Паянхи пурнăç геройĕ

7 Çĕртме, 2018

Герой тесе хăюлăхпа, хастарлăхпа палăракан, паттăрла ĕçсем тăвакан çынна калаççĕ. Ун пеккисем ĕлĕк-авалах пулнă: улăпсем, рыцарьсем, çар пуçĕсем. Паттăра халăх палăртнă, ун çинчен летопиçсенче тата халапсенче çырнă. Çавнашкал çын ыттисенчен çирĕп кăмăлпа, пат-тăрла тыткаларăшĕпе уйрăлса тăнă. Паянхи кун кирек кам та герой пулса тăраять. Тен, темиçе çултан вăл сирĕн юлташ, пĕлĕш, пĕрле вĕреннĕ тантăш, тăван, пичче е аппа пулĕ?
Паянхи пурнăç геройĕ тесе кама калатпăр? Вăл Супермен та, Бэтмен та, мультфильмри е кинофильмри ытти сăнар та мар. Хуравĕ ансат. Паянхи пурнăç геройĕсем: пушар хуралĕн тата полици ĕçченĕсем, тухтăрсем... Атьăр-ха шухăшласа пăхатпăр: эпир паттăр пулаятпăр-и? Паллах! Пирĕн хушăра ун пекки нумай. Йĕри-тавра çаврăнса пăхăр та пин-пин йăл кулă асăрхатăр, çĕр-çĕр ырă сăмах илтетĕр. Паянхи кун пĕтĕмпех хусканура: эпир пĕрмаях таçта васкатпăр, йĕри-тавра пăхма манатпăр. Çул урлă каçмалли çĕрте светофор хĕрлĕ çутă кăтартать тейĕпĕр. Эсир васкатăр, юнашар тăракан çын сире асăрхаттарать, çапла сирĕн пурнăçа çăлать. Вăл — паттăр, хăй çакна ăнланмарĕ пулин те. Тепĕр тĕслĕх. Эсир сукмакпа утатăр, ăнсăртран такăнатăр та ÿкетĕр. Юнашар пыракан çын сире пулăшма васкать, ыттисем пек иртсе каймасть. Мĕнле паттăр! Паянхи кун пулăшмасăр иртсе каякан нумай, вĕсем питĕ ĕçлĕ-çке. Асра тытăр: çын сирĕнпе мĕнле хутшăнасса кĕтетĕр, хăвăр та унпа çапла калаçăр. Ун чухне эпир пурте ырăрах пулăпăр. Шăпах çавнашкал геройсем мухтав сăмахĕ, чап тата парне кĕтмеççĕ. Вĕсем йăл кулаççĕ те малалла пурăнаççĕ. Паянхи пурнăç геройĕ — пĕр вырăнта чарăнса тăман, пурне те ăшă кулă парнелекен, пулăшма тăрăшакан, тĕллевĕ патне утакан çын. Вăл пуçлăх та, вĕрентекен те, воспитатель те мар пулĕ. Анчах ырă ĕçе хăйĕншĕн мар, халăхшăн тунине пĕлсех тăрать. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.