Ангела Меркельтен автограф илнĕ

Германире стажировка тухнă чăваш каччи Антон Егоров нумаях пулмасть федераци канцлерĕпе Ангела Меркельпе тĕл пулнă. Ку кăна мар, пĕрле селфи те ÿкерĕннĕ! Веçех тĕплĕн каласа кăтартам.

Антон И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиоэлектроника тата автоматика факультечĕн дипломне алла илсен кăçалхи çулла Германие çул тытнине хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Вăл Берлинра стажировка тухнă. Каччă каласа кăтартнă тăрăх, çурла уйăхĕн вĕçĕнче çĕршывăн тĕп хулинчи министерствăсенче тата федераци правительствин ведомствисенче уçă алăксен кунне йĕркелеççĕ. Унта кашниех килсе курма пултарать. Мероприяти пирки пĕлсен Антон правительство çуртне çул тытнă. Чи малтан вăл ют çĕршыв çыннисемпе ĕçлекен Аннет Уидманн-Маузпа тĕл пулнă, хăй Раççейрен пулнине пĕлтернĕ. Германире стажировка тухнине каласан хĕрарăм тĕлĕннĕ, унта тĕнчери чи лайăх студентсем çеç пĕлÿ илме пултарнине палăртнă. «Çав кунах Германин федераци канцлерĕпе курнăçма май пулчĕ! Ангела Меркельтен автограф илмешкĕн питĕ кăмăллăччĕ. Кунти тĕпчев центрĕнче стажировка тухма пултарнишĕн тав турăм. Кун хыççăн ял хуçалăх министрĕпе Юлия Клекнерпа сăмах хушрăм», — шухăш-кăмăлне палăртнă яш. Хальхи вăхăтра вăл Мускаври наукăпа технологи институтĕнче космос тата инженери системисем енĕпе пĕлÿ илет.

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.