Гимназири мегаăс

2018 çул Раççейре — Ырă тăвакансен çулталăкĕ. Уçă чунлă çынсен çулĕ теес килет ăна тепĕр майлă. Чăваш Ен халăхĕ ăшă кăмăллă, тарават. Акă 5-мĕш гимназире 10-мĕш класра пĕлÿ пухакан Дмитрий Леонтьев тăрăшса вĕреннисĕр пуçне ырă ĕçсем те тăвать, Пĕтĕм Раççейри шырав юхăмĕнче ĕçлет.

Чĕрĕ хутшăну

Димăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Кирилл «Надежда» 3-мĕш коррекци шкулĕнче вĕреннĕ. Пиччĕшĕ ун сывлăхĕшĕн пăшăрханнă. Унăн Кирила ырă тăвас килнĕ. Хăйĕн пархатарлă шухăшне ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Сергейпа Людмила Леонтьевсем ывăлĕн ĕмĕтне тĕпе хурса Кирилл вĕренекен класа уявсенче хавхалантарма шут тытнă. Тепĕр кунхине Дима хăйĕн шухăшне пĕрле вĕренекенсемпе тата класс ертÿçипе Алина Лазаревăпа пайланă.

Çапла кăçалхипе пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Леонтьевсен çемйи, Димăпа пĕр класра вĕренекен Дарья Доманина, Данила Иванов, Анастасия Каян сусăррисем патне çÿреççĕ.

Çулсерен ачасене Мăнкунта, Çĕршыв хÿтĕлевçин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Ачасене хÿтĕлемелли, Тĕнчери инвалидсен кунĕсенче, Çĕнĕ çулта савăнăç парнелеççĕ. Кашнин валли тĕрлĕ журнал, тетте, пылак çимĕç илсе килеççĕ. Мĕнле иртет-ха тĕл пулу? Дима юлташĕсемпе маларах викторина хатĕрлет: тупмалли юмахсем, тĕрлĕ ыйту тупать. Уявра викторина ирттернĕ хыççăн кĕçĕн тусĕсемпе тĕрлĕ вак-тĕвекрен япаласем ăсталаççĕ. Тĕслĕхрен, Мăнкунта вĕсем çăмарта валли савăт ăсталанă. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче тата Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче амăшĕсемпе ашшĕсем валли парне тунă. Раштавăн 3-мĕшĕнче Инвалидсен кунĕпе пĕрлех Çĕнĕ çула палăртаççĕ. Ачасемшĕн ку чи юратнă уяв шутланать.

Дима юлташĕсемпе коррекци шкулне пырса кĕрсенех ачасем кĕтнĕ хăнасем патне ыткăнаççĕ. Утайманнисен те чупас килет, анчах та… Аслă юлташĕсем вĕсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Димăн шухăшĕпе, ачасене чĕрĕ хутшăну кирлĕ.

Коррекци шкулĕнчен вĕренсе тухнисем Димăна «Контактра» социаллă сетьре СМС-çырусем яраççĕ: компьютер программисем, вăййисем пирки кăсăкланаççĕ. Дима тĕплĕн хуравласа çырать, шăпăрлансен кăмăлне тултарать.

«Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ ваттисем. 5-мĕш гимназири 10-мĕш классем ÿссен те тÿрĕ чунлă пуласса шанас килет.

Программист пуласшăн

Димăн пуçĕ компьютер пекех ĕçлет. Каччă питĕ хăвăрт шутлать. Шкулти ыттисемшĕн йывăр предметсем — уншăн шăл çемми. Маттур çамрăк 5-мĕш гимназире 5-мĕш класранпа пĕлÿ пухать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ математикăпа, физикăпа ирттерекен олимпиадăсене, конференцисене хутшăнса палăрать.

Вăл «Анкор» вĕрентÿ центрне физикăпа пĕлĕвне анлăлатма çÿрет. Пĕлтĕр Дима центр ирттернĕ «Мегамозг» олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Малалла вулас...

 

Валентина ФЕДОРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.