Çăлтăр çути ан тĕксĕмлентĕр

18 Юпа, 2014

«Кушлавăш текен вун икĕ ял уйне» кĕрекен Кульцав ялĕнчен кăна хăй вăхăтĕнче вăйлă тыр-пул ÿстерсе «Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ» ята тивĕçнĕ 13 çын тухнă. Вĕсем пурте иртнĕ ĕмĕрĕн 40-80-мĕш çулĕсенче пĕтĕм çĕр-шывĕпех чыс-сум çĕнсе илнĕ Вăрнар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлесе пурăннă. «Пăтавăш /çав ятлă юхан шыв Кульцав çуммипех юхса иртет - Г.К./ çине Мускав ылтăн çăлтăрсен çумăрне çутарать, çав хушăрах Кушлавăш хĕрринчех вырнаçнă Пысăк Упакассине асăрхамасть те», - çапларах шÿтлерех калаçатчĕç çав тапхăрта Йĕпреç районĕнчи «Трудовик» колхоз ĕçченĕсем. Вĕсен тĕп ялĕ - Пысăк Упакасси - Кульцавран 4 çухрăмра кăна. Хăйне колхоза ертсе пыма шансан уй-хир бригадинче 20 çула яхăнах тăрăшса самаях ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ вăтăрти Антон Шордеев хĕрÿллĕн кÿлĕннĕ яваплă ĕçе. Мĕн тетĕр? Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшни, чи малтан çĕр ĕç культурине лайăхлатассишĕн, тăпра пулăхне ÿстерессишĕн тимлени сая кайман çĕнĕ пуçлăхăн. Икĕ-виçĕ çул иртнĕ хыççăнах Антон Григорьевич ертсе пыракан хуçалăх Йĕпреçпе Вăрнар тăрăхĕнче халĕччен туса илмен тыр-пул çитĕнтернипе ырă ятлă пулса тăнă. «Трудовик» колхоз уйĕсем кашни гектартан 30 центнертан кая мар тухăçпа савăнтарма тытăннă. 1973 çулта вара ку кăтарту 35 центнертан та иртсе кайнă. Антон Шордеев ертÿçĕн тăрăшулăхне Мускавра та асăрханă иккен. Шăп та лăп 41 çул каялла СССР Аслă Канашĕн Указĕ пичетленсе тухнă, унпа килĕшÿллĕн «Трудовик» колхоз ертÿçи Социализм Ĕçĕн Паттăрĕн «Ылтăн Çăлтăр» медальне тата Ленин орденне тивĕçнĕ. Вăл - пирĕн районти пĕртен-пĕр Ĕç Геройĕ.

Шел, сывлăхĕ хăвăрт хавшаса пыма тытăннипе иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче Антон Григорьевичăн яваплă ĕçрен кайма тивнĕ. Хăйне лайăхрах туйма пуçласан Пысăк Упакасси ял тăрăхне кĕрекен 5 ял çыннисем ăна ĕç тăвакан председательне суйласа лартнăччĕ. Герой хĕрÿлĕхне кунта та сÿнме памарĕ хресчен чун-чĕриллĕ маттур. Вăл çине тăнипе тата пуçарнипе ку тăрăхра пурнăçа кĕртнĕ ырă ĕçсене шутласа та пĕтереес çук. Пысăк Упакасси ял Канашĕн ĕçтăвкомĕ «Трудовик» тата «Путиловка» колхозсен правленийĕпе тачă çыхăну тытатчĕ, Пысăк Упакассисемпе Шуркассисене, Шепекассисемпе Пĕчĕк Упакассисене тата Çиçĕмкассисене тăтăшах «нимене» йыхравлатчĕ.

Тавралăха тирпей-илем кÿрес, садпа вăрман уйăхлăхĕсене хутшăнас, çĕр эрозине хирĕç кĕрешес енĕпе уйрăмах нумай тимлетчĕç кунти çынсем. Ахальтен мар ĕнтĕ район Канашĕн ĕçтăвкомĕ çирĕплетнĕ «Чи лайăх ял Канашĕ» куçса çÿрекен вымпела ялан тенĕ пекех Шордеев «вотчини» /Антон Григорьевичăн юратнă сăмахĕччĕ вăл/ çĕнсе илетчĕ. Пĕтĕмлетерех каласан, Шордеев халăх шанăçне чун-чĕре ăнланулăхĕпе, таса тивĕçне пурнăçа кĕртессине тĕпе хуратчĕ. Вак-тĕвек ыйту пулман уншăн. Ял-йышпа пĕрле савăннă, хуйхă-инкек сиксе тухсан, ăна та унпа пĕрлех пайланă. Тен, çавăнпах пулĕ ытла та ир уйрăлса кайрĕ вăл пурнăçран, утмăла çитичченех çĕре кĕчĕ.

Лайăх ас тăватăп-ха ăна юлашки çула ăсатнă куна. 24 çул хыçа юлчĕ унтанпа. Çав тапхăрта мĕн кăна пулса иртмерĕ-ши? Тахçан республикăра кĕрлесе тăнă «Трудовик» колхоз та агрофирма шайĕнче кăна тытăнса юлчĕ, хуçалăха тытса пымалли меслетсем пĕрин хыççăн тепри «юрăхсăр» пулни палăрчĕ. Ватăрах çынсем, Антон Григорьевича ас тăваканнисем, пăтăрмахлă лару-тăру ума тухса тăрсанах ăна аса илеççĕ...

Нимĕн те калаймăн, Шордеев хăй хыççăн ырă, çутă йĕр хăварнă. Колхоз пуçĕнче тăнă чухне те, ĕçтăвком «тилхепине» тытнă вăхăтра та вăл пĕрлешÿллĕ йыш вăйне малти вырăнта курса тăнă, шăпах туслăхпа килĕшÿлĕх хуçаланнă çĕрте кăна ÿсĕм-çитĕнÿ «çураласса» ĕненнĕ. Вăл ĕмĕрхи канлĕхне тупнă Шуркасси ялĕн масарĕнчи вил тăпри çинче паян мăнаçлă палăк ларнине курма пулать, хушăран хушă ун патне Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер ячĕллĕ шкулта вĕренекенсем чĕрĕ чечексемпе пыраççĕ. Вĕсен аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ Антон Григорьевич хавхалантарса пынипе пысăк çĕнтерÿсен çулĕпе тăвалла шанчăклăн кайса пынă-çке...

Мана, Йĕпреç тăрăхĕнче чылайранпа пурăнакан хаçатçăна, акă мĕн канăç памасть: эпир хальлĕхе, тем тесен те, районти пĕртен-пĕр Ĕç Геройĕн ятне ĕмĕр асра хăвармалла тăвас тĕлĕшпе нимĕнле пуçарулăх та кăтартман-ха. Пысăк Упакассинче те, вăл çуралса ÿснĕ Шуркассинче те, район центрĕнче те Шордеев ячĕллĕ урам çук. Эпĕ кун пирки тĕрлĕ шайри депутатсен умĕнче пĕр хутчен кăна мар çĕкленĕ ыйту мĕн паянчченех «çакăнса» тăрать. Пирĕн шухăшпа, тăван çĕр-аннемĕре чунтан юратнă, унăн пархатарне, тивлетне хушса пырассишĕн тĕллевлĕ ял-йыша кĕрешĕве çĕкленĕ çыннăн ас тăвăмра пулин те пурăнмаллах. Ас тăвăмăн нихăçан та манăç тусанĕпе витĕнмелле мар. Хăй вăхăтĕнче Шордеевăн кăкăрне илемлетсе тăнă çăлтăр çути ан тĕксĕмлентĕрччĕ.

Ĕç Паттăрĕн ят-сумне манăçа хăварни çак тĕслĕхрен те лайăх курăнать: Чăваш Республикин кĕске энциклопедийĕн пĕрремĕш кăларăмĕнче те «Антон Шордеев» тесе çырнине тупаймарăм...

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.