Уншăн канăç çук
Çăлпуç ялĕн старости Анатолий Иванов авăн уйăхĕнче сакăр вуннă тултарчĕ. Анчах ăна никам та çак çулсене памĕ: тĕреклĕ те яштака, типтерлĕ те вăш-ваш. Пăхсах паллă - кăмăллă çын. Ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Уçăмлă калаçать. Вăл хисеплĕ те ĕçлĕ çын пулни тÿрех курăнать.
Анатолий Иванович хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ - лăпкă та йĕркеллĕ, ятлă-сумлă, сăра-эрехпе туслашман хастар çынсем. Малтан вĕсем Сăхăтпуç ялĕнчен çур çĕр енче, Нишер çырми таврашĕнчи хăртнăра, пысăках мар Çăлпуç выççăлккинче пурăннă. Ашшĕ Иван Филиппович Филиппов вырăнти хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă. Тырă акса тунă, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ вырăнта халĕ пушă уй. Филипповсем иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсен вĕçĕнче Çăлпуç ялне куçса килнĕ. Çурт-йĕр çавăрнă тĕле Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тухнă. Анатолий Ивановичăн ашшĕ вăрçă хирĕнче çапăçнă. Нумай наградăна тивĕçнĕ. Çуралнă кĕтесе таврăнсан та аллисене лăнчă яман, пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçине суйланă ăна.
Йывăр пулнă вăрçă хыççăнхи çулсем. Колхозшăн та, çынсемшĕн те. Халăх тăрăшнă, малашлăха шаннă. Темиçе çултан ашшĕне колхоз ертÿçинчен ял Советне ертсе пыма суйланă. «Ватлăх кунсенче атте, Иван Филиппович, агротехникре тăрăшрĕ. Канăçа пĕлместчĕ», - аса илет халĕ ывăлĕ Анатолий Иванович. Вĕсем, тăватă пĕр тăван - икĕ хĕр те икĕ ывăл - ÿснĕ. Анатолий Иванович пĕр хушă пуçне усса шăпланчĕ.
Хурланмасăр тăма май çук: ку вăхăт тĕлне вăл кăна юлнă. Аппăшĕсенчен пĕри, Мария, ял каччипе мăшăрланнă, тепри, Евдокия, Вăрманхĕрри ялне качча тухнă. Вăрçă çулĕсенче уй-хир бригадин бригадирĕнче тăрăшнă хĕр. Каярахпа аслă шкул пĕтернĕ, ĕçтăвкомра, пенсие тухичченех райпора бухгалтерта тăрăшнă Евдокия Ивановна. Шăллĕ, Валентин, 1957-1960 çулсенче Сĕнтĕрвăрринчи техникумра вĕреннĕ, техник-строитель дипломне илнĕ. Анчах çакăнпа лăпланса ларман Валентин Иванович, çемьеллĕ пулсан Хусанти инженерипе строительство институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ.
Анатолий Иванович Иванов ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Чăн та, 1954-1957 çулсенче Совет Çарĕн Германири авиаци çар чаçĕнче виçĕ çул хĕсметре тăнă. Тăван яла таврăнсан уй-хир бригадин бригадирне суйланă çирĕпленсе килнĕ çамрăка. Ашшĕнчен ыррине нумай илнĕ вăл. Хăй тĕллĕн вĕренсе экзамен тытнă, механизатор правиллĕ пулса тăнă. Тракторпа та, комбайнпа та ĕçленĕ. Колхоз тикĕссĕн вăй илсе пынă çулсенче пĕрремĕш класлă механизатор кашни çулах хаклă парнене тивĕçнĕ. «Парнешĕн ĕçлемен эпĕ», - тет Анатолий Иванович. Пенсие кайнă чухне колхоз ăна лаша парнеленĕ.
Мăшăрĕпе виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Пĕри яла качча тухнă, Тăвайне ĕçе çÿрет. Тепри çемйипе Тăвайра пурăнать, çĕнĕ шкулта аслă бухгалтерта тăрăшать. Виççĕмĕшĕ Çĕнĕ Шупашкарта çынсен сывлăхĕшĕн тимлет. Анатолий Иванович икĕ пинмĕш çултанпа ял старостинче тата вырăнти ветерансен канашĕн председателĕнче тăрăшать. Ырă та тÿрĕ кăмăллă, йăваш та сăпайлă, канăçсăр чун-чĕреллĕ çын вăл. Ялшăн нумай ырри тунă, тăвать те. Ялти часавай пахчинче улмуççисемпе ытти йывăçсен хунавĕсем чĕртме тимлет-и е ял çыннисемпе пĕрле шыв тăракан вырăнсене йĕркене кĕртме тăрăшать, ялти тирпей-илемшĕн хыпăнса çунать, яла çурхи шыв илесрен дамбăна йĕркелеме ăшталанать. Субботниксем йĕркелет, районти ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Аккондăн» генеральнăй директорĕпе Валерий Ивановпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшать: çаксем - пĕтĕмпех ял ырлăхĕшĕн. Хамăрăн ентешĕмĕр- депутат пысăк пулăшу панă кăçал Çăлпуçсене - укçа-тенкĕпе те, ĕçĕпе те. Обществăри ытти ĕçрен те пăрăнмасть хастар, вĕри чун-чĕреллĕ ветеран. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕ ирттерекен мероприятисене яланах хутшăнать. Хаçатпа туслă çыхăну тытать. Çитменлĕхсем çинчен куçран калать, вĕсене пĕтерме пулăшать. Çăлпуçĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ыйтăва та пĕрмаях хускатать. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнать. Чиркÿре те тăтăшах курма пулать ăна. Çамрăксене те, ыттисене те тĕслĕх кăтартать.
Иван ГЛАДКОВ.
Тăвай районĕ
Комментари хушас