Пĕрисем тасатаççĕ, теприсем варалаççĕ

18 Юпа, 2014

Ачалăхăм экологи тĕлĕшĕнчен таса та тирпейлĕ тапхăрта иртнишĕн çав тери савăнатăп. Çуллахи ăшă çумăра куç пек кĕтни паян та асрах. Вăл шăпăртатма чарăнсанах çерем çинче çара уран чупаттăмăр, кÿленчĕксенче пăркаланса выртакан мăнтăр ăмансене пуçтараттăмăр. Урана мĕнпе те пулин тăрăнтарасран е касса ярасран та хăраман... Ун пирки шухăшламан та! Чупнă та чупнă. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма ĕмĕтленнĕ.

Паянхи çут çанталăк пулăмĕсене тиркесе турра çеç кÿрентеретпĕр темелле. Кăмăллă та чуна çĕклекен кунсем халĕ те пулаççĕ. Çĕр çинчи мĕн пур тĕсе пуçтарса илĕртекен аякри кĕперĕ те çавах. Анчах шел, çумăр хыççăн ĕлĕкхилле урама çара уран мар, тарăн кунчаллă калушпа е ытти пушмакпа тухмалла. Унсăрăн ним те мар урана мăкăлтама та, суранлатма та пулать. Хамăр иртсе çÿрекен вырăнсене çатăрка хутсемпе пластик савăт-сапа, тĕрлĕ ăпăр-тапăр, выльăх каяшĕ таранчченех вараласа выртаççĕ. Намăс мар-и-ха пире? Автобус çÿрекен аслă çул хĕррине миххи-миххипе ывăтса хăварнă çÿп-çап мĕн чухлĕ-ши? Тепĕр чухне Шăнкăртампа Нăрваш Шăхаль хушшинчи çул хĕрринче кураксемпе çăхансем ушкăн-ушкăнпах тĕркемри таса марлăха чаваланине асăрхатăн. Çуллахи шăрăх кунсенче вара вĕсен çумĕпе иртсе кайма çук шăршă тăрать. Çакнашкал тирпейсĕрлĕхе, таса марлăха камăн пуçтармалла-ха? Варалакан çÿп-çапа пăрахнă та тарнă. Палласа илме аллине хăварман. Тĕрĕссипе çакнашкал преступление /çаплах калас килет/ вăл пĕрремĕш хут тумасть. Иртнинче те пуçтах миххе çаплах ывтăнтарса хăварнă. «Пуçтарнă вĕт-ха! Нимĕн те йăваланса выртмасть. Хальхинче те пуçтарĕç», - çапла шухăшлаççĕ те хăйсен мĕлкинчен хăйсемех сехĕрленекенсем.

Çакăн хыççăн вара чăнласах та ыйту çуралать: таса марлăх хăш администраци территорийĕнче? Юлашки вăхăтра Шăнкăртамсем чееленсе çитрĕç, Шăхальсен чиккине çитсен машина çинчи ăпăр-тапăра вăльт! çеç ывăтса хăвараççĕ. Е тата пысăк выльăхăн ури таврашĕпе ăш чиккине хирех кайса сапалаççĕ. Намăс тĕтĕм мар, куçа кĕмест теççĕ-ши? Пĕрисем тасатнине теприсем варалама епле хăяççĕ? Ытларах вара пур çĕрте те çакнашкал субботниксене администраци тата культура ĕçченĕсене явăçтараççĕ. Варалакансен пĕр ĕç çеç - лĕх-лĕх куласси тата çын курман чухне тепĕр хутчен çÿп-çапа кайса силлесси. Çапла мар-и-ха?

Альбина ЕГОРОВА.

Патăрьел районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.