Раççейĕпе паллă çынна капăрлатнă

18 Кăрлач, 2018

Çĕршывĕпе хăйне евĕрлĕ сăн-сăпачĕпе палăрнă Пятигорск хулин каччине, Кирилл Терешина, телекăларăмсене тăтăшах йыхравлаççĕ. Ку хутĕнче ăна, бицепсне ятарлă япалапа пысăклатнăскере, Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» шоуна чĕннĕ. Мĕн сăлтавпа Кирилл пирки сăмах хускатрăм тетĕр-и? Телекуравра ÿкерĕнмешкĕн вăл тĕплĕн хатĕрленнĕ, паллă визажистпа Вера Кириенкăпа тĕл пулнă.

Вера — Шупашкар пики. Темиçе çул ĕнтĕ çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать. Ăста специалист пулнă май паллă çынсене макияж тăвать. Сăмахран, паллă видеоблогерсене Александрпа Ирина Шпаксене телепроектра ÿкерĕнмешкĕн хатĕрленĕ, Валерия Гай Германика режиссер сăн-питне илемлетнĕ... Вера Кирила сăн-питне урăхлатма пулăшнă: каччă хăйне мĕнлерех сăрламаллине каланă, тутине — хура, куç харшине хĕрлĕ-сарăпа сăрлама ыйтнă. Бьюти-мастер яша тивĕçтернĕ.

Маттур пикене эпир модель пек те пĕлетпĕр. Шăпах унăн сăн ÿкерчĕкне «Чăваш тумĕ аваллăхран паянлăха» кĕнекере курма пулать. Çĕршывра вара Верăна «Каникулы в Мексике» телепроекта хутшăннă хыççăн паллама пуçланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.