймастăп эпĕ”, - тет.

Сăмах май, Улатăр темиçе урамне Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн ятне панă. Олимп чемпионкин Аделина Сотниковăн хăйне ятăн урам пулĕ-ши?

“Хама королева пек туйрăм!”

...Икĕ кун. Икĕ кун туйăмсем хуранри пек вĕрерĕç... Пĕрремĕш кун вăй питти арçынсем, финсене парăннăскерсем, никама куçран пăхма хăяймасăр саланчĕç. Куракансем вара куççуль тинĕсĕнче путрĕç. Йăлт пĕтнĕ, арканнă пек туйăнчĕ çак кун. Туйăмсем те, ĕмĕтсем те, Олимпиада та... Пусăрăнчăк кăмăл илемлĕ хĕрсен черченкĕ хулпуççийĕсем çине ÿкрĕ...

“Хоккейшăн та хуравларĕ!” Социаллă сетьсенчи комментарисенче Аделина Сотниковăн телейпе тулнă сăн ÿкерчĕкĕ айне çапла çыра-çыра хураççĕ. Чăн та, мĕнлерех хуравларĕ-ха тата!

Çĕнтерÿ хыççăн Аделина Сотникова журналистсен умĕнче кăмăл-туйăмне ирĕке янă.

- Вăй пухмашкăн манăн хама королева пек туймалла. Хама шăпах кунта çапла туйрăм та! - йăл куллине парнеленĕ хĕр пухăннисене. Хăйĕнче “çĕнĕ Аделина” çуралнине те пытарман чемпионка.

- Пăр çине тухсанах хам текех ярăнмасăр пурăнма пултарайманнине ăнланса илтĕм. Халĕ вара çакна ĕнентерме те пултартăм. Малтанхи Аделинăран çине тăрасси тата тĕллев патне ниме пăхмасăр талпăнасси, темĕнле вăй юлчĕ. Халĕ эпĕ, ун чухнехипе танлаштарсан, урăхларах Аделина. Манра темĕн çĕнни вăранчĕ. Ку лайăх паллах. Йăл куллăм кăна - малтанхиех...

Аделина Сотникова çавăн пекех Олимпиадăри çĕнтерĕве Раççей чемпионатĕнчипе танлаштарнă.

- Чемпионатра пĕрремĕш хут выляса илсен ун чухне те малтанах ĕненмерĕм. Паянхи пекех. Малашлăх планĕсем те çукчĕ-ха ун чухне. Акă 2010 çулта хĕрсене Олимпиадăна суйлама пуçларĕç. Манăн та Вăйăсене хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Унта лекесси хăех - пысăк ĕмĕтчĕ, çĕнтересси вара - фантастика шайĕнчен!

Юлия Липницкая тавра çуралнă шăв-шава хăлхана чикменнине палăртнă фигуристка.

- Нимĕн те вулас-итлес мар тесе тăрăшатăп. Маншăн эпĕ хам кăна пур, хампа кăна кĕрешетĕп. Команда турнирне хутшăнманнине пула хама каларăм: “Пĕччен ярăнса медале тивĕçетĕпех”.

Ĕмĕтре “ылтăн” çапах та пулнине пытарман чемпионка. Хăйшĕн пăшăрханнисене пурне те тав тунă. Çавăн пекех хăйĕн пур тренерне, наставникне, хореографне палăртнă.

- Тĕрĕссипе, пĕтĕм чун-чĕререн турра тав тăватăп, вăл мана паян чемпионка пулма пулăшрĕ. Эпĕ ăна питĕ ĕненетĕп. Манăн çитĕнÿ - унăн ĕçĕ! - палăртнă Сотникова.

Танлаштарса пăхар-ха

Олимпиада тавра шăв-шав часах лăпланмĕ-ха /тен, кĕç-вĕç пуçланмалли Паралимпиада тимлĕхе туртса илĕ?/. Интернет тĕнчи тÿрех кĕрлеме пуçларĕ: мĕншĕн - Сотникова? Судьясем, ахăртнех, ăна балсем хушса пачĕç... Ытларах, паллах, Анăç чăрсăрланчĕ. Çав хушăрах, тĕлĕнмелле те, хамăрăннисем те кĕвĕçĕвне ниçта чикеймерĕç. Конкуренткинчен çÿлерех сикрĕ-и? Мĕнех вара? Вĕсем мĕн, пăр çине сикме тухаççĕ-им?

Тĕпелте пăхса ларса хак пама çăмăл. Специалистсене сăмах парар-ха. /Тепĕр тесен, судьясем балсен пуххине пĕлтернĕ хыççăнах Аделина Сотниковăпа Ким Ен А ярăннине танлаштарса кăтартрĕç. Пирĕн ентешĕн программи кăткăсрах пулни специалист комментарийĕсĕрех аван курăнчĕ/.

Адам Лейб /АПШ тренерĕ/ “Нью-Йорк Таймс” хаçата панă интервьюра икĕ спортсменка ярăннине танлаштарса çапла каланă:

- Сотникова иккĕллĕ сикес енĕпе чи кăткăс комбинаци суйласа илнĕ. Вăл çÿллĕрех сикрĕ тата сывлăшра ытларах тытăнса тăчĕ. Çакăншăн ăна 10% хушса пачĕç. Ким Ен А вара чи çăмăллине суйланă. Сотниковăн тепĕр икĕ элеменчĕ кăткăслăх енĕпе тăваттăмĕш шайриччĕ, Кимăн - виççĕмĕш. Çак енсемпе выляса ячĕ те Ким Сотниковăна. Вырăс спортсменки вăр-варлăхĕпе, хăвăртлăхĕпе пысăк хака тивĕçрĕ.

Виталий Мутко, РФ спорт министрĕ:

- Ку медале кĕтменччĕ! Аделина чи çивĕч хĕрÿ тупăшура çĕнтерчĕ, маттур! Команда турнире лекейменнишĕн Аделина питĕ пăшăрханнине пĕлетĕп. Анчах та вăл акă пĕччен ярăнса чи пысăк кăтартупа палăрчĕ.

Татьяна Тарасова, тренер:

- Аделина пĕрремĕш хут çакăн пек ярăнчĕ! Вăл хăйне хăй çĕнтерчĕ. Ăна командăна кĕртмерĕç, вăл Мускавра пĕчченех юлчĕ. Ку - йывăр тĕрĕслев. Вăл çапах та йывăрлăха парăнмарĕ.

Пĕрремĕш хут чуп тумасть...

Çак кунсенче Олимп чемпионĕсем Раççей Президенчĕпе Путинпа тĕл пулчĕç. Çĕр-шыв ертÿçи çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ наградăпа хавхалантарчĕ. Аделина Сотниковăна В.Путин Туслăх орденĕпе чысларĕ. Халĕ чемпион титулĕсĕр тата орденсăр пуçне спортсменка пухмачĕнче - “РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ” хисеплĕ ят та пур.

...- Иртĕр, иртĕр, - чĕнет чемпионсене Раççей наци комитечĕн ертÿçи Александр Жуков. - Шампански тытăр!

Сочире иртнĕ Олимпиада чемпионĕсемпе призерĕсем, тин кăна патшалăх наградисене тивĕçнĕскерсем, хăйсене çирĕп тыткалама тăрăшаççĕ пулин те пăлханнине пытараймаççĕ. “Атте ячĕпе мар, “эсир” тесе чĕннине те ниепле те хăнăхаймастăп”, - тет Юлия Липницкая. Альберт Демченко орденне ниçта хума пĕлмест. Антон Шипулин та медальсĕрех. “Мĕншĕн - медальсĕр? Акă вăл, - туртса кăларать хайхине кĕсйинчен. - Çакса ярасшăнччĕ те, сăпайсăр пек туйăнчĕ...” Çак вăхăтра спортсменсемпе тренерсене пурте пĕрле сăн ÿкерĕнме чĕнчĕç. Фигуристкăсене варрине тăратрĕç, биатлонистсем урайнех ларчĕç. Виктор Ана, ыттисен çурăмĕ хыçне пытанма хăтланнăскерне, мала тĕксе кăларчĕç.

Кăшт пушансан Аделина Сотниковăпа калаçса илтĕмĕр.

- Çĕнтернине пĕлсен макăрса янине пурте куртăмăр...

- Манпа ку - пĕрремĕш хут! Эпĕ ку старт патне питĕ вăрах пытăм. Икĕ çул хама алла илеймерĕм. Психологи тĕлĕшĕнчен кăткăслăхсем сиксе тухрĕç. Шăпах Олимпиадăра вăя тĕрĕс çулпа яма пултартăм.

- Президент орден панă чух сире чуп тумасăр чăтаймарĕ...

- Вăл мана пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ чуп тăвать! 2009 çулта пулнăччĕ кун пекки! Ун чухне Спартакиада хыççăн çакăн евĕр тĕл пулу иртнĕччĕ. Эпĕ Президентпа сăн ÿкерĕнмешкĕн ирĕк ыйтрăм. Килĕшрĕç. Вăт çавăн чухне чуп турĕ те вăл мана! Мĕн тери телейлĕ туйнăччĕ эпĕ хама! - Аделина савăннипе ташша яманни кăна. - Вăл мана ас тунă пек туйăнать.

- Сирĕн, апла, Президентпа лайăх хутшăнусем йĕркеленеççĕ...

- Çапла-тăр, - кулать Сотникова.

- Паян мĕн туйрăр?

- Чĕре кĕçех тухса таратчĕ. Президента пĕрремĕш кăна курмастăп ĕнтĕ, çапах та питĕ пăлхантăм.

ХУШСА ÇЫРНИ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕр-шыври журналистсемпе калаçнă май хăй Аделина Сотниковăна ас тунине кăна мар, пилĕк çул каялла мĕн калаçнине те манманнине пĕлтерчĕ: “Вăл ун чухнех мана хăй пилĕк çултан Олимп чемпионки пулассине каланăччĕ. Сăмахне тытрĕ...”

“Комсомольская правда”, “Спорт-экспресс.ру”, “Советский спорт” материалĕсем тăрăх Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.