Archive

юпа 18th, 2014

18 Юпа, 2014

Пĕрисем тасатаççĕ, теприсем варалаççĕ

Ачалăхăм экологи тĕлĕшĕнчен таса та тирпейлĕ тапхăрта иртнишĕн çав тери савăнатăп. Çуллахи ăшă çумăра куç пек кĕтни паян та асрах. Вăл шăпăртатма чарăнсанах çерем çинче çара уран чупаттăмăр, кÿленчĕксенче пăркаланса выртакан мăнтăр ăмансене пуçтараттăмăр. Урана мĕнпе те пулин тăрăнтарасран е касса ярасран та хăраман... Ун пирки шухăшламан та! Чупнă та чупнă. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма ĕмĕтленнĕ.

18 Юпа, 2014

Уншăн канăç çук

Çăлпуç ялĕн старости Анатолий Иванов авăн уйăхĕнче сакăр вуннă тултарчĕ. Анчах ăна никам та çак çулсене памĕ: тĕреклĕ те яштака, типтерлĕ те вăш-ваш. Пăхсах паллă - кăмăллă çын. Ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Уçăмлă калаçать. Вăл хисеплĕ те ĕçлĕ çын пулни тÿрех курăнать.

18 Юпа, 2014

Çурт-йĕр çĕклентĕр, хушма хуçалăх аталантăр

Тăван хуламăрта иртнĕ «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче Владимир Путин Президент Чăваш Енри чылай ырă пулăмпа пĕрлех демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине те кăмăлпа палăртрĕ. Ахальтен мар çакăн пек хаклав: республика ертÿлĕхĕ ку енĕпе палăрăмлă ĕçлет.

18 Юпа, 2014

Çăлтăр çути ан тĕксĕмлентĕр

«Кушлавăш текен вун икĕ ял уйне» кĕрекен Кульцав ялĕнчен кăна хăй вăхăтĕнче вăйлă тыр-пул ÿстерсе «Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ» ята тивĕçнĕ 13 çын тухнă. Вĕсем пурте иртнĕ ĕмĕрĕн 40-80-мĕш çулĕсенче пĕтĕм çĕр-шывĕпех чыс-сум çĕнсе илнĕ Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлесе пурăннă.

18 Юпа, 2014

Пирĕн тăрăхра та пулнă

Революцичченхи Раççейре хĕрарăмсен гимназийĕсем пулнине пĕлетпĕр-ха. Пирĕн Чăваш тăрăхĕнче уçнă-и вĕсене тата унта камсем вĕреннĕ?

А.КУЗЬМИН, Н.КУЗЬМИНА.

Тăвай районĕ.

18 Юпа, 2014

«Шупашкар хурчкисем» - çÿллĕ шайри çÿллĕ каччăсем

Иртнĕ эрнере Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум кĕрлесе иртрĕ. Чылай сумлă хăна килсе çитрĕ унта. Чаплă хăнасене кил хуçисем чыслăн йышăнчĕç.

18 Юпа, 2014

Виçĕ-тăватă сăмахпах çырлахнă...

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче инçетри Австралире, Мельбурн хулинче, çуллахи XVI Олимп вăййисем уçăлнă. Унта 72 çĕр-шывран 3314 /çав шутра - 376 хĕрарăм/ спортсмен хутшăннă, спортăн 17 тĕсĕпе ăмăртнă.

18 Юпа, 2014

Форум пурне те вăратрĕ

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум пирки пурнăçне спортпа çыхăнтарнă çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлес терĕмĕр.

Елена НИКОЛАЕВА, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, тĕнче чемпионки:

- "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума пирĕн патра ирттерни - республикăшăн питĕ пысăк чыс. Спорт çак уявне Чăваш Енре ирттерме шухăшлани ахальтен мар. Юлашки вăхăтра массăллă спорта аталантарассипе пирĕн республикăра чылай ĕç турĕç. Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем йĕркелес енĕпе те пысăк опыт пухнă. Физкультурăпа спорт министерстви те пур енлĕн пулăшса пырать.

Pages