Archive - 6 Sep, 2018

Date
Type

Ялан вăхăт çитмест пире е юлхавпа кĕрешме хал çитерейместпĕр — çийĕнчех пурнăçламалли ĕçе кая хăварса пыратпăр, çунат панă ĕмĕте çул параймастпăр. Эрне вĕçленет те: «Тунтикунран çĕнĕ вăй-халпа вĕренме пуçлатăпах. Çитет «виççĕ» паллă илсе. Ударниксен йышне мĕншĕн кĕрес мар-ха манăн?» — тетпĕр. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемшĕн те çак шухăш ют мар иккен. Вĕсем яланхи пек тунтикунран мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса шкула çирĕп шухăш-кăмăлпа çÿреме, палăртнине пурнăçлама тĕллев тытнă.

Кашни шкул ачишĕнех авăн уйăхĕ хумхануллă тапхăр: çĕнĕ класс, çĕнĕ вĕрентекенсем, çĕнĕ предметсем, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт... Кашниех вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырасшăн, тĕрлĕ кружок-секцие çÿресе тавра курăмĕпе ăс-тăнне анлăлатасшăн, кĕлеткине çирĕплетесшĕн. Çак ĕмĕтсене пурнăçлассишĕн, хаклă вулаканăм, мĕн тумалла-ха, мĕне шута илмелле?

Кашни шыравçă салтак виллин юлашкине е унăн медальонне тупма ĕмĕтленет. Хальхи экспедицире Илья Николаева ăннă. «Пĕр кунхине чавнă чухне пирĕн ертÿçĕ Олег Валентинович пуля тупрĕ. Ун тавралла анлăрах чавас терĕмĕр. Куç тĕлне салтак шăмми пулчĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн асăрханса малалла ĕçлерĕмĕр. Куратăп: пысăках мар хура тĕслĕ япала. Ăна илсе ертÿçе патăм. «Медальон!» — тесен пурте хĕпĕртерĕмĕр. Вăл тутăх мар, тап-тасах», — каласа кăтартрĕ Илья.

Республикăра велосипедпа çÿрекенсен йышĕ ÿсет. Çакна Хула кунĕ умĕн ирттернĕ велочупу та çирĕплетрĕ. 9 километрлă маршрута парăнтаракансем тĕп урамсемпе — Карл Маркс урамĕпе, Ленин проспекчĕпе — иртрĕç. Колонна пуçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та тăчĕ.

Pages