Сергей КАРЯГИН: Вулама вĕреннĕренпех аллăмра – хаçат
«Хыпар» тĕпелĕн паянхи хăни — ĕçтешĕмĕр, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, ЧАССР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Карягин. Сергей Афанасьевич Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре 1932 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Канашри учительсем хатĕрлекен институтран 1952 , Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш уйрăмĕнчен 1956 , вырăс уйрăмĕнчен 1962 вĕренсе тухнă. 1952-1956 çулсенче Анат Туçари çичĕ çул вĕренмеллишкулта вĕрентнĕ, 1956-1968 çулсенче Туçари вăтам шкулăн директор заместителĕнче ĕçленĕ.