Комментари хушас

20 Нарăс, 2015

Асăмрах Казахстан, Тургай тăрăхĕ

Мана Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе стройбатра пурнăçлама тÿрĕ килчĕ. Май уйăхĕн хĕвеллĕ те ăшă кунĕсенче Оренбург çеçенхирĕпе чылай кайнă хыççăн пуйăс пире Орск хулине илсе çитерчĕ. Кунта виçĕ эрнене яхăн плац тăрăх илемлĕ утма хăнăхрăмăр, присяга тытрăмăр.

Унтан çул Казахстан еннелле выртрĕ. Икĕ çул Тургай облаçĕнчи Державинск çар хулинче тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. Башньăллă кран валли вырăн хатĕрленĕ чухне киркка, кĕреçе, лум, наçилкка алăран каймарĕ. Казахстан çĕрĕ Чăваш Енри пек мар, лум та илеймест, тĕпренет кăна. Шăрăха чылайăшĕ чăтаймастчĕ. Организмран тарпа нумай шыв çухатнă хăшĕ-пĕри халран каятчĕ, утнă çĕртех ÿкетчĕ.

Каярахпа объект хуралне лекрĕм. Каçхи сменăра çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмастăмăр. Чи пысăк яваплăха ракетчиксен зонинче трансформатор подстанцине тунă чухне туйрăм. Пĕррехинче, каçкÿлĕм, чаç командирĕ пирĕн отделение пухрĕ те çапла ыйтрĕ: «Салтаксем, сирĕн хушăра кирпĕч хума пĕлекенсем пур-и?» Темиçе çеккунт иртрĕ, анчах пĕри те сăмах чĕнмерĕ.

- Хăть çурăлса кайăр, объекта сирĕн палăртнă вăхăтчен тумаллах, - терĕ малалла командир. Подстанци стратеги пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантăм.

Эпĕ вара чăтаймарăм, отделение çăлма шухăшларăм. Пĕр утăм малалла стройран тухрăм та: «Пур унпек салтак» - тесе пĕлтертĕм.

- Маттур! - мухтарĕ вăл мана. - Эсĕ тĕп каменщик пулатăн, ыттисене вĕрентетĕн.

Пысăк яваплăха хам çине илнĕрен, çав вăхăтрах пĕли-пĕлми «ăста» пулнăран мĕншĕн теветкеллентĕм-ха тесе шухăша путрăм. Çар ретне тăриччен килти мунча кăмакине темиçе хут сÿтсе-купаласа курнă ĕнтĕ, анчах çурт хăпартма тÿр килмен. Кунта, çитменнине, выльăх вити е сарай та мар, çар объекчĕ тумалла! Шкулта черчение юратнăран çурт-йĕр схемине ăнкаратăп-ха ĕнтĕ. Ку кăштах пулăшать, анчах мĕнрен тытăнмалла, пĕр йăнăшмасăр епле ĕçлемелле? Паллах, çакă шиклентерчĕ мана.

Ĕçе йăпăр-япăр пуçăнаймасса салхуллă сăн-питрен салтаксем сисрĕç те мана хăртма тытăнчĕç. «Хăвăр мĕншĕн килĕшмерĕр?» - тесен лăпланчĕç. Хамăр тĕллĕн тертленсе вĕренсен икĕ-виçĕ эрнерен стена хăпарма тытăнчĕ.

Трансформатор подстанцине палăртнă вăхăтченех туса пĕтертĕмĕр. Рота командирĕ пыра-пыра пăхатчĕ, ĕç мĕнле пынипе кăсăкланатчĕ. Пире хавхалантарас тĕллевпе: «Маттур, салтаксем, маттур», - тетчĕ. Чи кăткăс вырăнсене хам тăраттăм, виçĕ ретлĕ карниса та йĕркеллĕ кăлартăмăр.

Юлашкинчен комисси йышăнма килчĕ. Урлă та пирлĕ виçрĕ, пахаларĕ, кашни кĕтесе тĕрĕслерĕ.

Хушнă ĕçе тĕплĕ те ăнăçлă пурнăçланăшăн «Социализм ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа чысларĕç. Çак награда мана пенси çулне çитсен «Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илме пулăшрĕ. Кирпĕч хума пĕлни ĕмĕр тăршшĕпех кирлĕ пулчĕ. Дачăра пушшех те.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.