«Ир пуласса шăплăхра пĕр-пĕччен кĕтетĕп»

13 Авăн, 2018

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Валерий ИОВЛЕВА ман пата килме тухсан: «Санран, пурнăç хакне çухатнă çынран, хаçатра мĕн çырмалли пур?» — тесе кÿрентернĕ. Мана вара Валерăпа сăмах çăмхине сÿтме питĕ кăсăклă пулчĕ. Хальччен никама каламан вăрттăнлăхсене уçма килĕшрĕ вăл.

— Кăçал санăн умлă-хыçлă пысăк çухатусем тÿсме тивнĕ: аннÿне ĕмĕрлĕх çухатрăн, хыççăнах — мăнаккуна.
— Анне – вăрçă ачи. Пиллĕкĕн ÿснĕ вĕсем. Ашшĕ вăрçăра пуç хунă, амăшĕ выçăпа вилнĕ. Асли — 14 çулта, чи кĕçĕнни 5 çулта тăлăха юлнă. Амăшĕн аппăшĕ яла килсе тăван çуртне сутса янă, пĕчĕкскерсене урамра тăратса хăварнă. Виçĕ ачаллă суккăрланнă карчăк тăлăхсене хăй патне çĕр пÿрте пурăнма кĕртнĕ. 8 шăпăрлан тăпраллă урайĕнче ал айĕнче мĕн пуррине сарса çывăрнă.
Сан пеккисем пирки «вĕлтрен кайăкĕ» теççĕ...
— Мана «вĕлтрен кайăкĕ» тесе ялти ниçта ĕçлемен пĕр ватă çапкаланчăк çеç чĕнетчĕ. Анне 30 çула çитсен мана хăй валли çуратнă. Çаплах пулчĕ. Ăна пăхса пурăнтăм. Вăл 89-та вилчĕ. Аннем çамрăкрах чухне клубра тирпейлÿçĕре ĕçлетчĕ. Яла спектакльпе килекен артистсем пирĕн патра чарăнатчĕç. Клуб çумĕнчех пурăнаттăмăр та. Анне мана укçасăр кĕртсе яратчĕ, çавăнпах пĕр спектакле те сиктермен. Çакă та кайран артиста кайма хистерĕ пуль.
Мăнакку пĕррехинче эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсен сан аçу камне персе янă...
— Сыпкалатчĕ çав. Вара хирĕлме юрататчĕ. Эпĕ ун чухне 7-мĕш класа каяттăм. Мăнакка аннене темшĕн тарăхнăччĕ. Кăмака çинче выртаканскер ман çине тинкерчĕ те: «Эс — Кулай ывăлĕ. Эсĕ хырăмра чухне санăн аçуна качча тухрăм», — тесе хучĕ. Сутуçăра ĕçлекен мăнакка тавар илме кайсан упăшкине манăн аннепе кил хураллама хăваратчĕ. Ĕне сумалла-и, апат пĕçермелле-и – çак ĕçсене анне тăватчĕ. Мăнакка иккĕшне епле шанса тухса кайнă-ши? Ĕçке-çике яланах пĕрле çÿретчĕç. Халĕ виççĕшĕ те масар çинче юнашар выртаççĕ. Мăнакка 5 ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсемпе туслă ÿсрĕм, чипер хутшăнатпăр. Шкултан таврăннă чухне сĕт ĕçме кĕреттĕм, килте ĕне тытмастчĕç. Асанне эпĕ кам ачи пулнине пĕлнех. Ялта кун пек хыпара хĕве хупаймастăн. Мана çеç каламан. Аннепе аппăшĕ çĕр пÿртрен тухса хăйсем валли пĕчĕк йывăç пÿрт лартайнă. Мана выçă усраман. Анне колхозра ĕçлеме пуçласан колхоз столовăйĕнче çитерсе ÿстернĕ.
Аçу камне пĕлсен мĕн туйрăн?
— Чун пăлханчĕ. Çак арçын çине урăх куçпа пăхма тытăнтăм. Пĕртăвансене эпĕ вĕсен пиччĕшĕ пулнине çулсем иртсен тин каларăм. Мăнакка ывăлĕсем мана ыталаса илчĕç, пĕрле ĕсĕклесе макăртăмăр. Хĕрĕсем вара вĕчĕрхенчĕç, малтанласа ашшĕне манпа пайласшăн пулмарĕç.
Пурнăçу çинчен роман çырмалла санăн...
— Анне шăпи пирки «Ыйткалакан» кино-повеçре тĕплĕн çырса кăтартрăм. Çапла, пĕр пÿрт тăрри айĕнче икĕ ăслă та маттур офицер тата эпĕ, айван та мĕскĕн артист, çитĕнтĕмĕр. /Кулать./
Хăвна çав териех ан хурла-ха. Çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ чухне эсĕ калăпланă сăнарсем куракан куççульне пĕрре мар юхтарнă.
— Василий Шукшин пьесипе лартнă «Мĕншĕн шăпчăк юрлать-ши?» спектакльпе Канаш районĕнче гастрольте çÿрени аса килчĕ. Пьесăри виçĕ тĕп сăнарта — Василий Павлов, Валентина Музыкантова тата эпĕ. Геройсен хушшинче — виç кĕтеслĕ юрату: пичче манăн савнин чысне ва-ралать. Спектакль вĕçленсен пĕр каччă мана урама чĕнсе кăларчĕ. Куççулĕ шăпăртатса юхатчĕ унăн. Арçын çавăн пек çемçешкеленнине курманччĕ. «Çак самантра сирĕнпе калаçса чуна уçаймасан хампа темĕн туса хурăп», — терĕ каччă. Сцена çинче мĕн пулса иртни унăн пурнăçĕпе тачă çыхăннă иккен. Çав каç эпĕ артист пултарулăхĕн ĕçĕ çынна мĕнле витĕм кÿме пултарнине ăнланса илтĕм.
Шăпуна сирĕн килте çĕр каçнă артистсем татса панă тесе шÿтлетĕн.
— Ăраскал кукрисене пĕлсе пĕтерме çук. Эпĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче мар, юпа вĕçĕнче çуралнă пулсан мана шкула пĕр çул маларах илместчĕç. Эпĕ 1975 çулта шкултан вĕренсе пĕтерейместĕм. Шăп та лăп çав çулхине Çамрăксен театрĕ валли чăваш ачисене артиста вĕрентес тĕллевпе ушкăн пуçтарчĕç.
Шкул çулĕсем пăтăрмахсăр иртмен ĕнтĕ...
— Шкулта йĕркеленĕ пĕр концертран та, уявран та, спектакльтен те юлман эпĕ. Мана тантăшсем Тилĕ тесе чĕнетчĕç. Ку хушма ят «Тилĕ» юптарупа çыхăннă. Пĕвĕм çÿллĕ пулманран сцена çине йăтса хăпартатчĕç. Клубра хыçалти ретре ларакан каччăсем мана Чимчик тетчĕç. Ку ят — «пончик» сăмахран. «Атя, «Тиллÿне» кала», — тесе пĕр зал кăшкăратчĕç. Шăп та лăп çак юптару мана артиста вĕренме кĕмешкĕн пулăшрĕ.
Артист пулмах çуралнă апла эсĕ!
— Шупашкарти музыка училищинче артист ăсталăхĕн курсĕнче ăс пухма пуçласан Чимчикран Джигит пулса тăтăм. Чи юратнă заняти – ташăччĕ. Чĕрĕ пулнă çав. Лекцисенче ларасси чĕр тамăкчĕ! Ăнăçлăччĕ эпĕ. Мана яланах роль панă. Куншăн ыттисем ăмсанатчĕç. 100 ытла сăнар ка-лăпларăм. Вĕçкĕнленет тесе ан кала, анчах театрта ĕçленĕ чухне Галина Пескова артисткăпа иксĕмĕр чи малтан тава тивĕçлĕ ята тивĕçрĕмĕр. Килте роль вĕренсе ларман. Репетицисене вара кăмăлпах çÿреттĕм. Ыттисем роле епле выляма хăнăхнине тимлĕн сăнаттăм. Иосиф Дмитриев-Трер режиссер шÿтлетчĕ: «Иовлев пьесăри пĕтĕм роле вĕренсе çитрĕ пулсан спектакле ыранах сцена çине кăларма юрать».
Юлашки çулсенче Галина Скворцова ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх театрĕнче курма пулатчĕ сана.
— Килте лараймастăп. Театр та, телекурав та маншăн яланах çемье пулнă. Туссем ытларах ĕçре тупăнаççĕ. Пурнăç сыпăкĕсене биографирен кăларса пăрахаймастăн. Хама лайăх режиссер тесе шутлатăп. Галина Скворцовăна та, артистсене те кирлĕ сĕнÿпе нумай пулăшрăм.
Телекурав — пурнăçунти пысăк тапхăр.
— Халĕ те урамра çÿренĕ чух «Мумук» текен тупăнать. Сывлăх сунаççĕ. Эпир хамăр юмахсемпе ÿстернĕ ачасем — паян каччăсемпе хĕрсем. Пĕр шухăшлă туссем вара тĕнчипех. Хамăр пултарулăх ушкăнĕпе Раççейпе Чăвашра 12 хутчен тĕрлĕ шайри фестивальте лауреат ятне çĕнсе илтĕмĕр, гран-прие те тивĕçнĕ.
Телекуравран мĕн илейрĕн?
— Телекурав мана ырă та ăслă чăваш ачисемпе хутшăнма май туса пачĕ. Тата çавăн чухлĕ пултаруллă тус- журналистпа, телеоператорпа ăçта çывăх хутшăнаттăм-ха? Ĕçтешсемпе пĕр сĕтел хушшинче апатланни, ĕçри мунчара пĕр милĕкпе çапăнни ĕмĕрлĕх асра.
«Бомжа çаврăнатăп ерипен» теме те именместĕн... Эсĕ ÿсĕр тайкаланса утнине хам куçпа курман, юлашки вăхăтра сыпкалама юратни пирки илтнĕ.
— Куçпа курманни питĕ аван, илткелени вара — тĕрĕсех.
Паян çумунта сана тахçан ухмаха тухасла юратнă хĕрарăмусем те çук ав. Пĕчченлĕх хăратать тетĕн...
— Пытармастăп, пĕччен пурăнма йывăр. Хĕрĕм çине çыртарнă хваттерте кун кунлатăп. Пÿлĕмре ытла та шăп. Чылай чух ир пуласса çĕрĕпе кĕтетĕп. Хĕвел тухсанах çывăхри вăрмана тухса утатăп. Пакшасемпе тата кайăксемпе калаçатăп. Пĕриншĕн пĕлтĕр куççульпех макăртăм. Такам тирне сÿсе бензоколонка юпи çине çакса хăварнă. Эп утакан сукмак çинче тĕл пулакан бомжсене вара шăвăç банка ăçта выртнине тĕллесе яратăп. Çын ретĕнчен тухса шăршланса кайнăскерсен çумĕнчен йĕрĕнсе, сăмах чĕнмесĕр иртместĕп.
Ытлашши ан кулян-ха. Эсĕ те телейсĕр мар... Çемье йăвине çавăрса курнă, юрату хакне пĕлетĕн.
— Тĕрĕсех. Хĕрĕм те сцена çинче паян. Наталья Кулай хушма ятпа çÿрет. Вăл — пысăк та ачаш юрату çимĕçĕ. Мана виçĕ мăнук – икĕ хĕрпе пĕр ывăл – парнелерĕ. Хĕрĕм мана юратни витĕр курăнать.
Чăваш çемйинче амăшсем ывăлĕсене ачаллă хĕрарăмсене качча илтересшĕнех мар темшĕн.
— Ленăпа Çамрăксен театрĕнче паллашрăм. Эпĕ унран 6 çул кĕçĕн. Ăна «Нахаленок» спектакльте чунне парса вылянă чух килĕштертĕм. Çапла, Елена Иовлева тăван халăх юратăвне çĕнсе илейнĕ артистка. Качча тухма тăван Канаш районĕнче гастрольте ыйтрăм. Сăмах май, эпĕ Ачча ялĕнче кун çути курнă. «Халь мар, гастроль вĕçленсен хуравлăп», — терĕ. Гастроль хыççăн ун патне кайрăм. Çĕр каçма юлтăм. Ирхине Еленăн 5 çулти ывăлĕ Сергей хырăм çине хăпарса ларнипе вăранса кайрăм. Тилмĕрсе, шăтарасла куçран пăхать. «Сана атте тесе чĕнме юрать-и?» — тет. Тăхтаса тăмасăрах: «Паллах», — терĕм. Ара, ачана епле улталăн. Çак хурав ман шăпана татса пачĕ те. Ÿссен, 30 çул тултарсан, Сергей манăн хушамата илчĕ. Халь вăл вырăс драма театрĕнче артистра ĕçлет. Çапла, чĕрĕк ĕмĕр пирĕн çемьене юрату ăшăтса тытса тăчĕ.
Килте те — Лена, ĕçре те... Пĕр-пĕринчен йăлăхман-и?
— Пĕрле чухне аванрахчĕ. Спектакльсен сумне ÿстересси пĕр теллевлĕ пулма хистетчĕ. Халь ак пĕччен хама япăх туятăп. Пире мăшăрсен ролĕсене шаннă. Киле таврăнсан хăть мĕнле калаçу та театрпа вĕçленетчĕ. Çакă пуль вăл пĕр-пĕрне ăнланни. Паллах, ун чухнехи пуçлăх Зоя Ярдыкова питĕ кăмăлсăрччĕ. Ара, яланах пĕр-пĕрне хăрамасăр хÿтĕлеттĕмĕр. Çакă мĕнле пуçлăха килĕштĕр?
Пурнăç ялан пĕр тикĕс килмест çав. Хумлă тинĕс сирĕн çемье киммине чуллă çырана çапса аркатрĕ...
— Кашни каçах Геннадий Айхи сăвви аса килет: «Упа пек мĕкĕрсе ямалăх чĕре тени кÿтсе килсен сĕтел урисене чăрмалăп пушмак пуçĕпеле ирччен». Телекурава куçсан эпĕ Мускава режиссера вĕренме кайни çемьене тĕп турĕ. Тĕп хулара вĕренме май пулчĕ те — килĕшрĕм. Ленăран уйрăлма шухăшламан эпĕ. Ĕмĕре унпа телейлĕ пурăнса ирттерме ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче театрта ĕç укçи сахал тÿлетчĕç. Ирĕксĕрех урăх ĕç шырама тиврĕ. «Чăваш Ен» ПТРКна вырнаçрăм. Сюжетсем тума, киносем ÿкерме пуçларăм. Пуян та тулли пурнăçпа пурăнтăм. Пĕрле пулманни пире пĕр-пĕринчен сивĕтрĕ пулмалла. Ленăран уйрăлнă çул чун тамăкра çунчĕ. Ман çине тĕнче йăтăнса анчĕ.
Сана вилĕмрен пĕрле ĕçленĕ хĕрарăм çăлса хăварнă тетĕн... Малалла вулас...

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.