Archive - 2015 - Хыпар

февраль 20th

20 Нарăс, 2015

«Пĕрлĕх туйăмĕ пурри – пысăк телей»

Станьялсен çемйипе тĕл пулма эрне маларах калаçса татăлнăччĕ. Палăртнă кун тĕлне кил хуçи арăмĕнчен пуçласа пилĕк уйăхри мăнукĕ таран чирлесе ÿкессе кам шухăшланă? Лару-тăрăва хам куçпа курнă хыççăн каçару ыйтса тухса кăна каймаллаччĕ ĕнтĕ. Виталий Петровичăн ырă кăмăлĕ тытса чарчĕ. Сасси тытăннине пăхмасăрах алăк уратинчен тĕпеле ирттерчĕ. Корреспондента шăнкăравласа «ан кил» тесе каламаншăн виçĕ кун хăйне «тылланă» мăшăрне ÿкĕте кĕртрĕ.

20 Нарăс, 2015

Кăçал çĕрулми ытларах туса илессе шанатăп»

Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти "Николаевский” суту-илÿ çуртĕнче регионсен хушшинчи "Çĕрулми-2015" VII отрасль куравĕ иртрĕ.

20 Нарăс, 2015

Асăмрах Казахстан, Тургай тăрăхĕ

Мана Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе стройбатра пурнăçлама тÿрĕ килчĕ. Май уйăхĕн хĕвеллĕ те ăшă кунĕсенче Оренбург çеçенхирĕпе чылай кайнă хыççăн пуйăс пире Орск хулине илсе çитерчĕ. Кунта виçĕ эрнене яхăн плац тăрăх илемлĕ утма хăнăхрăмăр, присяга тытрăмăр.

20 Нарăс, 2015

Ивано-Франковск «хĕвелĕ» икĕ тĕслĕччĕ

Çар ретне тăнă чăваш каччи служба тивĕçне тĕплĕ пурнăçланипе мĕн ĕлĕкех палăрса тăнă. Командирсем кун пирки уççăнах каланă.

20 Нарăс, 2015

Олег ЦЫПЛЕНКОВ: Чăваш ятне ярас марччĕ

Тĕлĕнмелле пултаруллă та хастар çын вăл - чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ /президенчĕ/, ЧР Кинематографистсен союзĕн ертÿçи Олег ЦЫПЛЕНКОВ.

20 Нарăс, 2015

Раниф Вахитов: «Чăвашсем мана пуçана теççĕ»

«Тăвăллă чунлă тутар ачи,
Чăвашла юр юрлать çĕкленсе.
Çилçунатлă чупать катаччи
Ун чĕри, хĕвелпе хĕмленсе.
Юрлать Раниф, юрлать чăваш юрри.

20 Нарăс, 2015

Урăлăх тата сывлăх - чи кирли

Эпĕ тахçан урăлăхшăн кĕрешекенсен пĕрлĕх членĕччĕ. Çак организаци шăпи еплерех-ши? Саланса кайман-и вăл?

А.ФЕДОТОВ.

Шупашкар хули.

Пĕтĕм Союзри урăлăхшăн кĕрешекен ирĕклĕ обществăн Чăваш Республикинчи организацийĕ - общество пĕрлĕхĕ, унăн тĕллевĕ урă пурнăç йĕркине çирĕплетме, ĕçкĕçсемпе кĕрешме пулăшасси шутланнă.

20 Нарăс, 2015

Улпутсен çурчĕсем илем кÿреççĕ хулана

Тĕп хулара авалхи çуртсене сыхласа хăварма май килнине, манăн шухăшăмпа, ырламалла кăна. Питĕ хăйнеевĕрлĕ вĕсем, Шупашкар сăн-сăпатне пуянлатаççĕ кăна. Ыйтăвăм çапларах манăн: Зелейщиковăн, Соловцевăн, Ефремовăн пулнă çуртсене миçемĕш çулта лартнă?

В.АТАМОВ.

Муркаш районĕ.

Pages