Сăвă çаврăмĕсем
Телей çути çутаттăр чунăрта!
Кĕвви Юрий Кудаковăн
Сăвви Лидия Филиппован
Кун-çулăм, сисĕнмесĕр
эс иртетĕн.
Кун хыççăн кун
вĕçет вĕçсĕрлĕхе.
Кашни кунран
çĕнĕлĕхсем кĕтетĕн,
Кулса кĕтсе
илен кĕтменлĕхе.
Хушса юрламалли:
Юратăр çирĕмре те,
вăтăрта та,
Юратăр аллăра та
утмăлта!
Кун-çул сакки
кунран-кун анлăлантăр,
Телей çути çутаттăр
чунăрта.
Хушса юрламалли:
Кун-çулăм, ан васка!
Çумрах çÿретĕн —
Туятăп кунсерен
сан хăватна.
Ырри, усалĕ —
пурте пур, пĕлетĕн,
Кăштах чакарăн, тен,
кăралăхна?
Хушса юрламалли.
Кун-çулăм, мĕншĕн-ши
пĕччен çÿретĕн?
Парсам пире
тĕнче ачашлăхне.
Пĕрле пулсан —
вĕçсĕрлĕхе вĕçетĕн
Чунпа туйса
вĕçев асамлăхне.
Хушса юрламалли.
Лидия САРИНЕ
Юлатпăрах çак тĕнчере
Манмастăпах сана:
тăван чĕлхем.
Тĕнче хĕрне çитсессĕн те,
пĕлсем,
Тăван сăмах, тек çук
унран пахи,
Мĕн-ма тесен, вăл маншăн —
чи хакли.
Нихçан эс канăç тупас çук
ютра.
Сăпайлăхăм, сипетлĕхĕм
юнпа.
Чăваш чĕлхи ман асăмра
пурнать,
Чăваш тĕнчи хăй еннелле
туртать.
Чăваш! Чăваш! Хăв чĕлхÿне
упра.
Истори пирĕн —
ĕмĕрлĕх тупра.
Пин-пин çултан та пурăн
чĕрере,
Вара… юлатпăрах
çак тĕнчере!