Федерацин «Волго-Вятскуправтодор» хысна учрежденийĕ подряд организацийĕпе кăçал çирĕплетнĕ договорпа килĕшÿллĕн Мăн Çавал юхан шывĕ урлă хывнă Çĕрпÿ кĕперне кăçалхи юпа уйăхĕнче туса пĕтермелле.
Ялан вăхăт çитмест пире е юлхавпа кĕрешме хал çитерейместпĕр — çийĕнчех пурнăçламалли ĕçе кая хăварса пыратпăр, çунат панă ĕмĕте çул параймастпăр. Эрне вĕçленет те: «Тунтикунран çĕнĕ вăй-халпа вĕренме пуçлатăпах. Çитет «виççĕ» паллă илсе. Ударниксен йышне мĕншĕн кĕрес мар-ха манăн?» — тетпĕр. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемшĕн те çак шухăш ют мар иккен. Вĕсем яланхи пек тунтикунран мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса шкула çирĕп шухăш-кăмăлпа çÿреме, палăртнине пурнăçлама тĕллев тытнă.
Кашни шкул ачишĕнех авăн уйăхĕ хумхануллă тапхăр: çĕнĕ класс, çĕнĕ вĕрентекенсем, çĕнĕ предметсем, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт... Кашниех вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырасшăн, тĕрлĕ кружок-секцие çÿресе тавра курăмĕпе ăс-тăнне анлăлатасшăн, кĕлеткине çирĕплетесшĕн. Çак ĕмĕтсене пурнăçлассишĕн, хаклă вулаканăм, мĕн тумалла-ха, мĕне шута илмелле?