Комментари хушас

19 Пуш, 2018

Газ кăмакине пăхса тăнăшăн тÿлемелле

Сывлăх сунатăп, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем! Нумай çырма халăм çук, сирĕн те ытлашши вулама вăхăт пулас çук, каçарăр.
Эпĕ, 90 çула çывхаракан çын, темĕн те пĕр курса ирттертĕм ĕнтĕ. Газовиксен ĕçĕнчен тĕлĕнсе çав тери пăшăрханнипе çыратăп.
Тем ăнăçсăр пулчĕ-ши? Газ кĕртнĕренпе 19 çул хушшинче кăмакана 3 хутчен улăштарма лекрĕ. Газовик «вăхăт çук-ха» тенĕрен ачасем хăйсемех кăмакана вырнаçтарса газ чĕртсе хăварчĕç: манăн ывăл ку ĕçе ăнланать. Кăмака улăштарнă хыççăн 2 е 3 уйăхран килсе ун алăкне уçса пăхнăшăн 800 тенкĕ тÿлеттереççĕ.
Уççи-хуппине тупма пулăшсамăр. Хурав кĕтетĕп.

Елизавета ГРИГОРЬЕВА.
Йĕпреç районĕ,
Хурамал ялĕ.

 

«Газпром газораспределение» обществăн Вăрнарти филиалĕнче Елизавета Григорьевăн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата янă ыйтăвне пăхса тухнă. Альберт Шашкин пуçлăх çакнашкал хурав пачĕ:
«РФ Граждан кодексĕн 210-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, харпăрлăх хуçин хăйĕн пурлăхне пăхса тăмалла. Газпа усă курас йĕрке тăрăх, газ оборудованине юсавлă тытассишĕн хуçа хăй яваплă.
Йĕрке тата прибор кăларакан завод ыйтнă тăрăх, çуртри тата хваттерти газ оборудованине çулталăкне 1 хутран сахал мар тĕрĕслемелле. <...> Вăл газпа тивĕçтернĕшĕн тÿленĕ укçа шутне кĕмест. <...> Общество филиалĕн Йĕпреç газ участокĕн ĕçченĕсем, Чăваш Республикинчи ытти тăрăхри пекех, районти абонентсемпе тунă килĕшĕве пурнăçа кĕртнĕ май килтен киле çÿреççĕ.
Ĕç калăпăшне килĕшÿре кăтартнă. <...>
Тĕрĕслев хакĕ оборудовани тытăмĕнчен килет. Тĕслĕхрен, 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ прейскурант тăрăх 4 конфоркăллă плитана пăхса тăнăшăн — 250, 3 конфоркăллишĕн — 220, 2 конфоркăллишĕш 189 тенкĕ тÿлемелле. Газ кăмакине /кăткăслăхне кура/ тĕрĕсленĕшĕн — 456 тенкĕрен пуçласа 2832 тенкĕ. Газ пăрăхĕсене пăхса тăнăшăн — 91 тенкĕ. 1 кран юсавлине тĕрĕслеме — 117 тенкĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, 4 конфоркăллă газ плити тата газ сахал хăватлă кăмаки пулсан тÿлев 707-914 тенкĕпе танлашать.
Йĕрке тăрăх, абонентсен палăртнă вăхăтра туллин тÿлемелле: килĕшÿре палăртнă пек — ĕçе пурнăçланă, çакна учет тата тÿлев докуменчĕсемпе çирĕплетнĕ хыççăн. Документăн 1 экземплярĕ абонент аллинче юлмалла. Ĕçе туллин тата пахалăхлă пурнăçланине газ хуçалăхĕн мастерĕсемпе специалисчĕсем тĕрĕслеççĕ /5 процент таран суйласа илсе/.
Килĕшÿ тăрăх, газ оборудованине юсама е улăштарма абонентсен ыйту çырмалла, çакăншăн специалистсене укçа тÿлемелле. Газ приборĕсене çынсен хăйсен тĕллĕн куçарма, улăштарма, юсама юрамасть. Оборудование ятарлă организаци специалисчĕсене чĕнсе илмесĕр хуçи хăй тĕллĕн улăштарнă пулсассăн çав киле газ парассине чарса лартма ирĕк пур.
Газ хуçалăхĕпе килĕшÿ çырман тата оборудование тĕрĕслесе тăма чăрмантаракан хуçасен административлă явап тытма тивет.
Обществăн йĕрке пăсакан абонентсем çинчен ЧР патшалăх çурт-йĕр инспекцине пĕлтерме ирĕк пур». Тулли верси...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.