Шкул пÿлĕмĕсем услам валли мар
Патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕпе мĕнле усă курнипе çыхăннă ыйтăва республикăра коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелесе пыракан комисси ларăвĕсен кун йĕркине те час-часах кĕртеççĕ, ытти пуху-канашлура та тишкереççĕ. Ăнсăртран мар. Кунта коррупци сĕмĕллĕ преступленисем валли чăннипех никĕс пур вĕт. Акă мĕншĕн прокуратура та çак темăна куçран вĕçертмест.