Archive - 1 Пуш, 2018

1 Пуш, 2018

Çĕнтерессине пĕлсех пурнăçларăм ĕçе

11-мĕш класра вĕренекен Кристина Григорьева Шупашкара Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчен çитнĕ. Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ чăваш чĕлхи олимпиадинче пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

1 Пуш, 2018

Пуçлăх аллинчен — свидетельство

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнче социаллă экономикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

1 Пуш, 2018

Хоккей лигине аталантарасшăн

Чăваш Енре ачасене спортпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас ĕçе аван пурнăçлаççĕ. Çыннăн пуласлăхĕ ачалăхран килет-çке.

Шупашкарта хоккей лиги вăй илсе пырать. Кăçал хĕллехи 23-мĕш Олимпиадăра Раççей хоккеисчĕсем çĕнтерни çитĕнекен ăрăва пушшех те хавхалантарать.

1 Пуш, 2018

Чи пысăк пуянлăх

Чăваш халăхĕн культурине, чĕлхине упрама ачаран хăнăхмалла. Çавăнпа та ача сачĕн ĕçченĕсен нумай тăрăшмалла. Йăла-йĕркене вĕрентессинче те воспитательсен тÿпи пысăк.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче тĕнчере Тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. 78-мĕш ача садне çÿрекен шăпăрлансем Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн студенчĕсемпе пĕрле çак куна уявларĕç.

1 Пуш, 2018

Чăвашла ăнлантарма мĕншĕн йывăр?

Нарăсăн 21-мĕшĕнче пирĕн ял тăрăхĕнче пуху иртрĕ. Ишек, Кипеккасси, Хура Çырма ялĕсенче пурăнакансем культурăпа вĕрентÿ центрне пуçтарăнчĕç. Халăх нумаях марччĕ.

Pages