Комментари хушас

Шкул ачин пурнăçĕнче чи илĕртÿлли — хаваслă каникул. Кашниех епле чăтăмсăррăн кĕтет ăна. Кашни кунне ĕмĕтсемпе тултарать. Акă хĕллехи каникул хыçа юлчĕ. Пирĕн çамрăк вулакансем мĕнле ирттернĕ-ши ăна? Хăшĕ-пĕрин асра юлнă саманчĕсемпе паллаштарар.

Дарья АНТОНОВА, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, 10- мĕш класс:

Пиччепе аппан ачисемпе тăвайккинчен ярăннине мĕн çиттĕр ĕнтĕ хĕллехи илемлĕ кун!  <...> Урамран пит çăмартине хĕретсе кĕрсен вĕсемпе алла кĕнеке те тытрăмăр. Унсăр пуçне шкула волейбол секцине çÿрерĕм, спортăн çак тĕсне питĕ кăмăллатăп. Сисмесĕрех экзамен тытмалли вăхăт та çитĕ. Çавăнпа пушă вăхăтра кĕнеке ытларах вулама тăрăшрăм, тĕрлĕ информаципе паллашрăм.

Анастасия ИЛЬИНА, Шупашкар, 36-мĕш шкул, 2-мĕш класс:

Хĕллехи каникул маншăн конькипе ярăннипе тата «пÿремеч» çине ларса çил пек савăнăçлăн сăртран анаталла вирхĕннипе асра юлчĕ. <...> Çавăн пекех эпĕ аннепе пĕрле Хĕл Мучипе Юр пике резиденцийĕнче пулса куртăм. <...>  Тата аппăшĕпе йăмăкĕн ăсталăх пÿлĕмĕнче пулма май килчĕ. Унта пĕремĕк çурт ăсталарăм. <...> 

Глеб ИВАНОВ, Куславкка районĕнчи Елчĕк вăтам шкулĕ, 5-мĕш класс:

<...> «Вĕренÿре отличник эсĕ, спортра каратэ мелĕсене пĕлетĕн, тĕттĕм хăмăр пиçиххи те илтĕн», — тесе мана шкултан Шупашкара чи пысăк елкăна курма ячĕç. Эпĕ пират костюмĕпе пултăм. Оперăпа балет театрĕнче пысăк капăр елка ларать. Ун пек илемлĕ чăрăша эпĕ ниçта та курман. Елка тавра алла-аллăн тытăнса çаврăннă хыççăн «Двенадцать месяцев» юмах кăтартрĕç. <...> 

Костя АНТИПОВ, Шупашкар, 48-мĕш шкул, 7-мĕш класс:

Каникулта пĕр кун та килте лармарăм. Шăллăмпа Ромăпа «Амазони» парка уçăлма çÿрерĕмĕр. Хамăр çурт çывăхĕнчи каток çинче ярăнтăмăр. Яла кукамайпа кукаçи патне кайсан «пÿремеч» çине ларса тăвайккине якатрăмăр. Шăллăм йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать. Вăл кашни кун йĕлтĕр сырма та ÿркенмерĕ. Çапах та маншăн чи асра юлни — аттепе пĕрле хваттерте камин ăсталаса лартни. <...>  Тулли верси...

 

Елена ЛУКИНА ыйтса пĕлнĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.