Кăçал çĕрулми ытларах туса илессе шанатăп»

20 Нарăс, 2015

Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти "Николаевский” суту-илÿ çуртĕнче регионсен хушшинчи "Çĕрулми-2015" VII отрасль куравĕ иртрĕ. Унта Мускав, Санкт-Петербург, Мускав, Чулхула, Липецк, Самар, Омск, Архангельск, Тюмень, Кострома облаçĕсенчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран, Алтай крайĕнчен, Çурçĕр Осети-Аланирен, Беларуçрен, Чăваш Енрен, ытти регионтан пуçтарăннă 80 яхăн экспонент хутшăнчĕ, çĕрулми çитĕнтермелли малти технологисене ĕçе кĕртекен, ÿсен-тăрана чир-чĕрпе сăтăрçăсенчен хÿтĕлекен хими им-çамĕ хатĕрлекен тата сутакан фирмăсемпе компанисем, «иккĕмĕш çăкăр» туса илекенсем, унăн тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕçлекен ăслăлăх-тĕпчев институчĕсем, çĕрулми лартса ÿстермелли техникăпа тивĕçтерекенсем.

Курава республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Çĕрулми туса илекен Лорх ячĕллĕ хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Сергей Жевора уçрĕç. «Форум ĕçленĕ кунсенче мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем пĕр-пĕринпе çыхăну йĕркелесси пирки килĕшÿ çирĕплетессе, кăçал лаптăка пысăклатса пĕлтĕрхинчен ытларах çĕрулми туса илессе шанатăп, - терĕ М.Игнатьев. - Ăна лайăх туянаççĕ.

Çитменнине пĕтĕмпех сутма пулать. Хресчене вăл ялхуçалăхĕн ытти культуринчен нумайрах тупăш парать. Çĕнĕ технологисемпе туса илсен - усăллă та, ĕçлеме те интереслĕ. Анăçри патшалăхсем, Америка экономика санкцийĕпе Раççейĕн хăшпĕр отрасльне ура хураççĕ. Анчах агропромышленноçри тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсене вăл ăслăлăхпа ку чухнехи технологисене ĕçе кĕртсе ялхуçалăх производствин калăпăшне, кашни гектартан илекен тухăçа ÿстерме май туса пачĕ. Пирĕн Казахстана, Европĕрлĕхри çĕршывсене çĕрулми сутма тĕллев лартмалла. Ăна туянакан нумай. Вăл лайăх сутăннипе усă курса тупăш тумалла».

ЧР Пуçлăхĕ патшалăх аграрисене хыснаран уйăракан субсиди виçи кăçал та пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех маррине пĕлтерчĕ. Мĕнпур вăя парса производствăна ÿстерме, тупăш ытларах илме, бюджет пулăшăвне тÿрре кăларма чĕнсе каларĕ. «Кăçал дачăра пахчаçимĕç туса илекенсем те çĕрулми лаптăкне ÿстерĕç, - палăртрĕ вăл. - Суту-илÿре «иккĕмĕш çăкăр» хакланнăран ăна хăйсен вăйĕпе туса илсе сахалрах тăкакланĕç. Çавна май вăрлăх нумайрах кирлĕ. Ăна туса илекен хуçалăхсен хула çыннисен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн те вăй хумалла».

Курава хутшăнакансене С.Жевора саламларĕ. «Форумра кăтартакан экспонатсем, унта сÿтсе явнă çивĕч ыйтусем, «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем, çĕрулми туса илекенсемпе ăсчахсен паха опычĕ «иккĕмĕш çăкăр» индустрине аталантарма пулăшасса шанатăп, - терĕ вăл. - Кунта пысăк тухăç сорчĕсене, химин чи паха им-çамне, минерал удобренийĕсене, çĕрулмине упрамалли, тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлемелли çĕнĕ технологисене кăтартаççĕ. Форумра пĕр-пĕринпе хутшăнни усăллă проектсем патне илсе çитереççех».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ курава тăратнă экспонатсемпе паллашнă хыççăн вĕсене пахаласа çапла каларĕ: «Пирĕн пата нумай регионран килнисем вуншар тĕрлĕ çĕрулми сортне кăтартаççĕ. Эпĕ вĕсен элчисенчен Шупашкар çыннисене сутассине йĕркелеме ыйтрăм. Кăçал пирĕн республикăра пĕтĕм харпăрлăхлă хуçалăхсене, дача хуçисене вăрлăхпа тивĕçтерме май çителĕклĕ. 2014 çулта Чăваш Енре 25 пин тонна улма хĕл каçармалли управсем хута янă. Çак ĕçе кăçал тăсăпăр».

Суту-илÿ çуртĕнчех «Çĕрулмин хальхи вăхăтри индустрийĕн инноваци аталанăвĕн тăрăмĕпе пуласлăхĕ» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Сергей Павлов вице-премьер уçса ертсе пычĕ. «2014 çулта мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 580 пин тонна - виçĕмçулхинчен 8% сахалрах - çĕрулми пухса кĕртрĕмĕр. Тухăç кашни гектартан 173 центнер /Раççейре - 145/. Республикăра 192-шер центнер пуçтарса илни те пулнă. Çавăнпа «иккĕмĕш çăкăршăн» 2014 çул ăнăçлă теместпĕр. Пĕтĕм продукцин 26 проценчĕ - пысăк хуçалăхсемпе фермерсен тÿпи. Вĕсем паха çĕрулми сутаççĕ. Ятарлă агрегатпа шăваракан «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне пĕлтĕр виçĕмçулхинчен пин гектар пысăклатма май килчĕ. «Çумăр çутаракан» уйра тухăç 300 центнера капашрĕ. Ырă ĕçсенчен продукцие хĕл каçармалли 10 управ хута янине палăртас килет. Вĕсене туса тăкакланнин 30 процентне саплаштарма хыснаран субсиди уйăрнă. Шел те, кăçал ку кăтарту 20 процент çеç».

РФ Çĕрулми пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕ Алексей Красильников /Мускав/, Лорх ячĕллĕ хуçалăх институчĕн директорĕн çумĕ Борис Анисимов /Мускав облаçĕ/, Çурçĕр Осети-Аланири «Фаат-Агро» общество директорĕ Вячеслав Битаров, Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирма директорĕ Хасиятулла Идиатуллин çĕрулми туса илессипе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе сăмах каларĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн вĕсене «çавра сĕтел» хушшинче сÿтсе яврĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

ФОТОРЕПОРТАЖ. Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.