Газ кăмакине пăхса тăнăшăн тÿлемелле
Сывлăх сунатăп, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем! Нумай çырма халăм çук, сирĕн те ытлашши вулама вăхăт пулас çук, каçарăр.
Эпĕ, 90 çула çывхаракан çын, темĕн те пĕр курса ирттертĕм ĕнтĕ. Газовиксен ĕçĕнчен тĕлĕнсе çав тери пăшăрханнипе çыратăп.
Тем ăнăçсăр пулчĕ-ши? Газ кĕртнĕренпе 19 çул хушшинче кăмакана 3 хутчен улăштарма лекрĕ. Газовик «вăхăт çук-ха» тенĕрен ачасем хăйсемех кăмакана вырнаçтарса газ чĕртсе хăварчĕç: манăн ывăл ку ĕçе ăнланать. Кăмака улăштарнă хыççăн 2 е 3 уйăхран килсе ун алăкне уçса пăхнăшăн 800 тенкĕ тÿлеттереççĕ.