Форум пурне те вăратрĕ
"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум пирки пурнăçне спортпа çыхăнтарнă çынсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлес терĕмĕр.
Елена НИКОЛАЕВА, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, тĕнче чемпионки:
- "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума пирĕн патра ирттерни - республикăшăн питĕ пысăк чыс. Спорт çак уявне Чăваш Енре ирттерме шухăшлани ахальтен мар. Юлашки вăхăтра массăллă спорта аталантарассипе пирĕн республикăра чылай ĕç турĕç. Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем йĕркелес енĕпе те пысăк опыт пухнă. Физкультурăпа спорт министерстви те пур енлĕн пулăшса пырать.
Çакнашкал форум ирттерни çĕнĕ çыхăнусем йĕркелеме пулăшать. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать. Çак мероприятие халăх нумай хутшăнни савăнтарчĕ. Шупашкарта 50 яхăн Олимп чемпионĕ пулса курчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, форум аван иртрĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Алина ИВАНОВА, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕ, тĕнче чемпионки:
- Чăваш Енре пĕрремĕш хут Пĕтĕм тĕнчери утмалли кун иртрĕ. Акцие чылай çын хутшăнса физкультурăпа спорт кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетсе пачĕ. Апла тăк çынсем сывă пурнăç йĕркине хăнăхса пыраççĕ. Çакăн пек пысăк йышпа утнине халĕччен курманччĕ. Пурте телейлĕ, пурте хаваслă. Спортсменсен парачĕ те курăмлă пулчĕ. Пĕр сăмахпа, форум пурне те вăратрĕ. Пĕрисем "çăлтăрпа" пĕрле зарядкăна тухрĕç, теприсем ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшрĕç, виççĕмĕшĕсем спорт мероприятийĕсене хутшăнчĕç. Форум халăхшăн чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ.
Авенир ЕРМОЛАЕВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физкультура тата спорт кафедрин пуçлăхĕ:
- Спорт форумĕ пысăк шайра, питĕ йĕркеллĕ иртрĕ. Çак мероприятие халăх нумай хутшăнни савăнтарчĕ. Ирхи зарядка, спортсменсен парачĕ куракансемшĕн асра юлмалли уяв пулчĕ. Карл Маркс урамĕнче спортăн 30 лапамĕ ĕçлерĕ. Кунта Шупашкарти спорт федерацийĕсемпе спорт шкулĕсем тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе паллаштарчĕç.
Çак пĕлтерĕшлĕ пулăм сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хавхалантарать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума, малалла ăнтăлма çунат хушать.
Владимир СЕМЕНОВ, Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Чăваш Енри федерацийĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ:
- Форум вăхăтĕнче Чăваш Ене тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, спорт федерацийĕсен ертÿçисем, Олимп чемпионĕсем килчĕç. Çакă, паллах, республикăна çÿллĕ шая çĕклеме пулăшать. Спортăн тĕрлĕ тĕсне аталантарассинче те, çĕнĕ объектсем хăпартассине те витĕм кÿретех. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисем килес çулсенче те пулаççĕ-ха пирĕн тăрăхра. Çакă пире шаннине пĕлтерет. Йĕркелÿçĕсем те лайăх хатĕрленнине, тăрăшса ĕçленине асăнмалла. Паллах, кун пек пĕлтерĕшлĕ уяв халăха кирлех. Вĕсем çынсене хавхалантараççĕ. Ун пеккисем 10-20 çулта пĕрре çеç пулаççĕ.
Хăнасем тĕрлĕ регионтан пухăннин тепĕр паха енĕ - пĕр-пĕринчен вĕренме май пурри. Тренерсем хăйсен ĕç-хĕлне епле йĕркеленине каласа кăтартаççĕ. Пысăк форум хыççăн халăх сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслашасса шанас килет. Спортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе çывăхланмасан та зарядка та пулин тума пуçласан аван.
Ирина ЮМАНОВА, хăвăрт утас енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Хусанти Универсиада кĕмĕл призерĕ:
- Форума питĕ пысăк уявпа танлаштарас килет. Илемлĕ, курăмлă пулчĕ вăл. Кун пек уяв халăха спортпа туслашма хистет. Юлашки вăхăтра ватти-вĕтти пĕрле пухăнса зарядка тăвасси те йăлана çаврăнчĕ - ку та пысăк çитĕнÿ. Пысăк мероприятисенче эпĕ пĕрремĕш хут мар пулин те савăнмалли, хавхаланмалли çĕнĕлĕхсем маншăн та пулчĕç. Шупашкара пысăк çынсем пуçтарăнни те хулана сум кÿрет. Ытти регион спортсменĕсемпе паллашрăм. Олимп чемпионĕсемпе пĕрле ялав йăтма шанни те - пысăк тивĕç. Ку та маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ самант.
Олеся ИГНАТЬЕВА, юниорсен хушшинче армспорт енĕпе Европа чемпионки:
- Кун пек форумсем кирлех. Тĕрлĕ вырăна çитсе куртăм. Массăллă зарядка та, Пĕтĕм тĕнчери утмалли кун та, спорт бульварĕ те илĕртрĕç, хавхалантарчĕç. Халăх та нумай хутшăнчĕ. Маншăн вара пуринчен ытла форумăн виççĕмĕш кунĕ асра юлчĕ. Юниорсен хушшинче армспортпа республика ăмăртăвне йĕркелерĕç. Унта Карачаево-Черкесси республикин спорт министрĕ Расул Чотчаев та хутшăнчĕ. Вăл спортăн ку тĕсĕпе 5 хутчен тĕнче чемпионĕ ята тивĕçнĕ. Мĕн пур мероприяти çÿллĕ шайра иртнине палăртмалла. Мана, паллах, армспорт ытларах килĕшнĕрен эпĕ çак енĕпе ытларах кăсăклантăм. Шел, ытти регионтан ал вăйне виçме кăмăллакансем пулмарĕç. Форум, спортăн ытти уявĕ тĕрлĕ халăх çынниисене паллашма, туслăха çирĕплетме май парать. Нумайăшĕ Чăваш Енре пĕрремĕш хутчен пулса курчĕ. Халĕ пирĕн республика ăçта вырнаçнине пĕлеççĕ. Шупашкара илемлĕ хула пулнине, халăх ырă кăмăллине палăртаççĕ.