Archive - 28 Apr, 2018

Date
Type

Красноярск чăвашĕсем Иван Яковлев Аслă вĕрентекен ячĕпе пысăк уяв йĕркелерĕç. Районсемпе хуласенчен юрра-ташша ăста хăнасем килсе çитрĕç.

Тĕп хулара иртекен Çуркуннепе Ĕç уявĕн программи самай пуян. Йăлана кĕнĕ пекех, савăнăçлă мероприятисен ярăмне халăх Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе утни уçĕ. Общество организацийĕсен, тĕрлĕ предприяти- учреждени ĕçченĕсем, çамрăксем хутшăннипе йĕркеленекен колоннăсене вĕрсе калакан оркестр ертсе пырĕ. Хулан кашни районĕнчен пухăнакан ушкăнсем В.Чапаев скверĕнче 9 сехетре тĕл пулĕç. Ленин проспектĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити тăсăлакан хаваслă марш 10 сехетре пуçланĕ.

«Кристина Нестеровăпа Данил Егорова палларăр-и? Вĕсем — пĕчĕк Нарспипе Сетнер — Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уçнăччĕ», — пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнчен килнĕ Вера Еремеева. Çав самант, чăн та, тÿрех куç умне тухрĕ. Данил Егоров, тĕслĕхрен, çак конкурсра I степень лауреачĕ ята 4-мĕш хут тивĕçрĕ. Кăçал Николай Исмуковăн «Лаштра юман» сăввипе жюри членĕсене тыткăнларĕ вăл. Ятарласах ентешĕн сăввине суйланине те пытармарĕç конкурса килнисем.

Реклама тарăхтарса çитерчĕ-и? Çапла пулмасăр! Телевизор вĕçĕмсĕр тĕрлĕ эмеле мухтани, хĕрарăмсемшĕн мĕнле, каçарăр, прокладка лайăхрах пулни, ытти пирки шавлани çитмест — телефонпа та татти-сыпписĕр СМС килет. Юлашки вăхăтра вара хăйсен таварне, пулăшу ĕçĕсене сĕнекенсем шăнкăравласах чăрмантарма пуçларĕç…

«Вăрман — çĕр-аннемĕр ÿпки», — вĕрентнĕ пире мĕн ачаран. Йывăç-курăк пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăккине ăша хывса çитĕннĕ эпир. Вăрман лартмалли куна нумай çĕршывра паллă тăваççĕ. Уяв çамрăк хунав лартассипе, вăрман-катана тасатассипе çыхăннă.
Çак кун совет тапхăрĕнчех экологи чи пысăк уявĕсенчен пĕри пулса тăнă. Вăрман лартас ĕçе шкул ачисене явăçтарасси вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче йăлана кĕнĕ. Раççейре ку акци ака-çу уйăхĕсенче иртет. Унта ватти те, вĕтти те хутшăнать.