Комментари хушас

6 Авăн, 2018

Ачине çăлас тесе амăшĕ чÿречерен ывăтнă

Кашни шыравçă салтак виллин юлашкине е унăн медальонне тупма ĕмĕтленет. Хальхи экспедицире Илья Николаева ăннă. «Пĕр кунхине чавнă чухне пирĕн ертÿçĕ Олег Валентинович пуля тупрĕ. Ун тавралла анлăрах чавас терĕмĕр. Куç тĕлне салтак шăмми пулчĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн асăрханса малалла ĕçлерĕмĕр. Куратăп: пысăках мар хура тĕслĕ япала. Ăна илсе ертÿçе патăм. «Медальон!» — тесен пурте хĕпĕртерĕмĕр. Вăл тутăх мар, тап-тасах», — каласа кăтартрĕ Илья.

Йывăрлăх хăратман

Шупашкарти шкул ачисен «Çăлтăр» шырав отрячĕн 9 хастарĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн Смоленск облаçĕнчи Темкино районĕнчен таврăнчĕç. Вĕсем унта XX Пĕтĕм тĕнчери вĕрентÿпе хатĕрленÿ Астăвăм вахтинче пулнă. Ăна Раççейри шырав юхăмне пуçарнăранпа 30 çул çитнине халалланă. Вахта çурла уйăхĕн 11-21-мĕшĕсенче иртнĕ. Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче Шупашкарти 28, 29, 53, 61-мĕш шкулсенче 9-10-мĕш классенче вĕренекенсем кайнă.
Тĕп хулари 29-мĕш шкулта вĕренекен Мария Порфирьева, Илья Николаев, Настя Трофимова, Дима Чернышев каникул тăршшĕпех экспедицие каяс куна кĕтсе пурăннă. Вĕсене вĕренÿ çулĕ пынă чухнех систернĕ: çулла вахтăна каятпăр. 6-мĕш класранпа «Гвардеец» шырав отрядĕнче тăраканскерсемшĕн ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çул çÿрев. «Эпĕ ялта канаттăмччĕ. Шкултан шăнкăравласан çийĕнчех пуçтарăнтăм. Атте-анне питĕ пăлханчĕ, мĕнле пурăнайăр-ши тесе пăшăрханчĕ. Уйра палаткăра выртса тăрасси — хулари хăтлăх мар. Çапах ку пире хăратмарĕ. Кăсăклăх мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшрĕ. Эпир Гагарин хулинчен инçех мар вырнаçнă лагерьте пурăнтăмăр. Палаткăсене вырнаçтартăмăр. Шыв йăтрăмăр, вутă кÿтĕмĕр. Кăвайт чĕртсе апат пĕçертĕмĕр. Арçын ачасем пăтасăрах душ, «нушник» ăсталаса лартрĕç. Çил-тăвăл тухсан та тÿнсе каймарĕç вĕсем. Вăйлă çумăрсем пулкаларĕç, çапах çанталăк ăшă тăчĕ», — аса илчĕ шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренекен Настя. Малалла вулас...
 
Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.