Раниф Вахитов: «Чăвашсем мана пуçана теççĕ»
Чăваш ачи пекех вăл туйăнать...»,- çапла çырнă Раиса Сарпи тутар юрăçине Раниф Вахитова хисеплесе. Раниф Вагапович шăрантаракан «Пуçана», «Çумăр çăвать», «Юнашар эс пулмасан», «Шупашкар», «Çурхи вăрманта», «Шупашкара кил» тата ытти юррисене «Одноклассники» Интернет-сетьре ларакансем хаваспах итлеççĕ. «Булгар» ушкăнăн республикăри тĕрлĕ культура керменĕнче иртекен концерчĕсене чăвашсем те, тутарсем те кăмăлласах çÿреççĕ - ушкăн репертуарĕнче чăваш юррисем кăна пулин те тутарла та юрлама ыйтаççĕ. Кÿршĕ республикăри Кукмар районĕнчи Пысăк Кукмар ялĕнче çуралса ÿснĕ тутар юрăçи, тĕрлĕ конкурс лауреачĕ, Чăваш Енри тутар культурин центрĕн ертÿçи Раниф Вахитов паян пирĕн хăна.
- Раниф, «Булгар» ушкăн çинчен тĕплĕнрех каласа парсамăр. Мĕншĕн çавăн пек ят панă ăна?
- «Булгара» Хусанта 15 çул каяллах йĕркеленĕ. Эпĕ халиччен Тутарстанăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăннă вĕт. Икĕ çул каялла çемьепе Чăваш Ене куçса килнĕ хыççăн та ятне улăштарас темерĕм. Авалхи хулана - Пăлхара - халалланă ăна. Чăвашсем те, тутарсем те пĕр кăкран тухнă. Эпир - çывăх тăвансем. Малалла вулас...
Комментари хушас