Тĕнчене илемлетекен искусство
Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери монумент тата парк скульптурин «Искусство миршĕн» симпозиумĕ ĕçлеме пуçлани çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче вăл иртекен вырăна çитсе килтĕмĕр.
Нагорнов пуçарăвĕ
Кунашкалли пирĕн республикăра пулманччĕ. Ăна пурнăçа кĕртекенĕ — Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче, çавăн пекех ют çĕршывсенче те палăрнă ентешĕмĕр, Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов. Владимир Порфирьевича эпир унăн чылай ĕçĕпе — тĕп хулари Анне монуменчĕпе, Святослав Федоров, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкай палăкĕсемпе, «Остап Бендер тата Киса Воробьянинов» скульптурипе, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн умĕнчи «Муза» скульптура композицийĕпе, Пушкăртстанри Слакпуç ялĕнчи Константин Иванов, Ульяновскри Çутта кăларуçăн Иван Яковлевăн палăкĕсемпе тата ыттипе — пĕлетпĕр.
Вăл ертсе пынипе иртнĕ çул ЧР Художниксен союзĕ РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Шăпах çав укçа-тенкĕпе пурнăçа кĕрет те симпозиум. Ун ĕçне ентешĕмĕрĕн 11 ĕçтешĕ, Мускавпа Питĕртен, Пермьрен, Çурçĕр Осетирен, Чехирен, Китайран, Чилирен, Колумбирен, Азербайджанран килсе çитнĕскерсем, хутшăнаççĕ.
Чĕлхе мар, туйăм пĕлтерĕшлĕ
Ютран килнисемпе хутшăнма вĕсен чĕлхине пĕлменни чăрмантарать пулĕ тенĕччĕ. Анчах художниксен хушшинче вырăсла пĕлекенни те — вăл Мартин Кухарж чех пулчĕ, пур, çавăн пекех Раççей скульпторĕ Степан Сагайко акăлчанла лайăх пуплени пулăшрĕ. Тĕрĕссипе, илеме, скульптурăна ăнланма чĕлхе пĕлнинчен ытларах туйăм çивĕчлĕхĕ кирлĕ.
Калаçăва шăпах Мартинран пуçларăмăр. Хăй вăхăтĕнче Чехословакире шкул ачисене вырăсла та вĕрентнĕ. «Çакăн уссине Шупашкарта питĕ лайăх туйса илтĕм. Тем вăхăт вырăсла калаçман, халĕ вара вăл е ку сăмаха çĕнĕрен аса илсе пыратăп, — терĕ вăл. — Паян эпĕ хамăн 25-мĕш симпозиума хутшăнатăп. Ку таранччен Египетра, Италире, Францире, Германире, Австралире тата ытти çĕршывра пулнă, Раççейре вара – пĕрремĕш хут. Владимир Нагорновпа Кăнтăр Корейăра паллашнăччĕ. Тĕпрен илсен, Шупашкара килнисенчен пурте тенĕ пекех унта пĕрле ĕçленисем. Шупашкар мĕнле тетĕр-и? Эпĕ ун урамĕсенче кăшт кăна пулнă-ха. Канмалли кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăннăччĕ. Калаçу хыççăн Правительство çурчĕн 15-мĕш хутĕнчен Шупашкар çине пăхса килентĕмĕр. Атăл чуна тыткăнларĕ. Залив та хулана илем кÿрет. Хулара шыв пуррине питĕ килĕштеретĕп, çавăнпа Шупашкара пĕрре курсах юратрăм темелле».
Мартин Кухарж хăйĕн пулас ĕçĕн эскизĕпе те — Пике сăнарĕпе — паллаштарчĕ. Шап-шурă мрамортан «шăранса» тухаканскер ытла черчен пек туйăнать. Тасалăха, ачашлăха упрама ыйтакан паллă пек туйăнчĕ вăл. Ÿнерçĕрен хĕрарăмсем пирки мĕн шухăшланине ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Кирек ăçта та эпĕ хĕрарăмсене сăнатăп. Европăра, сăмахран, çап-çамрăк пикесем куç харшине хырса пăрахасси йăлара. Кунти хĕрсем вĕсене питĕ илĕртÿллĕ сăрлаççĕ».
Мартин та хăйĕн тăван çĕршывĕнче кунашкал симпозиум ирттерме ĕмĕтленет. Унта вăл чăваш ÿнерçисене те йыхравласшăн.
Çыхăну татăлмасть
Малалла Колумбирен килнĕ Карлос Энрике Родригес Арангăпа паллашрăмăр. Çуралса ÿснĕ тăван кĕтесĕнче пластилинран, тăмран теттесем, кÿлепесем ăсталанă, инженер тата архитектура студийĕсенче вĕреннĕ. Малалла аталанмаллине туйса-ши — пĕлĕве ÿстерме ниçта та мар, Микеланджело тăван çĕршывне — Италие — тухса кайнă. Кунта вăл пилĕк çул пурăннă. Тăван çĕршывне таврăнсан университетра çамрăксене вĕрентме пуçланă. Апла пулин те Европăра йĕркелесе янă çыхăнусене татман, унти тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнать. Кунта вăл хăйĕн абстрактлă ĕçне — çăмартана — хăварĕ. Вăл пире пурнăç çинчен, вăл мĕнле пулса кайни, хăшĕ малтан пулни тата ытти пирки те шухăша ярĕ.
Чилирен килнĕ Хуан Луис Дорр Булнес скульптор Латинла Америка культурине тĕпе хурса ĕçлет. Килĕнче унăн утсем пур-мĕн. Шăпах вĕсене стилизацилессине хăйĕн тĕллевĕ тесе шухăшлать. Шупашкарта лаша пуçне, трансформациленĕскере, курăпăр. Хуан Луис çавăн пекех пĕр ĕçпе, шухăш-кăмăлпа пурăнакансем вăхăтран-вăхăт тĕл пулса калаçни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ.
Китай скульпторĕ Лю Янг 42 çулта, Харбинта пурăнать. Хăйĕн 82-мĕш симпозиумне хутшăнать. Унăн ĕçĕсем тĕнчипех сарăлнă. «Пирĕн патра вырăс нумай. Шупашкар та Харбина аса илтерет, хама тăван килти пекех туятăп», — тет. Кунта вăл квас питĕ тутлине тата чăваш пикисем илемлине палăртрĕ. Унăн ĕçĕ — арçынпа хĕрарăм. Анчах вĕсем геометри кÿлеписен — тăваткал, çаврака, паянхи пурнăç чăрмавĕсен ытамĕнче. Ун пек-и, кун пек-и — юрату пĕрех пуррине кăтартасшăн ÿнерçĕ.
Яланлăхах юлĕç
Хамăрăннисенчен Борис Сергеевпа пуплерĕмĕр. Борис Михайловича чăннипех хамăрăн темелле, вăл Питĕрте ĕçлесе пурăнать пулсан та Чăваш Еншĕн ют мар. Ашшĕ Михаил Сергеев — Сĕнтĕрвăрри районĕнчен. Михаил Сергеевич полковник Сывлăш-çар академийĕн профессорĕ пулнă. Ывăлне тăван ялне те илсе килнĕ. «Ун чухне эпĕ икĕ çулта кăна пулнă, халĕ çитмĕлте, çавăнпа чăвашла темиçе сăмах кăна — «кил кунта» — тенине ас туса юлнă, — тет паллă скульптор. Унăн пысăк ĕмĕчĕ — Китайра Никита Бичуринăн палăкне лартасси.
Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ, Строганов ячĕллĕ Мускав патшалăх ÿнер промышленноç академийĕн профессорĕ Степан Сагайко Раççейĕн кашни кĕтесĕнче тенĕ пекех пулса курнă, кашни хутлăхрах хăйне тĕлĕнтерекеннине, çĕннине тупать. Чăваш Ен, унăн шухăшĕпе, — хăйне евĕрлĕ тĕнче, çынсен менталитечĕпе, йăли-йĕркипе уйрăлса тăракан çĕршыв. Малалла вулас...