- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнтерессине пĕлсех пурнăçларăм ĕçе
11-мĕш класра вĕренекен Кристина Григорьева Шупашкара Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕнчен çитнĕ. Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ чăваш чĕлхи олимпиадинче пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Тăван чĕлхене юратни, хисеплени илсе çитернĕ ăна кунта.
— Чăваш чĕлхине пуçламăш класранах юратса ăса хыватăп. Атте-анне панă чĕлхене хисеплетĕп. Чăваш хушшинче пурăнса чăвашла калаçмасан намăс. Вырăссен, пушкăртсен хушшинче те вăтанмасăр калаçатăп. Мăнаçланатăп та. Çак предмета юратасси вĕрентекенрен те нумай килет тесе шухăшлатăп. Валентина Петрова вĕрентекен 5-мĕш класран пуçласа 9-мĕшĕччен ăса хывтарчĕ чăваш чĕлхипе литературине. Пелепей районĕнче, унтан Ĕпхÿре иртнĕ олимпиадăсенче эпĕ пĕрремĕш вырăнсем йышăннинче Валентина Ивановнăн тÿпи пысăк. Юнашар яла вăтам шкула 10-мĕшне куçсан Татьяна Алексеева вĕрентме тытăнчĕ. Шупашкара олимпиадăна унпа килтĕмĕр, — каласа кăтартрĕ Кристина.
Вăл районти олимпиадăра малти вырăна йышăнассинче пĕртте иккĕленмен. Ĕпхÿри ăмăртура та ыйтусене çирĕппĕн хуравланă. «Чăваш чĕлхи олимпиади маншăн нихăçан та йывăр пулман», — палăртрĕ Кристина Григорьева.
Хĕр ытти предмета та юратса вĕренет. Тухтăр пулма ĕмĕтленекенскер Шупашкарах çул тытасшăн. Аппăшĕ Наташа Самарти искусствăсен академийĕнче вĕренет. Кристина чăваш çыравçисен калав-романне шĕкĕлчеме кăмăллать. Ентешĕсене Константин Иванова, Яков Ухсая пуç таять вăл. Урок вĕренме ларсан та пике чăваш литературинчен тытăнать. Ку предмет ыттисене вĕренме кăмăла уçнине каларĕ.
Шупашкарта пушкăрт хĕрĕ пĕрремĕш хут пулнă. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, ăна хĕллехи хула питĕ килĕшнĕ. Республикăн тĕп хулин çуллахи илемне курасшăн ĕмĕтленчĕ вăл. Çавăнпах аттестат илсен кунта çул тытасшăн. Кристинăн амăшĕ ача садĕнче воспитательре вăй хурать, ашшĕ — хурт-хăмăр ăсти. Вĕсен утарĕнче вĕлле нумай. Кристинăпа Наташа та кăсăкланаççĕ ку ĕçпе. Ашшĕ вĕсене вĕрентсе пырать. «Чуна лăпкăлăх кÿреççĕ пыл хурчĕсем», — тет Кристина. Пушă вăхăтра вăл йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Çакă ашшĕнчен куçнă — вĕсем час-часах пĕрле тухаççĕ ярăнма. Шăпах асли йĕлтĕр çине тăма вĕрентнĕрен хĕр иртнĕ кунсенче районта иртнĕ ăмăртура 2-мĕш вырăн йышăннă. Малалла вулас...
Комментари хушас