Троллейбус майри
Маруç – троллейбус кондукторĕ. Ĕçĕ çăкăр çукран пашалу тенĕ пек кăна-ха ĕнтĕ: урăх ниçтах та йăпăр-япăр вырăн тупайман пирки çеç кÿлĕнме тиврĕ сумсăр çак ĕçе. Хырăм кулленех – кунне виçĕ хутран кая мар-ха тата! – выçса аптăратман тăк, пуçне çак «йăлмака» пырса чикес çукчĕ те вĕт. Вăхăтлăха тесе вырнаçрĕ те – виçĕ çул та иртсе кайрĕ унтанпа. Сумсăр пулмасăр, сумсăрах ĕнтĕ кондукторта çÿресси: кашни-пĕри, ÿркенменни, урлă куçпа пăхать, кирлех пулсан – хар-р кăшкăрать йытăлла, транспортра ярăннăшăн укçа тÿлеме ыйтсан мĕн кăна хăтланса кăтартмаççĕ-ши тата!..





«Хресчен ÿтне тар каснă» тесе ахальтен каламан пулĕ мăн асаттесемпе асаннесем. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ, «Алран кайми аки-сухи» тесе юрланă. Ахальтен мар Н.П. Кузьмин тăван енрен аякра пулсан та çакна тĕпе хурса пурăнать.








