«Пĕрлĕх туйăмĕ пурри – пысăк телей»

20 Нарăс, 2015

Станьялсен çемйипе тĕл пулма эрне маларах калаçса татăлнăччĕ. Палăртнă кун тĕлне кил хуçи арăмĕнчен пуçласа пилĕк уйăхри мăнукĕ таран чирлесе ÿкессе кам шухăшланă? Лару-тăрăва хам куçпа курнă хыççăн каçару ыйтса тухса кăна каймаллаччĕ ĕнтĕ. Виталий Петровичăн ырă кăмăлĕ тытса чарчĕ. Сасси тытăннине пăхмасăрах алăк уратинчен тĕпеле ирттерчĕ. Корреспондента шăнкăравласа «ан кил» тесе каламаншăн виçĕ кун хăйне «тылланă» мăшăрне ÿкĕте кĕртрĕ.

Чăвашра Виталий Петрович Станьяла пĕлмен çын çуках-тăр. Паллă чăваш ăсчахĕпе юнашар кам ĕмĕр ĕмĕрленине тахçанах пĕлес килетчĕ. Акă вăл Йĕпреç районĕнчи Смычка поселокĕнчи Судаковсен кил-йышĕнчен тухнă Зоя Петровна. Шăпа пĕр-пĕрин патне мĕнлерех çавăрса çитернĕ вĕсене?

Вăрçă ачисен ăрăвĕ

- Станьялпа пĕрле вĕреннĕ Людмила Бородова паллаштарнă пире. Вăл наградăсен уйрăмĕнче ĕçленĕ. Эпĕ парти обкомĕн консультантĕнче. Хисеп хучĕсене, грамотăсене вырăсла та, чăвашла та çырмаллаччĕ. Люда тĕрĕсех çырнă-ши тесе вăл вăхăтра «Коммунизм ялавĕнче» ĕçленĕ Виталий Петровичпа канашлатчĕ. Унра мĕн тыткăнланă-и? Темшĕн вăл мана Федор пиччене аса илтеретчĕ. Çавнашкалах куçлăхпа, йăм хура çÿçлĕ, туртмасть-ĕçмест, хăйне мăнна хумасть. Пĕр кунта сăнамалли япаласем мар кусем. Паллашнăранпа 5 çула кайсан çеç пĕрлешнĕ эпир. Вăл 36 çултаччĕ, эпĕ - 34-ра.

Витали амăшĕ, Елизавета Лукияновна, ырă та çирĕп хĕрарăмччĕ. Ытлашши калаçмастчĕ. Пирĕн хушша-хуппа нихăçан та кĕмен. Ялан пулăшма тăрăшатчĕ. Ялтан вăрман витĕр тухса килнĕ чух хваттере пĕрмаях чечек çыххипе килсе кĕретчĕ. Çурăмĕ хыçĕнче кутамкка, аллинче - чечек. Сĕт-турăх, çăмарта, кишĕр - пĕтĕмпех йăтатчĕ. Упăшки вăрçăра вилнĕ унăн. 4 ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Пире те ача пăхса пулăшнă.

Виталипе вăрçă хыççăнхи пурнăç çинчен калаçса кайсан пĕррехинче эпĕ çапла каланăччĕ:

- Эсир хула çывăхĕнче пурăннă, сире çăмăлрах пулнă.

- Çук, - тет. - Пире тата йывăртарах пулнă, санăн аçу пулнă.

Пирĕн атте вăрçа кайнă чух эпĕ хырăмра юлнă. Атте çав тери хытă аманса таврăннă. Пĕр енчи аяк пĕрчи пачах çукчĕ унăн - шăтăк тăратчĕ. Анне ăна уйрăм пăхнă, саккăрмĕш ача вырăнĕнче тетчĕ. Вырăнпа выртатчĕ. Хăйне панă пашалăва вăрттăн пире çитеретчĕ. Кайран çеç, çулсем иртнĕçемĕн, çÿреме пуçласан почтăра ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕррехинче çул çинче атте 3 тенкĕ тупнă. Çав укçана миçе уйăх усрарĕ-ши? Кам та пулин килсе ыйтасса кĕтсе пурăнчĕ. Чулпа перекене çăкăрпа пер тетчĕ. Атте çумра пулни телеех пулнă ĕнтĕ.

Анне пухура тăрса калаçнă чухне шăна вĕçни илтĕнетчĕ. Питĕ ăслăччĕ. Вĕренмелле, пуçăрсем пулсан пурăнатăр тетчĕ. Пурте тенĕ пекех вĕреннĕ пирĕн. Аслă пичче, Василий, инженер-гидротехник. Вăрçăра калама çук хытă суранланнă. Нимĕçсем ăна вилнĕ тесе тапса хăварнă. Унăн пит вырăнĕнче куçĕсĕр пуçне нимĕн те юлман. Ташкентра госпитальте нумай çул выртнă. Вăрçă хыççăн пуçласа 1949 çулта яла килсе кайнăччĕ вăл. Анне унăн çыхнă питне уçса пăхсан чутах тăнне çухатман. Пире пĕр ачине те çав çыхă айĕнче мĕн пулнине кăтартман. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сăмсине, пит çăмартине, янахне, шăлĕсене «туса çитереççĕ». 1956 çулччен çĕлеççĕ ун питне. Госпитальте сипленнĕ хушăрах институт пĕтерет, ассистентра, преподавательте ĕçлет, наука ĕçĕсем çырать. Узбек ССРĕн шыв хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулнă. Федор пичче химик, Мускаври патшалăх университетĕнче ĕçленĕ, Лиза аппам учитель, парти çынни. Ĕçекенсем, туртакансем пулман пирĕн.

Эпĕ ăна шаннă. Вăл - мана

- Хăвăр ачăрсем патне таврăнар-ха. Ячĕсене мĕне кура суйласа илнĕ?

- Аслин ятне ман аппа çине тăнипе панă. Ульяна Громова паттăрлăхĕ хавхалантарнă, аннен тăван йăмăкĕ те Ульянăччĕ.

Кĕçĕннипе больницăран часах тухайман эпĕ. Çав вăхăтра Витали ача ятне кайса çыртарнă: Эрбина. Пĕр уйăх вĕт ачана чĕнеймесĕр пурăнтăм. Эпĕ Катя хурасшăнччĕ. Майĕпен хăнăхрăм. Халĕ, ав, Эрпинерен лайăхрах ят çук та. Асли физикăпа математика факультечĕ пĕтернĕ, кĕçĕнни - журналистика.

- Станьял тăтăшах студентсемпе фольклор экспедицийĕсенче çÿренĕ. Çитмен çĕр хăварман-тăр. Пĕтĕм кил-çурт, пахча ĕçĕ сирĕн çине тиеннĕ. Мĕнле чăтнă эсир çакна?

- Каймалла-тăк каймалла ĕнтĕ. Программăпа палăртнине пурнăçламаллах. Хам та яваплă ĕçре тăрăшнăран ун пек самантсене лайăх ăнланнă. Ÿпкелешесси, юнтарасси нихăçан та пулман. Ăна ăсатма çемйипех каяттăмăр. Вăл вара кашни чарăнуран тенĕ пек киле çыру вĕçтеретчĕ. «Эпир çавăнта çитрĕмĕр, çавна тăватпăр. Эсир мĕнле?»

Пахчара ĕçлеме ытларах хамăра лекнĕ ĕнтĕ. Виççĕн кăштăртататтăмăр. Хĕрĕмсем ĕçрен ютшăнман. Паян кунчченех хамăрăн пахча тăрантарать пире.

- Пахчи ăçта вара?

- Мăшăрăм çуралнă вырăнта, Шупашкар районĕнчи Станьял ялĕнче. Çерем çĕре уçса пахчаçимĕç туса илнĕ. Мухтар ятлă йытă пурччĕ. Апат çырткаласа илме ларсан хайхи куçран пăхса ларатчĕ. Хуларан илсе килнĕ апата çуррине тенĕ пек ăна çитерсе яраттăм. Çавăн пек самантсенче Виталие ялан калаттăм: «Хăçан сарай пекки те пулин туса лартăпăр-ши? Апат та йĕркеллĕ çиме çук вĕт». Йысна хăйсен пĕчĕк пÿрт пурине парнелесен майлашăнса кайрăмăр. Хăма çумне хăма çапсах мунчине те, нÿхрепне те турăмăр. Çулла халĕ те унтах пурăнатпăр.

- Мăшăрăр çулçÿреврен парнесем илсе килетчĕ-и?

- Кунта тупса илеймен япаласене илсе килетчĕ. Пĕр çулне Киевран конькипе таврăнчĕ. Мĕнле хĕпĕртерĕç ачасем! Тепрехинче ман валли пĕр кутамкка ?!% «Прелесть» текен çÿç сапмалли лак йăтса килчĕ. Çул çинче шакăртаттарса çÿренĕрен пулĕ чылайăшĕн пăкки те тухса ÿкнĕччĕ. Сăмах май, эпĕ яланах лакпа усă курнă. Анчах хам хушмасăрах çавăн чухлĕ лак илсе килни чăннипех тĕлĕнтернĕччĕ. Кĕвĕçÿ-харкашу пулман пирĕн. Эпĕ ăна шаннă. Вăл - мана. Киле сĕм çĕрле таврăннисем те пулнă. Анчах çакă ĕçпе çыхăннине, çапла кирлине эпир ăнланнă. Хваттерте тăтăшах студентсем пулнине те хăнăхса çитнĕ. Вĕсемпе чунне парса ĕçлетчĕ вăл. Виталин ĕç пÿлĕмĕ кĕрлесе тăратчĕ. Кам кăна пулман-ши унта? Туркай, Тарасов, Чиндыков, Семенов, Смолин, Пехил, Абрамов...Тавлашатчĕç, сăвăсем вулатчĕç.

Хамăр часах таврăнайман чухне ачасене садикрен тăвансем, кÿршĕсем илетчĕç. Пĕррехинче çапла Виталие тытăнса тăрасса, ачасене садикрен илме ыйтрăм. Аслине илсе ĕлкĕрнĕ вăл, теприне илме чупнă çĕре садике хупса кайнă. Хуралçă вара никама та курман-илтмен. Упăшка ман пата шăнкăравлать. Эпĕ пĕтĕм ĕçе пăрахса садике чупатăп. Хуралçăран воспитательсем ăçта пурăннине ыйтатăп. «Пĕлместĕп, заводăн çĕнĕ общежитийĕнче мар-ши?» - тет. Витали пĕр еннелле чупать, эпĕ Ульянăпа тепĕр енне. Хуралçă каланă çурта тупатăп: 9 хутлă, кашнинче - 4-шар пÿлĕм. Пĕр алăкран теприне шаккатăп. Куçăмран чарăнми куççуль юхать. Юлашки 9-мĕш хутри пÿлĕме шаккатăп. Эрпине вирхĕнсе тухать. «Эпир çăмарта çирĕмĕр, квас ĕçрĕмĕр», - тет. Воспитателĕсем тин çеç ĕçе пуçăннăскерсемччĕ. Хуралçа каласа хăварма е хут çырса хăварма тавçăрман курăнать.

- Зоя Петровна, эсир ун чухне парти обкомĕнче ĕçленĕ. Ачасене пĕр садике вырнаçтарма май пулман-и вара сирĕн?

- Парти ĕçĕнче тесе хамшăн нихăçан та нимĕн те ыйтман. Пĕртен пĕрре çеç Виталишĕн çине тăни пулнă. Вăл вăхăтра политкунсем иртетчĕç. Манăн тĕлпулăва пир-авăр фабрикине каймаллаччĕ. Хама ярса панă хутсемпе паллашатăп. Ак хайхи, каллех Хусанкайпа Станьял пирки тем те пĕр çырса пĕтернĕ. Чăтаймарăм, агитаципе пропаганда уйрăмĕн инструкторĕнче ĕçленĕ Морозов патне кайрăм: «Виталий Петрович çак сăмахсене тивĕçлĕ-и вара? Тархасшăн, ман умрах пăхса тухăр, шăнкăравлăр, çак страницăсене кăларттарăр» тетĕп. Чăннипех те шăнкăравларĕ, кăларттарчĕ.

- Мĕн çырса пĕтернĕччĕ вара унта?

- Тиркесе, элеклесе, хурласа. Пĕлетĕр ĕнтĕ, Виталий Петрович Чăваш наци конгресне, Иван Яковлев ячĕллĕ пĕрлешĕве, Ваттисен канашне пуçарса яраканĕсенчен пĕри. Такам алăкне те шаккама тивнĕ унăн. Чăваш халăхĕшĕн ырă тăвас тесе тăрăшаканскере ура хуракан нумай пулнă. 80-мĕш çулсене халĕ те йывăррăн аса илетĕп. Хăвăн чи çывăх çынну çинчен вăл таса кăмăлпа тăрăшнине пĕле тăркачах япăх илтесси - пĕрре те çăмăл мар. Хама та, манăн аппана та, Шупашкар парти райкомĕн иккĕмĕш секретарьне, Станьяла чарăр-ха тесе пĕрре мар асăрхаттарнă. Вăл вара кашнинчех «37-мĕш çулсем тахçанах иртнĕ» тесе тавăратчĕ.

Сухаллă - сумлă та хисеплĕ

- Виталий Петрович сухал ÿстерме тытăннине мĕнле йышăнтăр?

- Эй-й, уншăн пайтах вăрçнă. Çывăрса кайсан хам хырса пăрахатăп тени таранах. «Апла ан хăтлан. Эпĕ сăмах панă», - тет. Вĕсен ялĕнче Хравути пуххи текен пысăк уяв иртет. Авалхи йăлапа салтака каякан, качча каякан е пуçласа шкула каякан ваттисенчен пил илет. Çав кун пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен Энтри ваттисем патне пил илме пынă та хытса тăнă. Ман упăшка хайхине:

- Энтрÿш, эсĕ мĕншĕн никамран та пил ыйтмастăн, - тенĕ.

- Ман камран пил илмелле, вĕсем пĕри те ватă мар, - хуравланă ача.

- Мĕнле ватă мар? Утмăлран иртнĕ вĕт.

- Вĕсен пĕрин те сухалĕ çук.

Ача тăрать. Халăх пăхать. Витали пĕрне фронтовик патне чуптарать. Çавăнтан пил илет те ача. Пуху хыççăн мăшăрăм ватăсене хăйне евĕр лекци вулать. «Чăваш йăлипе 60-тан иртсен сухалпа çÿремелле. Хăвăрăн кăкăрсем тулли орден-медаль - çавах яшланса çÿретĕр. Сухаллă ватă - хисеплĕ çын». Лешсем ăна малтан хăв ÿстер-ха теççĕ. Вăт çапла 54 çултах сухал ÿстерме пуçларĕ. Ун хыççăн ялта ыттисем те сухал çитĕнтерме тытăннă.

Пурнăç юратупа вăй илет

- Çур ĕмĕр ытла аслă шкулсенче ĕçленĕ, чăваш литературин программисене, вĕренÿ кĕнекисене, меслет кăтартăвĕсене хатĕрлесе кăларнă çыннăн пенси çулне çитнĕ тĕле тава тивĕçлĕ ят пулманнине ăнланма та йывăр. «Ĕç ветеранĕ» ята илме Станьяла çамрăк чухне путакан çынна çăлнăшăн панă медаль кăна пулăшнă тенине илтнĕччĕ.

- Хăйшĕн вăл пиччĕшĕнчен те пăта ыйтса илеес çук. Ялан ыттисемшĕн çуннă. Хайхи медальпе хисеплĕ ят илме май пуррине те хам кăна ыйтса пĕлтĕм. Чăн та, кайран ăна «Чăваш Республикин аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята пачĕç.

Çемье телейĕ çинчен сăмах хускатсан пирĕн калаçăва Виталий Петрович хутшăнчĕ:

- Эпĕ ун валли çуралман пулĕ, вăл ман валли çуралнă-тăр. Пурнăç тăршшĕпех умри йывăрлăхсене сирсе пычĕ. Ĕçĕме пĕрремĕш вулаканĕ те, хаклаканĕ те вăлах. Мĕн чухлĕ ырă сĕнÿ-канаш паман-ши вăл мана: кунта хивререх çырнă - çемçетмелле, кунта хушамат нумай - кĕскетмелле. Питĕ тÿрĕ те çирĕп арăм манăн. Парти çыннисем вĕсем ахаль те патак пек тÿрĕ те. Эпĕ хамăнне нускипе кĕске йĕме кăна çăватăп, урăх мана нимĕн те тутармаççĕ. Виççĕмĕш мăнук вырăнĕнче пурăнатăп халĕ. Телейлĕ-и эпĕ? Телейлĕ. 75 çул пурăнатăп тесе нихăçан та шутламан. Крахмал çисе ÿснĕ, тăхăнмалли пулман. Вĕренме кĕрсен ниçта пурăнма çуккипе пĕр вăхăт кимĕ айĕнче выртса тăнă. Ачасем хисеплеççĕ. Мăнуксем юратаççĕ. Телей вăл - эпир хамăра хамăр мĕнле туйни. Ĕçлес тенине ĕçлетĕп, калас тенине калатăп.

Юрату мĕн-и? Чунри хавхалану. Чунри ĕмĕт. Чунри талпăну. Çутçанталăк панă телей. Пĕрлĕх туйăмĕ пурри - пысăк телей. Пурнăç юратупа аталанать, курайманлăхпа мар. Юрату - пурнăçа тытса пыракан тилхепе. Ăна тĕрĕс тытса пыма пĕлмелле: шырлана ÿкерме те, тăвайккине туртса хăпартма та пултарать. Турă çырни, ĕмĕре пĕрле ирттермелли, варсене пĕрлештермелли пĕрре кăна. Ман тĕле Зоя Петровна пулман пулсан урăхларах çемье тăваймастăмччĕ те пулĕ.

Елена Николаева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.