Хамăра улăштарма кая юлман-ха

Ялан вăхăт çитмест пире е юлхавпа кĕрешме хал çитерейместпĕр — çийĕнчех пурнăçламалли ĕçе кая хăварса пыратпăр, çунат панă ĕмĕте çул параймастпăр. Эрне вĕçленет те: «Тунтикунран çĕнĕ вăй-халпа вĕренме пуçлатăпах. Çитет «виççĕ» паллă илсе. Ударниксен йышне мĕншĕн кĕрес мар-ха манăн?» — тетпĕр. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемшĕн те çак шухăш ют мар иккен. Вĕсем яланхи пек тунтикунран мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса шкула çирĕп шухăш-кăмăлпа çÿреме, палăртнине пурнăçлама тĕллев тытнă.

Компьютера юсамасан лайăхрах

Максим Шигарев кăçал 9-мĕш класра вĕренме тытăнчĕ. Тăрăшулăхĕ пур-ха унăн. Анчах иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ: тĕп предметсемпе — математикăпа, вырăс чĕлхипе тата геометрипе — «виççĕ» тухрĕ. Киле панă ĕçсене тĕплĕнрех пурнăçлас чухне компьютер умĕнче ларса вăхăта ытларах ирттерчĕ мар-и? Илĕртÿллĕ вăйăсен тыткăнне лекнĕскерĕн тĕп сăнарсем урокра та куç умĕнчен каймарĕç. Вĕрентекен çĕнĕ темăна ăнлантарнă чухне вĕсем ăна пуçа хывма чăрмантарчĕç. Максим манпа калаçнă май çакăн çинчен аса илчĕ.
— Ку вĕренÿ çулĕнче пире экзаменсем кĕтеççĕ. Вĕсене лайăх паллăсемпе тытас килет, — терĕ вăл шухăша кайса. — Çавăнпа лайăхрах вĕренме тĕллев тытрăм.
— Интернета кĕмесĕр епле чăтăн-ха?
— Ĕçлемест вăл. Ăна юсамасан лайăхрах
та. Эпĕ ун çинчен манма тытăнтăм ĕнтĕ. Малашне учебниксемпе ытларах ларăп, задачăсем шутлăп, правилăсене аса илĕп.

Туслăх вĕренÿре пулăшĕ

Пуçламăш классенче ачасене пĕр учитель вĕрентнĕ. Пиллĕкмĕшĕнче вĕсем темиçе те. Кашни предметăн — хăйĕн. Анчах Алеша Сорокина хăратмасть ку. Вĕрентекенсене вăл пурне те паллать. Кашни ырă кăмăллă, çепĕç те лăпкă калаçать. Çитменнине Алеша пĕлÿ тĕнчипе хăюллăн утать. Вăл тăваттăмĕшне «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче те малтисен ретĕнче пуласшăн. Библиотекăран пĕлÿ кĕнекисене илсенех уçа-уçа пăхрĕ. Математикăна юратнăран ăна аллине чи малтан тытрĕ. Примерсем, задачăсем çăмăлах мар пуласса туйса илчĕ. Унăн тус-юлташ чылай. Вĕсем пулăшсан примерсене арçын ача çăмăллăнах парăнтарĕ. Ыйтсан хурăнташ аппăшĕ те айккинче тăмĕ.
Математика, физика, астрономи вĕрентекен Надежда Иванова 5-мĕш класа ертсе пырĕ. Занятисем хыççăн ачасемпе тĕл пулма васкĕ.
— Палăртнă мероприятисем вĕренекенсене пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма, çакă пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшасса шанатăп, — паллаштарчĕ тĕллевсемпе Надежда Мефодьевна. — Хăшне-пĕрне ашшĕ-амăшĕ хутшăннипе ирттересшĕн. Çитĕнекен ăрăва пĕрле воспитани панине мĕн çиттĕр?
Алеша çуллахи каникулта килтисене вăй çитнĕ таран пулăшнă, шкул çумĕнчи «СМиД» лагере çÿренĕ, сывлăхне çирĕплетнĕ.
— Маншăн чи пĕлтерĕшли — Волгограда кайса курни, — инçе çул çÿрев епле иртнипе паллаштарчĕ вăл. — Тăвансем патĕнче пĕр эрне пурăнтăмăр. Хула Шупашкартан чылай пысăк. Атăл тăрăх 70 çухрăм ытла тăсăлать.

Пур енĕпе те маттур

Тăххăрмĕш класри Володя Смирнов тĕрлĕ енлĕ аталаннине педагогсем те палăртрĕç. Вăл пĕчĕкренпех кĕнеке нумай вулать. Каникулта чăваш тата вырăс литератури урокĕсенче вуламалли произведенисене те шĕкĕлченĕ. Уйрăмах драмăсене кăмăллать. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.