Archive - 19 Пуш, 2018

19 Пуш, 2018

"Вести Чувашии", (№ 10 (1581)) от 17 марта 2018 года

19 Пуш, 2018

Йăлтах юратупа çыхăннă: ĕç, çемье, куракан

Чăваш халăх артистки Светлана Савельева театра юратакансене хĕрĕх çул ытла хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнлать-тĕлĕнтерет. Çак вăхăтра спектакльсенче 90 сăнар калăпланă вăл. Кинора ÿкерĕннине шутласан çак хисеп 100-тен те иртет.

19 Пуш, 2018

Ал çырăвĕсем музейре упранаççĕ

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çырăнса илетпĕр, юратса вулатпăр. Кăларăм тусĕсене паллă ентешĕмĕр Ираида Петрова /Нарс/ çинчен каласа кăтартас килет. Çыравçăн е сăвăçăн шалти тĕнчине ăнланса илмешкĕн унăн кун-çулĕпе паллашмалла.

19 Пуш, 2018

Газ кăмакине пăхса тăнăшăн тÿлемелле

Сывлăх сунатăп, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем! Нумай çырма халăм çук, сирĕн те ытлашши вулама вăхăт пулас çук, каçарăр.
Эпĕ, 90 çула çывхаракан çын, темĕн те пĕр курса ирттертĕм ĕнтĕ. Газовиксен ĕçĕнчен тĕлĕнсе çав тери пăшăрханнипе çыратăп.
Тем ăнăçсăр пулчĕ-ши? Газ кĕртнĕренпе 19 çул хушшинче кăмакана 3 хутчен улăштарма лекрĕ. Газовик «вăхăт çук-ха» тенĕрен ачасем хăйсемех кăмакана вырнаçтарса газ чĕртсе хăварчĕç: манăн ывăл ку ĕçе ăнланать. Кăмака улăштарнă хыççăн 2 е 3 уйăхран килсе ун алăкне уçса пăхнăшăн 800 тенкĕ тÿлеттереççĕ.

19 Пуш, 2018

Ача çеç пулсан та…

Хурланса та кулянса сивĕ хĕл иртсен, сарă хĕвел шăратса пăхсан, шăнкăр-шăнкăр шыв юхтарса, симĕс курăк шăтарса, таврана илем кÿрсе ырă çуркунне çывхарнă вăхăтра килнĕ çут тĕнчене анне — Анастасия Александрова. Тĕлĕнмелле те, çывăх çыннăмсем иккĕшĕ те пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Шел, вăл пиртен 1971 çултах уйрăлса кайрĕ.
Куккасемпе аппасем ачаллах çĕре кĕнĕ. Кукамай аннене çеç сыватса-сыхласа хăварма пултарнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ Наçтук. Саккăр тултаричченех çăм, сÿс арлама, чăлха-нуски çыхма вĕреннĕ. Хĕр 11 çула çитсен салтак-ашшĕ вилнĕ.