Елен НАРПИ.

20 Ака, 2018

Троллейбус майри

Маруç – троллейбус кондукторĕ. Ĕçĕ çăкăр çукран пашалу тенĕ пек кăна-ха ĕнтĕ: урăх ниçтах та йăпăр-япăр вырăн тупайман пирки çеç кÿлĕнме тиврĕ сумсăр çак ĕçе. Хырăм кулленех – кунне виçĕ хутран кая мар-ха тата! – выçса аптăратман тăк, пуçне çак «йăлмака» пырса чикес çукчĕ те вĕт. Вăхăтлăха тесе вырнаçрĕ те – виçĕ çул та иртсе кайрĕ унтанпа. Сумсăр пулмасăр, сумсăрах ĕнтĕ кондукторта çÿресси: кашни-пĕри, ÿркенменни, урлă куçпа пăхать, кирлех пулсан – хар-р кăшкăрать йытăлла, транспортра ярăннăшăн укçа тÿлеме ыйтсан мĕн кăна хăтланса кăтартмаççĕ-ши тата!..