Йăлтах юратупа çыхăннă: ĕç, çемье, куракан

19 Пуш, 2018

Чăваш халăх артистки Светлана Савельева театра юратакансене хĕрĕх çул ытла хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнлать-тĕлĕнтерет. Çак вăхăтра спектакльсенче 90 сăнар калăпланă вăл. Кинора ÿкерĕннине шутласан çак хисеп 100-тен те иртет. Пĕлетĕр-и, Етĕрне район хĕрĕ уйăхĕ-уйăхĕпе гастрольте çÿренĕ вăхăтра сцена çинчен кайса диктора вырнаçас шухăш патнех çитнĕ. Ун чухне пĕчĕк ывăлне ура çине тăратасси канăç паман амăшне. «Вăрланă телей» драмăри /Иван Франко/ Анна: «Эс кайсан мана кам сан пек вылĕ?» — тесе тытса чарчĕ. Ăна пиччĕшĕсем савнийĕнчен улталаса уйăраççĕ, тарçа качча параççĕ. Кайран Михайло килсе кĕрсен юрату çĕнĕрен вăранать... Тарăн туйăмлă сăнарччĕ вăл. Унашкалли татах нумай: Çăлтăрпи /«Шуйттан чури», Ухсай Яккăвĕ/, Еля /«Пирĕн телей çавнашкал», Ефрем Еллиев/, Пиневер /«Урасмет», Борис Чиндыков/... — каласа кăтартать артистка.

Нумаях пулмасть Светлана Рюриковнăна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче тата Етĕрне районĕнчи Лапракасси клубĕнче ĕçтешĕсем, ентешĕсем, кураканĕсем паллă кун ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Манăçми юлташсен юррисем

Светлана Рюриковна, сирĕн ĕç кĕнеки 1979 çулта çырăнма пуçланă. Эсир вара сцена çине маларах тухнă.
— 1975 çулта К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн студине вĕренме илнĕччĕ. Ун чухне «Кушар» /Петр Осипов/, «Хура çăкăр» /Илпек Микулайĕ/ спектакльсенче массăллă сценăсене хутшăнтарнăччĕ пире. Сезон вĕçленсен артистсем гастрольсене кайрĕç. Шăпах çавăн чухне му-зыка училищи çумĕнче Çамрăксен театрĕ валли ятарлă курс йĕркелерĕç. Эпир, аптăраса тăрса юлнă 7 çамрăк, çавăнта вĕренме пуçларăмăр.
«Кушар» спектакле курмашкăн аттепе аннене те чĕнтĕм. Вĕсен 16-ри хĕрĕ республикăн юпаллă театр сцени çинче çÿрет вĕт. Спектакль вĕçленсен пуç тайнă вăхăтра залра çывăх çынсем алă çĕкленине куртăм. Эпĕ те вĕсене хирĕç алă султăм. Мĕнешкел телейлĕччĕ эпир çав самантра.
1979 çултанпа — Çамрăксен театрĕн йышĕнче. «Йĕркеллĕ çын кăна пĕр вырăнта çавăн чухлĕ ĕçлеме пултарать», — чăнласа та, шÿтлесе те калатăп вара хăш чухне.
Театрта ăсталăха туптанă вăхăтрах радиопа «Ăраскал» кăларăма 17 çул ертсе пытăм. Итлекенсенчен куллен 200-шер çыру илеттĕмĕр. Вĕсем хăйсен шăпи, чун ыратăвĕ çинчен çыратчĕç. «Ăраскалпа» çыхăннăран республика çамрăкĕсен чĕре таппипе пĕр тан тапса тăнăн туйăнатчĕ. Отпуск вăхăтĕнче ялта пурăннă вăхăтра аннене: «Ăраскала» кайса чуна тултарса килем», — теттĕм. Тĕрлĕ çыннăн нуши-тертне, телейне хам витĕр кăларнă. Унсăр пуçне дикторсем отпуска кайсан вĕсен вырăнне ĕçлеттĕм, уçă эфира тухаттăм.
Хăвăр ÿкерĕннĕ спектакль, илемлĕ фильм дискĕсене пăхатăр-и?
— Ватăлса çитсен, ĕçшĕн тунсăхласан ярса пăхăп. Хальлĕхе — вăхăт çук. Вĕсем йăлтах килти архивра упранаççĕ.
«Кăлаткăри юрату» илемлĕ фильма, тĕслĕхрен, Сарă ту облаçĕнче ÿкернĕ. Гастрольсене тăтăш тухса çÿретĕр. Йăхташăмăрсемпе туслашнă-и?
— Сарă ту облаçĕнче пире çав тери лайăх кĕтсе илчĕç. «Нарспи» кинопоэмăн пĕрремĕш пайне Пушкăртстанри Слакпуçĕнче ÿкертĕмĕр.
Нумаях пулмасть Пушкăртстанри Пишпÿлек районне кайса килтĕмĕр. Унта театр тусĕпе, «Шурă хурăн» ансамбль ертÿçипе Валентина Ивановăпа, курнăçрăмăр. Çав тăрăхран чуна килĕшекен мĕн чухлĕ юрă илсе килтĕмĕр. Республика тулашĕнче манăçми нумай юлташ пурăнать.

Арçынсем ун хутне кĕнĕ

Юбилей каçĕнче эсир «Шупашкарти савни 20 çул иртсен» спектакльти Лисук сăнарĕпе сцена çине тухрăр. Мĕнле роль вăл сирĕншĕн?
— Çак спектакльти сăнарсем пирĕнпе пĕрле 20 çул пурăнаççĕ. Çĕнĕрен ĕçлеме пуçларăмăр та — чунри Лисук вăранчĕ. Халĕ ывăлне авлантарать вăл.
Николай Сидоров «Шупашкарти савни» спектаклĕн 7-мĕш серине те çырса пĕтернĕ. Вăл «Шупашкарти савни сыв пуллашать» ятлă. Кĕçех репетици ирттерме пуçлăпăр. Хальхинче автор тăватă тĕп сăнар урлă вылякансен хăйсен пурнăçне кăтартнă-сăнланă. Манăн шухăшпа, питĕ кăсăклă пулса тухнă.
Эсир режиссер сĕннĕ пĕр сăнара — «Масаркасси ясарĕн 77-мĕш матки» спектакльти /Борис Чиндыков/ сăпайлă мар хĕрарăма — выляма килĕшмен. Мĕн пулса иртнĕ сирĕнпе çав вăхăтра?
— Çав роле парсассăн пĕр виçĕ кун шухăшласа-асапланса çÿрерĕм. Ÿт чăтмалла мар кĕçĕтме пуçларĕ. Организм та çак сăнара хирĕçленине ăнланса илтĕм. Тĕрĕссипе, пьесăна артистсен умĕнче манăн вулама лекрĕ. Ун чухнех намăслантăм.
Чун йышăнман сăнарсем татах та пулнă-ха. Акă, сăмахран, «Йĕмсĕр генералсем» спектакльти /Жан Ануй/ Ада сцена çинче тем те пĕр хăтланать.
«Ма кĕске-ши яш ĕмĕр?» ĕçпе /Николай Угарин/ Вăрнар тăрăхне кайнăччĕ. Эпĕ вылякан сăнар Аня хăйĕн савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштармашкăн яла илсе пырать. Ăна малтанхи савнийĕ тапăнать, йÿçекпе сапассипе хăратса хĕре хăйсен малтанхи ĕçне тума илсе каять, хывăнтарса ташлаттарать. Куракансем мана сиввĕн ÿпкелесе пăхса ларчĕç. Çав вăхăтра хĕрĕн ашшĕ чупса кĕрет, пиçиххине салтса: «Вĕлеретĕп», — тесе кăшкăрать. «Ан тив», — ман хута кĕчĕç залри арçынсем. Аня хăйĕн ирĕкĕпе çапла хăтланмасть вĕт, вăл çĕнĕ пурнăç пуçласшăн. Анчах юлашкинчен аппăшĕпе тухса тарма хăтланнă савнине çĕçĕпе тирсе вĕлерет вăл.
Йĕркесĕр хĕре вылянă хыççăн киле таврăнсан душ айне тăраттăм. Таса марлăха çуса ярсан тин çывăрма выртаттăм.
Апла тăк çакă ĕнтĕ вăл — професси тÿнтерлĕхĕ.
— Карчăксем — «Тăм тивнĕ чечексем» ĕçри /Зоя Долгова/ Оля аппа, «Аслати» спектакльти /Алек-сандр Островский/ Барыня... — киле манпа пĕрле лăкăштатса пыма пуçларĕç. Юлашкинчен грима та-сатнă чухне: «Карчăкку-качку, кунтах юл, эпĕ çамрăк-ха», — теме хăнăхрăм.
«Юратма пĕлекенсем телейлĕ» спектакльте /Александр Володин/ Тамарăн тарăхмалли самантсем пур. Пĕрре çапла лăпланса çитеймесĕр киле çитсе кĕтĕм. Шăпах ывăл урок туман. Сĕтел çинчи кĕнекене шăлса сирпĕтрĕм те вăл саланса кайрĕ. «Анне, мĕншĕн усал-ха эсĕ?» — ыйтать ывăлăм. Ара, Тамарăн пурнăçĕпе пурăнатăп. Кĕнекене ывăлăмпа пĕрле çыпăçтартăмăр вара.
«Ялта» драмăри /Федор Павлов/ Елюк 12 çул канăç памарĕ. Тĕлĕкре те тăтăш курăнатчĕ: çăпата кантри саланнă пек, шÿлкеме çыхман пек, сцена çине чупса тухмалла пек... «Парнесĕр хĕр» спектакльти /Александр Островский/ Лариса Дмитриевна сăнарĕ те пĕрре мар ыйха татнă. Тарăн туйăмлă, юратуллă, телейсĕр хĕрсен сăнарĕсем нушалантарнă мана.
Камитре — Николай Сидоровăн «Шăмат кун каçхине», «Шупашкарти савни» ĕçсенчи Марукпа Лисука — выляма çăмăлрах. Унта кăмăл- туйăм хум çинчи пек чÿхенет. Халĕ «Чи кирли, чи юратни» спектакльти /Ольга Туркай/ Полина Аркадьевнăна кăмăлтан вылятăп.
«Кĕмĕл тумлă çар» спектакльти Мăн ама сăнарне калăпланăшăн Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк театрĕсен фестивалĕнче хрусталь статуэткăна тивĕçрĕр. Çак саманта аса илсемĕр.
— «Сăнар пысăках мар, апла пулин те мана статуэткăпа чысларăр», — терĕм. «Мăн ама ролĕ — тĕнче кăвапи майлах пĕлтерĕшлĕ, йăлтах ун тавра çаврăнать. Эсир тивĕçлĕ», — çирĕплетсе каларĕç. Турцире чыс туни тĕлĕнтерчĕ.

Çитĕнекен савăнăç

— Эсир куç тулли мăнуксемпе йăпанса пурăнатăр. Вĕсем асламăшĕ артистра ĕçленине пĕлеççĕ-и?
— Аттепе калаçнă чухне хама çаплипех ача пекех туятăп. Çав вăхăтрах эпĕ икĕ хутчен асанне пулма ĕлкĕртĕм. Малалла вулас... 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.