Комментари хушас

6 Авăн, 2018

Кĕмĕл çумăр айĕнче пĕлÿ патнелле вĕçрĕç

Пĕрремĕш шăнкăрав та янăрарĕ. Пин-пин вĕренекен парта хушшине ларчĕ. Хăш-пĕр çĕрте пĕлÿ кунĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕчченех иртрĕ. Сăмахран, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти 5 завод («ЧАЗ», «Промтрактор», «Промтрактор- Промлит», «МИКОНТ», «СПМ» пĕрлешÿсем) пĕрремĕш класа кайма хатĕрленнĕ шăпăрлансене пысăк уява пухрĕ. Вĕсем — унта ĕçлекенсен тĕпренчĕкĕсем.

Пин-пин хăмпă айĕнче

 …Тин çеç хĕвел питтинче ташласа савăннă ачасем зала кĕчĕç. Мĕн кĕтет-ши вĕсене кунта? Акă шăпăрлансем патне «тем те пĕлекен» Незнайка тухрĕ. «2 çумне 2 хушсан миçе пулать?» — ачасене тĕрĕслерĕ хăйхи. «Тăваттă!» — пĕр харăссăн хуравларĕç пĕчĕкскерсем. «Йăнăш! 22 пулать!» — тÿрлетрĕ Незнайка. Шкула кайсан ун хуравĕ тĕрĕс пулнине ăнланасса шантарчĕ мультфильмри сăнар. (Ачасем, эсир мĕнле шухăшлатăр: Незнайка чăнах та веçех пĕлет-ши?) Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленнисен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн хаваслă ташăсем малалла тăсăлчĕç. Вăйă евĕр! Кам Незнайкăран вăйлăрах ташлать? Кунта чи çаврăнăçуллисем çеç чăтайĕç. «Арам-зам-зама» ураран ÿкиччен ташласа курнă-и? Ачасем вара çакна пурнăçларĕç. Алли-ури арман евĕрех çаврăнчĕ-çке вĕсен. Ларса канма çеç кăмăл тунăччĕ — тепĕр ташă пуçланчĕ.
Акă супăнь кăпăкĕсемпе выляма та вăхăт çитрĕ. Çав тери илемлĕ хăмпăсем! Вĕсене пăхас çеç мар, тытас та килет. Лешĕ вара тĕкĕнсенех çурăлать. Супăнь кăпăкĕн ăсти тем тĕрлине те тума пĕлет. Унран тĕтĕм те кăларать, çулăмне те чĕртет. (Вулакансем, çакна килте тумалла мар, мĕншĕн тесен çулăмпа выляма юрамасть). Шоу кăтартакан ачасене сăнанă хыççăн: «Ашкăнма юратакансем, айтăр халь пурте кăпăксене çуратпăр!» — терĕ те пин- пин хăмпă турĕ. Эх! чупрĕç ачасем вĕсене хăваласа, çÿлелле кармашса. Кăпăксене кăларса çеç ĕлкĕр — пĕчĕк алăсем вĕсене тăраничченех çурчĕç. Шкула кайичченхи юлашки кунсемпе туллин усă курчĕç шăпăрлансем.

Шкулта мĕн тăваççĕ?

Мĕн-ха вăл шкул? Мĕн тăваççĕ унта? Ача сачĕ хыççăн унта кайма хатĕр-и ачасем? Константин Воронова 5-мĕш класра вĕренекен пиччĕшĕ шкулпа паллаштарма ĕлкĕрнĕ иккен. Тен, çавăнпа арçын ачан вĕренмелли кăмăл çуралса ĕлкĕрейменччĕ-ха. Паянхи куна шухăшĕ улшăннă-ши? Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.