Ватă çынсемпе ачасен куçĕ те шывланнă

«Юрă-кĕвĕ — шухăшлав çăл куçĕн пĕр пайĕ. Музыка хăнăхтарăвĕсĕр ăс-тăн туллин аталанаймĕ», — тенĕ паллă педагог Василий Сухомлинский. Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнчи ачасем юрра-кĕвве пуçламăш класранах юратса çитĕнеççĕ. Çак пултарулăха аталантарма пĕлÿ çуртĕнчи директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, музыка вĕрентекенĕ Нина Чернова çул уçса пырать.
Ку вăтам шкулта «Домисолька» вокал кружокĕ çичĕ çул каялла йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта Нина Арсентьевна парта хушшине пуçласа ларакан шăпăрлансене те, аслă класри яш-хĕре те музыкăна туйма, ăна юратма хăнăхтарнă.
— Унтанпа, чăнах та, 7 çул хыçа юлчĕ. Малтанах пĕчĕк ушкăн кăначчĕ. Ачасем пĕр-пĕрне курса кружока килчĕç. Хор çапла йĕркеленчĕ. Паянхи кун аслă класри ачасем — 20-ĕн, кĕçĕннисем вара пурте тенĕ пекех çÿреççĕ. Палăртса хăварас килет, пирĕн шкулта пур кружок-секци те тÿлевсĕр, — каласа кăтартрĕ музыка ертÿçи.
Ильинка шкулĕнчи пултарулăх ачисем районта ялан малти вырăнта. Çавăнпах ĕнтĕ пĕлтĕр вĕсен ушкăнĕ республикăри «Творческая школа» проектпа йĕркеленнĕ мероприятире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Нина Арсентьевна ачасем çĕнтерÿпе таврăнсан малалла тата ытларах хавхаланса тăрăшнине палăртать. Уйрăмах Кристина Макеева /10- мĕш класс/, Алиса Федорова /10-мĕш класс/, Юлия Чернова /9-мĕш класс/, Николай Кошкин /7-мĕш класс/ пултаруллă. 7-мĕшсем тăрăшнине те асăнса хăварчĕ вĕрентекен. Вĕсен хăйсен уйрăм ушкăн.
— Акă, кăçал вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха, ачасем вара кружока хăçан килмелле, юрлас килет теççĕ. Пĕлÿ кунĕнче — уявра — эпир ытти шкул ачине, хăнасене, вĕрентекенсене хамăр пултарулăхпа савăнтартăмăр та. Çавăнпа, тен, вĕсен юрлас кăмăлĕ уçăлсах пырать. Кружокшăн тунсăхланине палăртаççĕ. Ку, паллах, савăнтарать, ĕçлес кăмăла çĕклет, — тет музыка вĕрентекенĕ. Çуллахи каникулта та ахаль ларман вĕсем. Шкул çумĕнчи кану лагерьне çÿренĕ вăхăтра юрра-ташша маттурскерсем Нина Арсентьевнăпа концерт йĕркелесе ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Каршлăхри интернат çуртне çитсе килнĕ. Тăванĕсен, ачи-пăчисен хÿттисĕр юлнă ватă çынсен кăмăлне çĕклесе ырă ĕç тунă. Хÿтлĕх тупнă çуртри кинемей-мучипе ачасен куçĕ те шывланнă.
Пур уяв-праçникре те сцена çине тухаççĕ ачасем. Ашшĕ-амăшĕ те ачисен пултарулăхне курма хавас-çке. Çавăнпа Нина Арсентьевна шкулти мероприятисене кашни ачана хутшăнтарма тăрăшать. Пултаруллăраххисене вара район-республикăринче аталантарма ăнтăлать. Музыка та, ÿкересси пекех, пурин те пулмасть вĕт. Малалла вулас...

Елена ЛУКИНА.
Шкул архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.