Урăлăх тата сывлăх - чи кирли

20 Нарăс, 2015

Эпĕ тахçан урăлăхшăн кĕрешекенсен пĕрлĕх членĕччĕ. Çак организаци шăпи еплерех-ши? Саланса кайман-и вăл?

А.ФЕДОТОВ.

Шупашкар хули.

Пĕтĕм Союзри урăлăхшăн кĕрешекен ирĕклĕ обществăн Чăваш Республикинчи организацийĕ - общество пĕрлĕхĕ, унăн тĕллевĕ урă пурнăç йĕркине çирĕплетме, ĕçкĕçсемпе кĕрешме пулăшасси шутланнă.

Пĕрлĕх 1985 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Учредителĕсем - КПСС тата ВЛКСМ облаç комитечĕсем, профсоюзсен облаç канашĕсем, ЧАССР Сывлăх сыхлавĕн министерстви. Çав çулах ноябрь уйăхĕнче Чăваш Енри районсемпе хуласенче конференцисем иртнĕ, вырăнсенче уйрăмсем йĕркеленнĕ. Организаци членĕсем агитаципе издательство, культурăпа çутĕç, сиплевпе профилактика ĕç-хĕлне пунăçланă, право хуралĕн органĕсемпе пĕрле алкоголе хирĕçле рейдсене хутшăннă. 1986 çулта пĕрлĕхе пулăшма "Оптималист", "Соратник", "Озарение" реабилитаци клубĕсем йĕркеленĕ. 1988 çулта республикăра 2326 пуçламăш организаци шутланнă, унта Чăваш Енре пурăнакансен 10 ытла проценчĕ членра тăнă.

1990 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче организацие пĕтернĕ. Ун вырăнне Пĕтĕм Раççейри урăлăх тата сывлăх обществине - никама пăхăнман ыркăмăллăх общество организацине - туса хунă. 1992 çулта 2534 пуçламăш организаци /31750 член/ шутланнă. Çав вăхăтрах республикăра сывлăха çирĕплетекен тăхăр клуб ĕçленĕ. Вĕсенче Г.Шичкон, А.Довженкăн, П.Ивановăн тата ыттисен алкоголизм чирне эмелсĕр сиплемелли методикисемпе анлă усă курнă. Рынок реформи пуçлансан пĕрлĕхĕн сумĕ чакнă, организаци хуçалăх расчечĕ çине куçнă. 1992-1998 çулсенче обществăн республика канашĕ çумĕнче "Урăлăх тата сывлăх" пĕчĕк предприяти ĕçленĕ, вăл çынсене алкогольтен тата никотинран тÿлевлĕ сипленĕ.

РФ "Общество пĕрлешĕвĕсем çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри урăлăх тата сывлăх обществин Чăваш Республикин общество организацине туса хунă. Уставпа килĕшÿллĕн вăл /1999 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче регистрациленĕ/ граждансен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕ шутланнă, член укçипе тата устав ĕçĕ-хĕлĕн тупăшĕпе тытăнса тăнă. Çав çулах обществăн уйрăмĕ пек алкоголизмран тата ĕçкĕпе çыхăннă ытти чиртен сыватакан сиплевпе реабилитаци центрĕ /хуçалăх расчечĕн мелĕпе/ ĕçлеме пуçланă. 2006 çулта ăна реорганизацилесе "Урăлăх тата сывлăх" ООО никĕсленĕ.

Пĕтĕм Раççейри урăлăх тата сывлăх обществин Чăваш Республикинчи общество организацийĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе информаципе çутĕç ĕçне туса пырать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.