Раççейĕн малашлăхĕ пурах, е Чăваш Ен кадет корпусне уçни

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ! Çак уяв вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă кун. Ирхине чÿречерен пăхрăм та шурă хăю çыхнă, чечек йăтнă шкул ачисене куртăм. Хăшĕсем пĕр çыхăпа çеç те çырлахман! Вĕсем 57-мĕш шкула васкаççĕ. Çумăр айĕнченех. Пĕрисем сунчăкпа, теприсем унсăрах çăвĕпе тунсăхласа çитнĕ тантăшĕсене, юратнă вĕрентекенĕсене курма хыпаланаççĕ. Пĕрремĕш класа каякансен сумкисем хăйсенчен пысăк курăнаççĕ, йĕпе пулнăран шурă колготкăсем çине пылчăк сирпĕнет.

Кĕтнĕ самант

Шкул картишĕ тулли çын. 3 уйăх çакнашкал шăв-шав пулманччĕ ирсерен. Эпĕ вара 57- мĕш шкула мар, Трактор тăвакансен культура керменĕ еннелле çул тытрăм. Ма тетĕр-и? Ара, çак кун нумай çыншăн тахçантанпах кĕтнĕ самант çитрĕ. Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ уçăлчĕ.
Малтан çумăр пĕрĕхсех тăчĕ, анчах та уяв пуçланнă çĕре пĕлĕтсем сирĕлчĕç, каярах хĕвел те йăл кулма пикенчĕ. Кадет скверĕнче халăх хĕвĕшет. Пĕрисем çĕнĕ шкул уçăлнине курма килнĕ, карта хушăкĕнчен шалта мĕн пулнине пăхса тăраççĕ, теприсем çĕнĕ скверта сăн ÿкерĕнме, уçăлса çÿреме çитнĕ.

Сумлă хăнасем

Чăваш кадет корпусне уçма нумай хăна хутшăнчĕ: РФ Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илÿпе экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ сывлăш-космос вăйĕсен тĕп командующийĕн заместителĕ Сергей Дронов генерал- лейтенант, Совет Союзĕн Геройĕн Александр Кочетовăн мăнукĕн хĕрĕ, Олимп чемпионки Аделина Сотникова, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем тата ыттисем.
Кашниех пĕлÿ кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ. «Кадет корпусне пĕтерекенсем пулас профессине малтанах палăртса хураççĕ. Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекенсен те хăйсем кам пуласса пĕлсе тăрасса шанатăп. Вăй структури, çар вĕренÿ учрежденийĕсем — шăпах вĕсем валли. Кунта ăс пухма, лайăх вĕренме тата тĕрлĕ енлĕ аталанма пĕтĕм услови пур», — сăмах илчĕ Михаил Бабич.
«Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пуçарăвĕпе пурнăçланакан пур проектăн та малашлăхĕ пысăк. Чăваш кадет корпусне «КаДетство» проекта кĕртнĕ. Яланах мирлĕ тÿпе пултăр! Кадет корпусне тăвакансене, пулăшакансене тав сăмахĕ калатăп. Кунта вĕренекенсем — çĕршывăн пуласлăхĕ. Вĕсем чăн-чăн патриотсем пулĕç», — терĕ Михаил Игнатьев.
«Паян пирĕн çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ кун. Çакнашкал илемлĕ корпус хăпартакансене тав сăмахĕ калатăп. Эпĕ хамăн тăванăма курса ĕлкĕреймен пулсан та вăл мĕн тери паттăр çын пулнине пĕлетĕп. Паян манăн куç та шывланчĕ», — хумханса калаçрĕ Аделина Сотникова.

Тупа ту тĕл пулмасан та

Уява кунта вĕренекенсем çеç мар, ача садне çÿрекенсем те, ытти шкул ачисем те килнĕ. Акă шкул çулне çитмен шăпăрлансем парада хутшăннă. Тĕслĕхрен, 78-мĕш ача садне çÿрекенсем ятарлă тум тăхăнса килнĕ. 47-мĕш шкулта кадет класĕнче вĕренекенсем те аллейăра марш утнă.
Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кивĕ Чăваш кадет корпусĕн вĕренекенĕсем те кунтах. «Эпир линейкăра тăтăмăр. Нумай сумлă хăнана куртăмăр, чылай ăшă сăмах илтрĕмĕр. Çĕршыва юрăхлă çын пулма сунчĕç вĕсем. Эпир пысăк çынсем мĕн каланине пурнăçлама хатĕр», — пĕлтерчĕ 11-мĕш класра вĕренекен Клара Живова. Малалла вулас...

Тина ФЕДОРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.