Пĕлмен вăрмана пĕччен ан кай кăмпана

13 Авăн, 2018

Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Энтриел ялĕнче усал хыпар сарăлнă. 78-ти Юрий Скрипачев вăрмана кайнă та таврăнман. Тăванĕсем ватă çынна шырама тухнă — тупайман. Йĕрке хуралçисене чĕнме тивнĕ. Юрий Викторович тепĕр кунне тупăннă. Пĕр талăк шывсăр тата апатсăр пурăннăскер ывăннă, вăйсăрланнă.

Вăрăм туна тапăннă

Пурнăç тути-масине астивнĕ Юрий Викторович ÿсĕмне кура мар правур. Уяр та янкăр кунпа усă курас тесе кăнтăрла хыççăн вăрмана кайнă. Шăпах хура çырла пиçнĕ. Сиплĕскере пухнă чухне ватă çын кĕсйинчен телефон тухса ÿкнине сисмен. Çÿресен-çÿресен вăл аташса кайнă. Тăванĕсем патне шăнкăравлас тенĕ — телефон çук. Кĕçех тавралăх тĕттĕмленнĕ.
«Çамрăк чухне вăрманта пĕрре мар çĕр каçнă. Çумра пуртăпа çĕçĕ пурччĕ. Пачах та шикленмерĕм. Вăрăм тунасенчен çеç хăтăлаймарăм, çыртса пĕтерчĕç», — аса илчĕ ватă çын «çул çÿреве». Çухалнăскер ирхине вăраннă та хĕвел тăрăх çул шыранă. Пăлханнă тăванĕсем ăна кĕтсе илнĕ, медицина ĕçченне чĕннĕ. Шурă халатли лăплантарма васканă, сывах!
Ватă çын çухалнă телефонне шыранă, анчах тупайман… Ĕмĕрĕпе совхозра агрономра тăрăшнăскере Чалдон ятлă йытă шырама пулăшнă. ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Юрий Скрипачева ялтан пилĕк çухрăмри вăрман катинче тĕл пулнă. «Ял халăхĕ умĕнче намăс. Тепĕр чухне вăрманта çамрăк çын та аташать-ха та…» — терĕ Юрий Викторович шухăшлăн. Çакăн хыççăн вăл пĕрех вăрмантан сивĕнмен, темиçе хутчен те унта çитнĕ.

Тилĕ, кашкăр та пур

Çырла, кăмпа пуçтаракансен палламан вăрманти хăрушсăрлăх пирки пĕр самант та манмалла мар. Шел те, çынсем çухалнă тĕслĕх пирĕн республикăра тăтăш тĕл пулать. Сăмахран, авăнăн 1-мĕшĕнче Атăл леш енче Шупашкарта пурăнакан икĕ арçынпа пĕр хĕрарăм киле çул тупайман. Вĕсем хăйсемех çăлавçăсем патне шăнкăравланă. Мари Эл вăрманне шур çырли пухма кайнăскерсене малтан чарăннă вырăнтан 12 çухрăмра тупнă. Шырав 7 сехет пынă.
Пĕлтĕр утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Кĕсерпуçĕнче пурăнакан арçын вăрманта çухалнă. 65-рискере полици ĕçченĕсем йытăпа шыранă, ир енне тупнă.
Кăмпа ăнса пулнă çул шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем вăрмансенчен тухмаççĕ темелле. Малалла вулас...

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.