Комментари хушас

18 Юпа, 2014

Пирĕн тăрăхра та пулнă

Революцичченхи Раççейре хĕрарăмсен гимназийĕсем пулнине пĕлетпĕр-ха. Пирĕн Чăваш тăрăхĕнче уçнă-и вĕсене тата унта камсем вĕреннĕ?

А.КУЗЬМИН, Н.КУЗЬМИНА.

Тăвай районĕ.

Хĕрарăмсен гимназийĕсем - революцичченхи Раççейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсем. Ытларах чухне унта чĕлхесене, историе, литературăна тарăннăн вĕрентнĕ. 1871 çулхи уставпа гимнази 7 класлă шкул пек ĕçленĕ, çапах та унта 8 çул вĕреннĕ /7-мĕш класс 2 çула тăсăлнă, аслă классенче латин тата грек чĕлхисемпе те пĕлÿ панă/.

Пирĕн Чăваш çĕр-шывĕнче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче 4 гимнази ĕçленĕ. Улатăрти хĕрарăмсен гимназине 1908 çулта йĕркеленĕ, Шупашкарта - 1910, Етĕрнере - 1911, Çĕрпÿри хĕрарăмсен гимназине - 1915 çулта. Унта вĕреннĕшĕн çулталăкне 27-45 тенкĕ тÿленĕ. Ку вăл çав вăхăтшăн пысăк укçа пулнă.

Мещенсен, хресченсен, тĕн çыннисен, купсасемпе дворянсен хĕрĕсем пысăк пĕлÿ илме тăрăшнă. Хĕр ачасем вырăс чĕлхине, ют чĕлхесене /2 чĕлхе/, историе, естествознани, физика, математика предмечĕсене, хитре те илемлĕ почеркпа çырма вĕреннĕ. Çамрăксем музыка, гигиена урокĕсене хаваспах çÿренĕ. Гимназире ал ĕçне те хăнăхтарнă.

Кашни гимнази çумĕнче вулавăшсем ĕçленĕ. Вĕренсе тухакансене аслă шкулсене экзаменсемсĕрех, аттестат конкурсĕпе йышăннă. Гимназире пĕлÿ илнисенчен нумайăшĕ пуçламăш шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.