Шухăшлаттаракан çыру
Паянхи пурнăç геройĕ
Герой тесе хăюлăхпа, хастарлăхпа палăракан, паттăрла ĕçсем тăвакан çынна калаççĕ. Ун пеккисем ĕлĕк-авалах пулнă: улăпсем, рыцарьсем, çар пуçĕсем. Паттăра халăх палăртнă, ун çинчен летопиçсенче тата халапсенче çырнă. Çавнашкал çын ыттисенчен çирĕп кăмăлпа, пат-тăрла тыткаларăшĕпе уйрăлса тăнă. Паянхи кун кирек кам та герой пулса тăраять. Тен, темиçе çултан вăл сирĕн юлташ, пĕлĕш, пĕрле вĕреннĕ тантăш, тăван, пичче е аппа пулĕ?
Инстаграма чăвашла вĕрентес килет
Чан сассине тăнлăр
Халĕ пурăнакансене сăнанă май эпĕ паянхи кун пурлăха чун пуянлăхĕнчен маларах хунине асăрхарăм. Çавăнпа çамрăксем ырăлăх, юмартлăх, тĕрĕслĕх, патриотлăх, гражданлăх çинчен шухăшласах каймаççĕ. Хамăрăн культурăна, йăла-йĕркене пĕлменнипе анăçалла пăхма пуçларăмăр. Шухăшлатăп та, манăн ăру харпăрлăх аталанăвĕн тĕп сăлтавне — чун воспитанине — çухатнă. Ку — хамăрăн йăла-йĕркене пĕлни, ăна пăхăнса пурăнни тата малалла тăсни. Пирĕн ăс-хакăл культурине тата мĕн ырă витĕм кÿрет-ха? Тен, таврари сасă? Мĕн илтетпĕр эпир паян?