Комментари хушас

20 Ака, 2018

Троллейбус майри

Маруç – троллейбус кондукторĕ. Ĕçĕ çăкăр çукран пашалу тенĕ пек кăна-ха ĕнтĕ: урăх ниçтах та йăпăр-япăр вырăн тупайман пирки çеç кÿлĕнме тиврĕ сумсăр çак ĕçе. Хырăм кулленех – кунне виçĕ хутран кая мар-ха тата! – выçса аптăратман тăк, пуçне çак «йăлмака» пырса чикес çукчĕ те вĕт. Вăхăтлăха тесе вырнаçрĕ те – виçĕ çул та иртсе кайрĕ унтанпа. Сумсăр пулмасăр, сумсăрах ĕнтĕ кондукторта çÿресси: кашни-пĕри, ÿркенменни, урлă куçпа пăхать, кирлех пулсан – хар-р кăшкăрать йытăлла, транспортра ярăннăшăн укçа тÿлеме ыйтсан мĕн кăна хăтланса кăтартмаççĕ-ши тата!.. Этемĕн шалти ăш-чиккине тавăрса пăхма çук теççĕ те – Маруçăн çакăнпа килĕшесех килмест: кондукторпа хĕремесленсех тавлашакан-ятлаçакан е ăна улталатăп тесе шутлакан пассажирăн пытарăнчăк кăмăлĕ кĕрĕк çанни евĕрлех таврăнса тухать тепĕр чух.
...Ун чухне Маруç кондукторта ĕçлеме тин кăна пуçланăччĕ-ха, те çавăнпа уйрăмах асра юлнă вара, кайран та унашкал тĕркĕшÿсем теçеткипех пулса иртнĕ ĕнтĕ, анчах пирвайхи манăçмасть иккен...
Пассажирсен хушшипе пĕтĕм вăйне пухса хирĕнсе иртрĕ те Маруç анчахрах салона кĕрсе тăнă каччăпа хĕр тĕлĕнче чарăнчĕ.
– Сирĕн мĕн, çамрăксем, проездной-и? Кăтартăр... – ыйтрĕ хайхискер.
Хĕр-упраçĕ сăмах вакласа тăмарĕ – уйăхлăха туяннă билетне йăпăр-япăр кăларса кăтартрĕ. Йĕкĕтĕн вара хăлхи мăкланнă тейĕн. Мăкланнă пулмасăр: темле ăпăр-тапăрпа пăкăласа хунă та хăлхине, хам патшалăхра хам хуçа тенĕн, никама-нимĕне курмасăр- илтмесĕр пуçне лăнкки-ланкки суллантарса тăрать – кĕвĕ çеммипе киленет пулать ĕнтĕ. Шутласан, Маруçăн ывăлĕнчен ку çамрăк шутсăр нумаях та аслă мар-тăр ĕнтĕ. Те çавăнпа хĕрарăм ăна-кăна ытла йÿпсĕнмесĕрех хăйĕн ывăлне тилмĕрнĕн тепĕр хут ыйтрĕ – каччăна тинех чун кĕчĕ пулĕ-и, кăвак кĕленче пек куçне кондуктор çинелле тĕллерĕ. Ай Турă, çырлах! Пĕр-пĕр хурт-кăпшанкăна асăрхарĕ тейĕн çав. Яра кун çын хушшинче хĕвĕшсе çÿресе ахаль те ывăннăччĕ Маруç, çак пăр катрамĕ евĕр сивĕ те чунсăр кăвак куçа, йĕрĕнсе пăхакан куçа курнипе пушшех хал пĕтсе килнĕ пек туйăнчĕ.
– Че-е уставилась, дура?.. Я показал уже, проездной у меня...
Пуç тÿпинчен ура тупанне çити лапăрчăк шывпа чÿшкĕнтерчĕç тейĕн Маруçа. Çамрăк-çке, ытла çамрăк хăйĕн амăшĕ çулĕнчи хĕрарăмпа çапла хăр-хар перкелешме! Вара чĕлхи çине хăй тĕллĕнех
килнине шарламасăр ирттереймерĕ хĕрарăм, тата парăнас килменни те вĕскĕртрĕ пулинех.
– Ай-уй, аннÿ çулĕнчи çынпа еплерех калаçатăн эсĕ, ывăлăм? – ÿпкевлĕ тухрĕç ун сăмахĕсем. – Кăтартман эсĕ мана нимĕнле проездной та, ан суеçтер...
Çакна илтсен каччă çăвăр автан майлах сиксе ÿкрĕ – ăш-чикки хайхискерĕн ним пытарăнми тавăрăнса тухрĕ, – йĕкĕтĕн хутлă-хутлă сăмахĕсене илтсен çумĕнче тăракан хĕр те пăтăр-пăтăр хĕрелсе кайрĕ. Маруç ун çине пăхса хăйĕн вун тăваттăри хĕрачине аса илчĕ те çав таранччен шеллесе кайрĕ çакскере. Вара хăйне кÿрентернĕ çăвăр автан пирки манса кайсах хайхи йĕкĕт çинелле пуçне сĕлтрĕ те хĕрачана çапла каларĕ:
– Вăт куртăна, хĕрĕм, мĕнлерехскер вăл? Турă сана шелленĕрен ятарласа кăтартрĕ пулĕ-ха çакна. Кунашкал услапа çывăха яма мар, çухрăмран тармалла унран. Çыннăн ăш-чикки икĕ тĕрлĕ пулмасть, пурăна-киле сана та çав сăмахсемпех хăртма пуçлать акă...
Смена вĕçленессе аран-аран кĕтсе илнĕччĕ çавăн чух Маруç – ĕçлев вăхăчĕн, Мăнкун типпи пекех, пăхса вĕçĕ курăнмассăн туйăннăччĕ ăна. Çынпа харкашни ытла та вăя хавшатать-мĕн. Тата çакна та асăрхарĕ хĕрарăм – пĕрре шалти тÿлеклĕхе çухатнăскер, ытти пассажирсемпе шăртти-марттирех калаçкаларĕ, укçа шутласа билет татса панă чухне те хăйне робот евĕр тыткаланине туйрĕ. Ак епле иккен вăл, усал витĕмĕ...
Пĕр япалана ăнланмасть Маруç: мĕншĕн хăш-пĕр çынсем автобус- троллейбуса кĕрсен тÿлессине е уйăхлăх билетне кăларса кăтартассине хăйсене хытă кÿрентерни вырăннех хураççĕ? Лавккана-мĕне тавар туянма кĕрсен кам та пулин укçа тÿлеме килĕшмесĕр турткалашса тăнине нихçан та курман Маруç, транспортра та çаплах пулмалла мар-им-ха çакă? Тата кондуктор хăй валли нухрат пуçтарать-им? Ĕçри çын кăна-çке вăл, шкулти вĕрентекен пек, пульницари тухтăр пек, лавккари сутуçă пек хăйĕн ĕçне пурнăçлакан ахаль çын çеç вăл – «троллейбус майри». Пĕр карма çăварĕ çапларах çавăрттарса хунăччĕ те тахçан, анчах Маруç яланах троллейбус майри те пулман-ха...
Аслă шкул пĕтернĕччĕ Маруç. Университетра истори факультетĕнчен вĕренсе тухнăскерĕн малашлăхĕ шкулпа е пĕр-пĕр архив-музей ĕçĕпе çыхăнмаллаччĕ пулинех. Анчах пĕрре те ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмарĕ. Хуларах тĕпленме шутланăскер малтан хăйĕн профессийĕпе ĕç вырăнĕ тупаймасăр хăшкăлчĕ, унтан ĕçне те тупрĕ темелле – пурăнмалли çукки аптăратрĕ. Пĕр- пĕр кĕтес тупăнасса шанса çемьеллĕ аппăшĕн хваттерĕнче хĕсĕнкелесе пурăнатчĕ Маруç. Вара аппăшех, заводра ĕçлекенскер, уççи-хуппине мая килтерме пулăшрĕ йăмăкне. Завод общежитийĕнче комендантăн ĕç вырăнĕ пушаннă-мĕн, аслă пĕлÿллĕ Маруçа илеççех, пурăнмалли пÿлĕмĕ те янтă. Çапла дипломлă историк хăй сисмесĕрех тенĕ пек рабочисем пурăнакан общежитин коменданчĕ пулса тăчĕ те самаях пысăк пÿлĕмре пурăнма пуçларĕ.
Пачах кĕтмен-туман çул-йĕрпе чуптара пачĕ вара Маруçăн пурнăç урапийĕ. Те çавăн чух, хĕр историк пулас ĕмĕтне хăварса комендант пулма çураçнă чух, кустăрма сакăлтана лекнипе урапа чалăшса кайнă евĕр ăраскалĕ урăх йĕр çине кĕрсе кайрĕ вара унăн, анчах çирĕм çул ытла общежити тĕнчипе пурăннă Маруç хăйĕн ĕçĕпе ни ытлашши савăнма пĕлмерĕ, ни чунĕ çырлахнине туймарĕ. Тĕрĕссипе вăл çак ĕçе ăнсăртран такам вырăнне килсе лекнĕ пек те, халь-халь çав такам килсе «пушат ман вырăна» тесе калассăнах туйса пурăнчĕ. Малтанхи çулсенче хăйне хăй вăхăтлăх ĕçлетĕп тесе йăпаткалатчĕ-ха, пурăнмалли урăх кĕтеспе чуна килĕшнĕ ĕç вырăнĕ тупатăп та пăрахса каятăп текелетчĕ. Анчах çулсем иртнĕ май качча кайса ача-пăчаллă та пулчĕ, Маруç вара комендант ĕçне, пĕр хăнăхнăскерне, чунтан килĕштерсе килĕштереймерĕ, пăрахма та пултараймарĕ. Юратман çынпа ăнсăртран пĕрлешнине шăла çыртса чăтнă евĕр тÿсрĕ хăй ĕçне комендант. Тен, çавăнпах та пулĕ, темиçе çул каялла общежити çурчĕ хула администрацийĕн аллине куçса хăйĕн хальхи статусне çухатать те малашне муниципаллă пурăнмалли çурт шутне кĕрет текен хыпара илтсен Маруç ытлашши кулянма та пĕлмерĕ. Маллла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.