«Тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ – çутă пуласлăх»
Çапла шухăшлаççĕ «Пионер» агрофирмăра тăрăшакансем
Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирма çамрăк-ха, апла пулин те вăл халех чылай енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Акă кăçал асăннă хуçалăх районта чи малтисен ретĕнче вырма ĕçĕсене пуçăннă. Икĕ сменăпа вăй хунăран вырма вăхăтра тата ăнăçлă вĕçленнĕ. Тухăç савăнтарать: кашни гектартан вăтамран — 45 центнер. Пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах.
Ырă тĕслĕх кăтартать
«Кĕрхи тулă уйрăмах тухăçлă пулчĕ: 1 гектартан 52-58 центнер таранах тухрĕ. Кăçал тырă типĕ кĕчĕ», — каласа кăтартрĕ агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Вячеслав Михайлов. Ăнса пулнă тыр-пула хальхи йышши çĕнĕ складсене хунă: вĕсене пĕлтĕр тата кăçал хăпартнă. Кăçалах тырă типĕтекен комплекса та хута янă, унăн хăвачĕ — пĕр сехетре 20 тонна.
«Пионер» агрофирмăна икĕ çул каялла çак ялтах — Çĕнĕ Шелттемре — çуралса ÿснĕ Николай Николаев йĕркеленĕ. Фармацевтика тытăмĕнче тăрăшнăскер тăван тăрăхра çĕр ĕçĕпе ĕçлеме шухăш тытнă. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултарать çав. Николай Германович тăрăшнипех ĕнтĕ «Пионер» агрофирма кĕске тапхăртах ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан хуçалăхсен йышне кĕме пултарнă.
Агрофирма Канаш районĕнчине çеç мар, Йĕпреç тăрăхĕнчи темиçе çул акман-лартман çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртет. Тахçан хыт хура ашкăрнă 1,5 пин гектар лаптăкра халь тĕрлĕ культура лартса çитĕнтереççĕ. Кăçал акакан çĕрсен лаптăкне 6,3 хут ÿстернĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 482 гектар çинче туса илнĕ: пĕлтĕрхинчен 15 хут нумайрах! Хуçалăх техника культурисене те çитĕнтерет. Производствăра çĕнĕлĕхсемпе усă курать, малта пыракан меслетсемпе технологисене ĕçе кĕртет.
Çĕрпе тухăçлă ĕçлемешкĕн агрофирма çĕнĕ йышши хăватлă техника туянать. Унăн ĕçне тĕрĕслесех тăраççĕ, çав шутрах — компьютер программисемпе усă курса та. Тĕслĕхрен, техника çак самантра ăçта ĕçленине пăхма-сăнама май пур. Унсăр пуçне комбайнсем çине çирĕплетнĕ ятарлă датчиксем топливо шайне, бункерсем тулса çитнине кăтартаççĕ.
Хуçалăхăн тырă склачĕсем çеç мар, минерал удобренийĕсен управĕсем те пур. Заправка станцийĕ те хăйĕн. Аякран ĕçлеме килекенсем валли общежити хăтланă. Ăна «Тракторист» ят панă. Столовăйра питĕ тутлă çитереççĕ. Агрофирмăн утар та пур. 16 лаша усраççĕ, вĕсен шутне татах пысăклатасшăн. Çывăх вăхăтра вăрлăх туса илес тата сутас енĕпе ĕçлеме пуçласшăн. Пурăна киле выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетесшĕн, ку енĕпе проектсем хатĕр ĕнтĕ.
Ытти районтан та çÿреççĕ
Çĕнĕ Шелттемре «Пионер» агрофирма йĕркеленнĕшĕн унта пурăнакансем çеç мар, юнашар тата çывăхри ялсенчи çынсем те савăннă: çĕнĕ ĕç вырăнĕсем сĕнет-çке вăл. Чи пахи — çынсем пысăк хуласене кайса çÿремесĕрех, чăваш ялĕнче вăй хурсах лайăх ĕç укçи илме пултарни.
«Хамăн ĕç питĕ килĕшет мана. Ĕçлес те ĕçлес килет. Пирĕн хуçалăхăн ертÿçисем питĕ лайăх», — чунне уçрĕ водительсен бригадирĕ Владимир Иванов. Ял хуçалăх тытăмĕнче тахçантанпах вăй хураканскерĕн танлаштармалăх пурах çав. Пысăк опытлăскер ĕç вăрттăнлăхĕсемпе çамрăксене те паллаштарать.
«Мана кунта çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа ĕçлеме май пурри илĕртет», — пытармарĕ Иван Иванов механизатор. Çуркуннепе кĕркунне трактор рулĕ умне ларать вăл, çулла опрыскивательпе ĕçлет, вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалне тытать. Иван Васильевич ĕçе кÿршĕ ялтан çÿрет. Малтан хăйсен патĕнчи хуçалăхра агрономра, унтан чăх-чĕп фабрикинче вăй хунăскер: «Эпĕ кунта хама тупрăм», — тет.
Çемьерен иккĕн ĕçлекенсем те пур. Тĕслĕхрен, Васильевсем, ашшĕпе ывăлĕ. «Эпир малтан Çурçĕрте пурăннă, нумаях пулмасть куçса килтĕмĕр. Çуркунне «Пионер» агрофирмăна вырнаçрăм. Атте Сергей Александрович кунта шоферта тăрăшать. Ĕç условийĕсемпе питĕ кăмăллă эпир, шалу та лайăх. Тăван çĕр çинче ĕçлеме килĕшет. Кунта çамрăксем татах пур, çавăнпа кичем мар», — каласа кăтартрĕ Константин Васильев механизатор.
Виталий тата Сергей Кирилловсем вара кунта Елчĕк районĕнчен çÿреççĕ. Эпир хуçалăхра пулнă кун Виталий Никандрович «Кировец» тракторпа ĕçлетчĕ, 2-мĕш сменăна ывăлĕ Сергей килет иккен. 30 çула çитмен çамрăк малтан Шупашкарта ĕçленĕ, «Пионера» пĕлтĕр кĕркунне вырнаçнă. Условисем лайăххине кура кăçал ашшĕ те агрофирмăра вăй хума тытăннă. «Иккĕшĕ те маттур, тăрăшуллă. Сергей тракторпа та, комбайнпа та ĕçлет. Çамрăк пулсан та ÿркенмест, ашшĕ те вĕрентсе пырать. Каччă кăçал комбайнпа тырă пуринчен нумайрах çапса тĕшĕлерĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ ĕç тăвакан директор.
Çапла, «Пионер» агрофирмăра тăрăшакансем лайăх çĕрте ĕçленĕшĕн те, тивĕçлĕ шалу илнĕшĕн те савăнаççĕ. Ыранхи куншăн пăшăрханмаççĕ вĕсем, пуласлăхĕ çутă пулассине ĕненеççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал утă уйăхĕнче «Пионер» хуçалăх ĕçĕпе паллашнă хыççăн унăн ертÿçине Николай Николаева ĕçе пĕлсе йĕркеленĕшĕн тата агрофирмăра яваплăха туйса ертсе пынăшăн тав тунă. Хуçалăха çапла ертсе пыни ял çамрăкĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртнă.
Комментари хушас