- Чăвашла верси
- Русская версия
Инстаграма чăвашла вĕрентес килет
Па я н х и к у н с о ц и а л л ă с е т ь с е м 1 0 0 т ĕ р л ĕ чĕлхене те пĕлеççĕ пулĕ. Кашни сайтрах кирлĕ чĕлхене суйласа информацие хăвна килĕшекеннипе вулама пулать. «Контактра» социаллă сеть чăваш чĕлхине тахçанах «вĕреннĕ» ĕнтĕ. Анчах «Инстаграм» мĕншĕн юлать-ха?
П ĕ л т ĕ р х и ч ÿ к у й ă х ĕ н 2 6 - м ĕ ш ĕ н ч е , А м ă ш ĕ с е н уявĕнче, эпĕ те ытти çын пекех юратнă аннепе ÿкнĕ с ă н ÿ к е р ч ĕ к е « И н с т а г р а ма» кăларма васкарăм. Сăн ÿкерчĕк айне «Уяв ячĕпе, чи çывăх та юратнă çыннăм!» тесе çыртăм. Йĕркеллĕ те илемлĕ пулчĕ.
Ытти халăх çыннисем сăн ÿкерчĕк айĕнче çырнă сăмахсене вулама пултарччăр тесе çак сайт мĕн ыйтнине в ы р ă с л а к у ç а р с а п а р а т ь . Манăн чĕререн тухакан ăшă сăмахсене мĕнле куçарчĕ тетĕр? Куçарăвĕ, чăнах та, п и т ĕ к у л ă ш л а : « Б л а - б л а - бла-бла-бла-бла-бла!» Чăваш чĕлхине пĕлмен çынсем манран кулчĕç-тĕр.
Комментари хушас