Комментари хушас

Çамрăксем шкула ĕçлеме каясшăн мар. «Пиçсе» çитнĕ çак ыйтăва ахальтен мар Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй хускатрĕ, паян-ыран алла диплом илес учительсемпе тата тин кăна вĕрентÿ ĕçне пикеннисемпе тĕл пулчĕ. Кун пирки «ЧХ» иртнĕ номерĕнче тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Шупашкарти Çĕньял шкулĕнче иккĕмĕш çул ĕçлекен Оксана Ильина ĕç условийĕсем тивĕçтерменни пирки калаçу пуçарчĕ тĕл пулура. Акăлчан чĕлхи вĕрентекенскерĕн линолеум хăмапа усă курма тивет, унта вара пурă та йĕркеллĕ çырмасть.

20 çул каялла шкулта вĕренни аса килчĕ. Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнчи акăлчан чĕлхи пÿлĕмĕ «районта чи лайăххи» ята тивĕçнĕччĕ. Учитель урокра темĕн тĕрлĕ технологипе усă куратчĕ. Хальхи ĕмĕрте вĕсемсĕр ĕçлеме май та çук пек туйăнать... «Пурлăх никĕсĕ тĕлĕшпе Çĕньял шкулĕ чăнах та йывăр лару-тăрура-ши?» - çак ыйту кăсăклантарни çула тухма хистерĕ.

Ырă сăмах каламарĕç

Шупашкарти «Аэропорт» чарăнăвĕнче Çĕньяла çитме автобус кĕтнĕ май çамрăк хĕрарăмпа калаçу пуçартăм. 4-5 çулти хĕр пĕрчипеччĕ вăл. Сăмах шкул çине куçрĕ. «Манăн шăллăм 9-мĕш класс хыççăн хулана вĕренме килчĕ. Халĕ 10-мĕш класра 3 ача тăрса юлчĕ, 13-шĕ шкултан кайрĕç. Учительсем ачасене экзамен тытаймассипе хăратаççĕ, кÿрентереççĕ. Тĕпренчĕкĕме çав шкула ярас килмест, хуланах вырнаçтарма тăрăшăп», - терĕ çулташ. Автобус килчĕ те, сăмах вĕçне-хĕрне тухаймарăмăр.

Çĕньялта тепĕр хĕрарăмран çул кăтартма ыйтрăм, мĕн çăмăлпа çÿренине те пĕлтертĕм. «Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕншĕн Шупашкара илсе çÿренине те тĕпчĕр», - тĕлĕнтерчĕ çав хĕрарăм.

Фойере никам та çук, вахтер постне те асăрхамарăм. Урок вăхăчĕ. Коридор тăрăх пушмак кĕллипе шаклаттарса утсан та пĕрремĕш хутра мана чĕрĕ пĕр чун та асăрхамарĕ. Шкулне йăтса тухса кайсан та сисмĕç кусем...

Чи лайăх шкулсенчен пĕри

Иккĕмĕш хута хăпартăм, тăхтавччен вулавăша кĕме шухăшланăччĕ те - алăкĕ питĕрĕнчĕк. Кивĕ, хăш-пĕр çĕрте пуш-пушă, тепĕр çĕрте «Здравствуй, зима!» тесе çырнă стендсене пăхса çÿрерĕм. Шкул тăрри юрăхсăра тухнă пулас - стенасем тăрăх шыв аннă... Коридор тепĕр вĕçĕнче тăватă арçынна курах кайрăм. Кур-ха: çынсем те пур иккен кунта! Шкул директорĕн çумĕ Николай Эшмеев Шупашкар район администраци пуçлăхне Георгий Егорова, информатизаципе компьютеризаци уйрăмĕн ертÿçине Дмитрий Жаворонкина, ял тăрăх администраци ертÿçине Евгений Зубкова темĕн ăнлантарать, кăтартать. Пырса сывлăх сунтăм. «Районти чи лайăх шкулсенчен пĕринче эсир. Физкультура урокĕнче пултăмăр, ачасем авă йĕлтĕрпе ярăнаççĕ. Пушар хăрушсăрлăх енĕпе те кунта ĕçе лайăх тытса пыраççĕ...» - палăртрĕ район администраци ертÿçи.

Акăлчан чĕлхи пÿлĕмĕнче

Шăнкăрав хыççăн акăлчан чĕлхи пÿлĕмĕн алăкĕ яри уçăлсан куç тÿрех класри хăмана хакларĕ. Кивĕ шкулсенче кун пеккине куркаланă-ха. Тÿрех пурă ярса илтĕм те хăмана шуратма пикентĕм. Йĕркеллех çырать-çке... «Хăюллă эсир, Республика ертÿçи умĕнче хăвăр ыйтăва уççăнах пĕлтертĕр», - сăмах пуçартăмăр Оксана Ильинапа.

- Мĕнрен хăрамалла манăн? Эпĕ нимĕн япăххи те туман-çке... Эпĕ кунта иккĕмĕш çул ĕнтĕ. Килнĕренпех хăма улăштарма, класра юсав ĕçĕсем ирттерме ыйтатăп. Проектор та кунсеренех кирлĕ урокра. Ытти учительтен ыйтмалла терĕç... Хатĕре ачасем ăнсăртран ÿкермелле мар вырнаçтармалла, унпа аппаланса вăхăт иртет. Тата халĕ проектора мачча çумне çирĕплетсе хураççĕ те ăна пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарма май та çук. Пĕр вăхăт эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси шкулĕнче ĕçленĕччĕ, унта условисем чылай лайăхрахчĕ, - уçăмлатать Етĕрне районĕнчи Кăкшăмра çуралса ÿснĕ пике.

- Пурă чиперех çырать-çке, - хăма ыйтăвĕ çав-çавах канăç памарĕ мана.

- Хальхинче лайăххисем лекрĕç пулас...

Кĕçĕн класра

Çĕньял шкулĕнче пурĕ - 19 учитель, вĕсенчен 4-шĕ çамрăксем, тивĕçлĕ канурисем - 3-ĕн. Пĕрремĕш классене Алена Сергеевăна, пĕлтĕр кăна диплом илнĕскере, шанса панă. Унпа та паллашрăмăр. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Березовкăран. Ĕç вырăнĕ хăйне йăлтах тивĕçтернине палăртать хĕр. Пĕлтĕр кăна шкула «Вĕренÿ» наци программипе килĕшÿллĕн çĕнĕ технологисен икĕ комплекчĕ çитнĕ. Алена Олеговнăн класĕнче проектор та пур, хăма та линолеумран мар. Интернет çукки кăна пăшăрхантарать пикене.

Çамрăксене хавхалантармаллах

Ольга Васильева та профессири пĕрремĕш утăмĕсене Çĕньял шкулĕнче пуçланă, биологи вĕрентет, çав вăхăтрах - социаллă педагог. 10-мĕш класпа ĕçлетчĕ вăл. Парта хушшинче - виçĕ вĕренекен çеç. /»Чарăнура тăнă леш хĕрарăм тĕрĕсех каланă-çке», - мĕлтлетрĕ шухăш/. Класра электрон хăмапа усă кураççĕ, унта пурăпа мар, маркерпа çыраççĕ. Пирĕн вăхăтра унашкалли пулман та, экран çине урок теми те, ÿкерчĕк те тухса тăнине курса тĕлĕнтĕм.

Пĕр шкултах çамрăк вĕрентекенсем валли - тĕрлĕ услови... Шкул директорĕн çумĕпе Николай Эшмеевпа калаçу пуçартăмăр.

- Виçĕ класра кăна киввине улăштарма ĕлкĕреймен. Çĕннисене туянса хунă ĕнтĕ, вырнаçтармалли кăна юлнă. Йăлтах харăс туянма укçа-тенкĕ çитмест. Сăмахран, географи, истори карттисем кирлĕ пире, мĕн кирлине кăçал та заявка парăпăр. Çапах та çулсеренех пурлăх никĕсне тĕреклетме тăрăшатпăр, - палăртрĕ директор çумĕ.

Çамрăксене коллектив хапăлласа йышăннине, вĕсене хавхалантарма район бюджетĕнчен шалу çумне кашни уйăхрах 1,5 пин тенкĕ хушса тÿленине, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн черете тăратнине те палăртрĕ вăл.

Çамрăк учительсемпе калаçнă май вĕсем пурте Шупашкарта хваттер тара илсе пурăннине пĕлтĕм.

- Çул çÿремешкĕн кунне 60 тенкĕ кирлĕ, - шутласах кăтартрĕ Ольга Васильева биолог. «Республикăри вĕрентекенĕн вăтам шалăвĕ 20 пин тенке çывхарать», - теççĕ-ха, анчах та тин кăна шкула ура ярса пуснисем çак укçана тĕлĕкре кăна кураççĕ пулĕ.

Ĕçри вак-тĕвеке татса парайманшăн специалиста çухатасран шикленмеççĕ-ши ку шкулта? Шкул çамрăксене илĕртменнин сăлтавĕсене Республика Пуçлăхĕ хăй тĕпченĕ вăхăтра кадр ыйтăвне çивĕчлетес марччĕ Çĕньялсен.

Юлашкинчен калани. «Юнашарах шкул пур çĕртех ачасем мĕншĕн хулана çÿренине те тĕпчĕр», - тенĕрен ку ыйтупа та кăсăклантăм. Ялти ача садĕнчен пĕлтĕр 19 пепке тухнă, Çĕньял шкулне 11-ĕн пынă, 5-шĕ хулана кайнă. «Хăшĕ-пĕри пирĕн ялта пропискăра тăрать, хăйсем хулара пурăнаççĕ. Ачисене Шупашкара садике вырнаçтарайман пирки кунта çÿрерĕç, вĕренме хуланах таврăнчĕç», - сăлтавне уçăмлатрĕ Александр Захаров директор.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.