Комментари хушас

18 Кăрлач, 2018

«Нихăçан та парăнмалла мар»

«Мĕнле ача пултăн эс? Ларма-тăма пĕлместĕн», — ялан тертленнĕ унпа амăшĕ. Кĕçĕнни — чи ачашши — аслисене хăйне итлеттернĕ. Шкула кайсан класри арçын ачасене туххăмрах шăплантарнă шухă хĕр ача паян пирĕн тĕпелĕн хăни. Пĕчĕк чухнех микрофон вырăнне алла çÿç турамалли массажка тытса ашшĕпе амăшне концерт лартса панă Полина Борисова. Паян вара чăваш эстрада çăлтăрĕ сценăсăр пурăнаймасть те. Çĕр-çĕр чăваш пуçтарăнать унăн концертне. Полинăн ачалăхĕпе паллашар, туссем.

1 Йĕтес шăмми. Анне каласа кăтартнă тăрăх, эпĕ çуралнă чухне атте командировкăра пулнă. Анне аптăрасан ăна ялти клубăн автобусĕпе район центрне леçнĕ чухне техника çĕмĕрĕлсе ларнă. Çывăх çыннăм: «Çак икĕ арçын умĕнче кăна çуратас марччĕ. Епле те пулин больницăна çитесчĕ», — тесе Турра кĕл тунă. Çуралнă чухне манăн йĕтес шăмми /ключица/ хуçăлнă. Çийĕнчех гипсланă. Эпĕ çут тĕнчене киличченех аннене тертлентерме тытăннă. <...>

2 Çатма тĕпĕ. Çемьере виçĕ ача ÿсрĕмĕр. Пичче Эдик манран 11 çул аслă. Хама ас тума пуçланăранпа вăл маншăн çитĕннисемпе шай пек туйăнатчĕ. Ăслăччĕ. Эльвирăпа пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Икĕ çул аслăрахскерпе час-часах çапăçаттăмăр, çав вăхăтрах пĕр-пĕрне ыталасах мирлешеттĕмĕр. Килте ларас килместчĕ, ялан урама тухса чупаттăм. Анне: «Ыран вырсарникун, çав ĕçе тăватпăр», — тесе маларах палăртатчĕ. Вăхăт çитсен, вырсарникун канмалли вĕт-ха, мĕншĕн ĕçлемелле-ши тесе тарăхаттăм. Пахчара мăкăртатса ĕçлеттĕм вара. <...>

3 «Юн». Пĕтĕм ачалăхăм юратнă аппапа çыхăннăран каллех тепĕр самант аса килчĕ. Эльвира темшĕн хытă тарăхтарнăччĕ. Аванах лектертĕм пуль ĕнтĕ ăна. Вăл вара мана хăратас тесе аллине хĕрлĕ акварель сăрăпа вараланă та: «Пăх-ха, мĕнле юн юхать. Халех аннене каласа кăтартатăп», — тет мана. Хăраса кайрăм. «Эльвира, эп сана хытă çапмарăм вĕт-ха. Аннене ан кала, тархасшăн», — аппана ытала-ытала каçару ыйтрăм. <...>

4 Ш а й б а . Пичче хоrкейла выляма юрататчĕ. Эпĕ ун хыççăн пăр çине кайса тăраттăм. «Пăр çинчен кай, шайба пырса лекет», — Эдик темиçе хут та каларĕ. Итлемерĕм вĕт — кĕтсе илтĕм вара. Шайба çамкаран пырса лексен йăванса кайнине ас тумастăп. Пичче хăвăрт мана киле йăтса пынă. Урайнех вырттарнă. «Анне, Полина вилнĕ», — каласа хăварнă та тухса кайнă. <...>

5 Шăлавар. Атте шкулта музыка вĕрентетчĕ. Анне библиотекарьте вăй хунă. Атте садикре юрлама хăнăхтаратчĕ. «Анне, эсĕ ир тăран» юрра вĕреннĕ чухне вăрçатчĕ. «Мĕнле илтместĕн эсĕ? Ăçта сан хăлху?» — тарăхатчĕ вăл манпа. Пичче гитара калатчĕ. Эльвира юрлама ăстаччĕ, анчах сцена çине тухма кăшт вăтанатчĕ. Ÿснĕçемĕн çемье хорĕ йĕркелерĕмĕр. Аннен те сасси ырă. Паянхи кун та хора çÿрет вăл. Ташă кружокне çырăнтăм. <...> Хĕрсе авкаланнă чухне сисмерĕм те — шăлавар салтăнса чĕркуççи таран анса ларчĕ. Хăвăрт кăна хăпартрăм та тытсах ташласа пĕтертĕм. <...>

Шкула кайсан та пÿрне ĕметтĕм. Ыттисем кулнипе аран пăрахрăм. Юратнă учитель пурччĕ. Унăн урокне вĕренес килетчĕ. Арçын ачасене кÿрентереттĕм. Хирĕç пĕр сăмах чĕнтерместĕм. <...>

Пĕр каччă мана машина рульне тытма вĕрентнĕччĕ. Кайран аттен машинине гаражран илсе тухаттăм. Эльвирăна лартса шыва кĕме каяттăмăр. Каялла кĕртсе лартма пĕлменнипе пĕр паллакан арçын ачана чĕнеттĕм. Анне руль умне ларма юраманнине, инкек сиксе тухма пултарассине вăрçсах ăнлантарнăччĕ. Ун хыççăн текех тытман. Кайран атте хăйпе лартатчĕ руль умне. <...>

6 Туфли. Юнашар яла кирпĕч заводне каникулта ĕçлеме çÿренĕ. Тар тăкса тунă укçана яланах аннене тыттарнă. Вăл вара шкула каймашкăн тумтир туянса паратчĕ. Елчĕк пасарĕ пирĕн вăхăтрах вăйлă кĕрленĕ. Мана çÿллĕ кĕлеллĕ туфли питĕ килĕшнĕччĕ. <...> Тăхăнса пăхрăм та тăвăр. Пурпĕрех илтертĕм аннене. Хĕсĕкскере аран тăхăнкаласа çÿрерĕм. <...>

7 Прическа. Пĕррехинче, 9-мĕш класра чухне, Елчĕке кайса никама каламасăр çÿçе шакла кастартăм. Питĕ çапла çÿресе курас килетчĕ. Ку ман пичче ялан çÿç кастарнине курса ÿснипе çыхăнчĕ пуль. Кастартăм та çапла хура тĕслĕ сăрларăм. Карттус тăхăнса ятăм. Киле çитсен лăпкăнах картиш шăлаттăм. Атте чÿречерен мана курсан паллайман. Кам каччи-ши тесе шухăшланă, васкаса картише тухнă. Мана курсан тĕлĕннĕ. <...>

Кукамая питĕ юрататтăм. Кÿршĕ ял аякра пулсан та йынăшмасăр утаттăм анне хыççăн. Каникулсене ун патĕнче ирттереттĕм. Унпа юнашар выртса çывăраттăм. Куç умне хĕллехи каникул тухрĕ. Эпĕ вăраннă вăхăта вăл кăмака хутнăччĕ. Вутă хĕрÿллĕн çатăртатса çуннипе куçа уçрăм. Епле ырăччĕ унпа. Çулла карта кăмпи пуçтараттăмăр. Çумăр хыççăнах вĕçтерсе тухаттăмăр çарана. Кукамай пуçтарнă кăмпана ăшаласа çитеретчĕ. Вăл пĕçернĕ апат ялан тутлăччĕ. Мунча хутса аппапа иксĕмĕре милĕкпе çапатчĕ. Атте пек милĕкпе хытă çапни вара пулман. Пире, пĕчĕкскерсене, вĕри мунчара ăшалатчĕ те сивĕ çĕре тухса юр çинче йăвалантаратчĕ. Паянхи кун та эпĕ мунчаран 2-3 çапăнмасăр тухмастăп. <...> Тулли верси...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.