- Чăвашла верси
- Русская версия
Ача çеç пулсан та…
Хурланса та кулянса сивĕ хĕл иртсен, сарă хĕвел шăратса пăхсан, шăнкăр-шăнкăр шыв юхтарса, симĕс курăк шăтарса, таврана илем кÿрсе ырă çуркунне çывхарнă вăхăтра килнĕ çут тĕнчене анне — Анастасия Александрова. Тĕлĕнмелле те, çывăх çыннăмсем иккĕшĕ те пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Шел, вăл пиртен 1971 çултах уйрăлса кайрĕ.
Куккасемпе аппасем ачаллах çĕре кĕнĕ. Кукамай аннене çеç сыватса-сыхласа хăварма пултарнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ Наçтук. Саккăр тултаричченех çăм, сÿс арлама, чăлха-нуски çыхма вĕреннĕ. Хĕр 11 çула çитсен салтак-ашшĕ вилнĕ.
— Пĕтĕм йывăрлăх тиенчĕ те — анмарĕ ман çинчен. Вутă турттарма Станьял патнех каяттăмăр. Çăкăр чĕллишĕн хулана çуран утни те пулнă, тепĕр чухне пĕр тĕпренчĕксĕрех таврăнаттăмăр, — аса илет ачалăхне Анастасия Михайловна. — Нимшĕн те кулянмастăп. Пенси çулне çитсен: «Вăрçă вăхăтĕнче эсĕ ача çеç пулнă вĕт», — тени питĕ пăшăрхантарнăччĕ вара. Паянхи саккăрти ачасемпе танлаштараймăн пире.
Вун ултта çитсен Анастасия Александрова торф кăларнă çĕре каять, аран-аран паспорт тутарать. Ура йĕп-йĕпе, тăхăнмалли çук… Апла пулин те вăл амăшне укçа-тенкĕрен пулăшма пуçлать. 3-4 çултан аттепе паллашса çемье çавăраççĕ. Баракра вырăн тупать çемье.
Çĕньялтан тухнă Каприян Григорьевич вăрман каснă çĕрте ĕçлет, 20 çулти анне те унпа пĕрлех тăрăшать. Часах ывăл çут тĕнчене килет. Ун хыççăн — хĕр. Анчах мăшăрлă пурнăç нумая тăсăлмасть — çемье арканать. Анне икĕ ачипе кукамай патне Мамка ялне таврăнать. Ишлейри кирпĕч кăларакан заводра вăй хурать. Аттепе тепре те пĕрлешсе пăхаççĕ-ха вĕсем, анчах шанчăклă кунсем хальхинче те нумая тăсăлмаççĕ. 28 çулти анне виçĕ ачипе тăрса юлнă. Пире ура çине пĕчченех тăратнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухичченех штукатур-малярта вăй хунă. Тав сăмахне нумай тивĕçнĕ анне, Хисеп хăми çинче те унăн сăнĕ çакăнса тăнă.
Комментари хушас